Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт фестивальне пырăр

09 ноября 2016 г.

Районти интернационалист-салтаксем тата вĕсен пĕрлĕхĕнче тăракансем сывă пурнăç йĕркине пирĕн обществăн ырă енĕ туса хурассинчен айккинче тăмаççĕ. Хăйсен тăрăшулăхĕпе вĕсем виççĕмĕш çул çар çапăçăвĕсен ветеранĕсен, вăрçă инваличĕсен тата çарта суранланнисемпе вĕсен çемье членĕсен спорт фестивальне ирттереççĕ. Кăçал асăннă мероприяти чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче "Сывлăх" спорт шкулĕнче иртет. Унта хутшăнакансем дартс енĕпе, шашкăлла тата нардла выляссипе, мечĕк ывăтассипе, сĕтел çи теннисла выляссипе, автомат сÿтсе пуçтарассипе, бочча вăййипе ăмăртаççĕ. Ăмăртусем 10 сехетре пуçланаççĕ.

Ĕнерхи салтаксемпе вĕсен çемье членĕсем унта активлă хутшăнасса шанатпăр.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика