Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре кăна вăй

09 ноября 2016 г.

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа тури чăвашсен музейĕнче черетлĕ тăваттăмĕш анлă мероприяти иртрĕ. Чи малтанах Эльвира Клементьева ăстаçăн сăн ÿкерчĕксен "Кĕрхи кĕвĕ" куравĕпе паллашма май килчĕ. Экспозицие 44 ĕç кĕртнĕ. Ÿкерчĕксене Африкăри, Мексикăри, Турцири тата ытти тăрăхри çул çÿрев хыççăн ăсталанă. Кашни ĕçре ăшă туйăм, шайлашулăх курăнать.

Палăртма кăмăллă, Эльвира Вячеславовна Муркаш шкулĕнче вĕреннĕ. Вăл каланă тăрăх, ача чухнех ÿкерме кăмăлланă. Çавăнпа та ку енĕпе вăл аслă пĕлÿ илнĕ. Пур енлĕ ăсталăха ăша хывма ăна шăпах çак шкулта вĕрентекенсем чылай пулăшнă. Малашнехи пурнăçра та ку туртăм ăна пур енлĕ пулăшса тата хавхалантарса пынă.

Вăл чăннипех те пур енлă пултаруллă çын. Çавăн пекех юрă-кĕвĕ туртăмĕ те пысăк. Тĕрлĕ инструментпа ăста вылять.

Çапах та вăл хăй тĕп ĕçне сывлăх сыхлавне халалланă. Эльвира Вячеславовна врач пулса тăрăшать. Хулари клиника центрĕн ертÿçинче тимлет, Шупашкар хулин тĕп терапевтĕнче те вăй хунă.

Уяв программине Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи ăстасем тăсрĕç. Хăйсен ял тăрăхĕнчи ал ĕç ăстисемпе, эрешсемпе паллаштарчĕç. Курава И. Андреева тата С. Скворцова ĕçĕсене тăратнă. Вĕсенче чăваш халăх йăли-йĕркине, çепĕçлĕхне курма пулать. Çавăн пекех ярапайкассисем юрă-кĕвĕпе анлă мероприятие уяв сĕмĕ кĕртрĕç.    

Пĕрлĕхре кăна вăй. Эпир халăх туслăхĕпе ытларах та хăватлă. Тăнăç пурнăçшăн пĕр тĕллевлĕн пĕр чăмăрта пулни çеç пире тĕреклĕх патне илсе пыма пултарать. Çак уяв тĕлне украина халăх тĕрĕ ăстисен династийĕн представителĕ Юлия Михайлова тата "Путене" ача сачĕн воспитателĕ Надежда Борисова ăстаçă "Туслăх асамат кĕперĕ" курав хатĕрленĕ. Вĕсем пĕрлехи туслăх тĕрĕ тата ытти ĕç урлă йăхран-йăха куçнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Юлия Александровна кашни ĕç çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Вăл хăй те украина халăх тĕрриллĕ тум тăхăннă. Ыттисене те харпăр хăй халăх ăсталăхне хаклама, юратма чĕнсе каларĕ.

Мероприятие пур енлĕ пултаруллă çынсем пухăннă. "Искусство каçĕ" программа шайĕнче "Музкино" видеоролик конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕсем дипломпа асăнмалăх парнене тивĕçрĕç. Ку енĕпе "Сăн ÿкерчĕк тĕнчи" студи пысăк пулăшу кÿчĕ. Чи лайăх ĕçсемпе мероприятие хутшăнакансем те паллашма пултарчĕç.

Пухăннисене район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Елена Чернова саламларĕ.

Р. Илларионова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика