09 ноября 2016 г.
"Çанталăк условийĕсем пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслеççĕ. Инкек пулассинчен пурин те асăрханмалла", - тесе каланă ĕнерхи видеоканашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Канашлăва республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ятарлă службăсен ертÿçисем хутшăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче электричество сечĕсем, çулсем çинче пăрлак пулнине асăннă. Ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине каланă, кашни тăватă сехетрен вырăнсенчи лару-тăру пирки пĕлтерсе тăма хушнă.
М. Игнатьев мĕнпур çул-йĕр тирпейлĕ пулмаллине, вĕсене юртан вăхăтра тасатса тăмаллине асăрхаттарнă. "Çанталăк пăтăрмахĕсемшĕн çынсен йывăрлăх тÿсмелле мар", - тенĕ Пуçлăх.
Республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников та пĕтĕм техника талăкĕпех ĕçлемеллине палăртнă. "Чувашэнерго" - "МРСК - Волга" филиалĕн тĕп инженер çумĕ Иван Шкрыль республикăра пĕтĕмĕшле лару-тăру аван пулнине пĕлтернĕ. Раççей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов регионти çулсем çинче ĕçлекен службăсене талăкĕпех ĕçлеме май туса парас тĕллевпе ăшăпа тивĕçтерекен 79 пункт хатĕрленине пĕлтернĕ. Районсемпе хула пуçлăхĕсем вырăнсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.