09 ноября 2016 г.
Раççейри 11 спортсмен Нидерланды çĕршывĕнчи Бек хулинче иртнĕ Европăн парабадминтон чемпионатне хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ - Чăваш Енрен.
Пĕтĕм тĕнчери паралимп комитечĕ Раççей спортсменĕсене рейтинг турнирĕсене хутшăнма чарнине шута илсе, пирĕн спортсменсем Пĕтĕм тĕнчери парабадминтон федерацийĕн йышĕнче хутшăннă. Спортăн ку тĕсне 2020 çулта кăна çуллахи паралимп вăййисен программине кĕртме хатĕрленеççĕ. Вăйăсем Токиора иртмелле.
Раççей спортсменĕсем Бек хулинче 6 бронза медале тивĕçнĕ. Вĕсенчен иккĕшне Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн тата хулари "Феникс" клубăн представителĕсем Юрий Степанов (Муркаш районĕнче пурăнакансем Исетерккĕре çуралса ÿснĕскере аван пĕлеççĕ) тата Павел Попов çĕнсе илнĕ. Чăваш Енĕн тепĕр спортсменĕ Павел Куликов пьедестал çине хăпарайман - 4-мĕш вырăна тухнă. Вĕсемпе пуринпе те Григорий Сергеев тренер ĕçлет.
Хамăр инф.