Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсем ăмăртрĕç

09 ноября 2016 г.

Нумайăшĕ каникулта ачасемпе вĕрентекенсен пушă вăхăт пур тесе шухăшлама хăнăхнă, анчах та пĕртте апла мар иккен. Шкулсенче кашни кун тенĕ пекех тĕрлĕ предметпа консультацисем ирттереççĕ, секцисемпе кружоксене çÿрекенсем те пур. Ĕнер тата виçĕмкун акă шкул ачисен баскетбол турнирĕ иртрĕ, унччен, ноябрĕн 3-4-мĕшĕсенче вара - вĕрентекенсен спартакиади. Çапла вĕрентекенсем сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли пирки калаççĕ кăна мар, хăйсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Вăтам шкулсен тата тĕп шкулсен командисем спартакиадăра уйрăммăн ăмăртрĕç: пĕрремĕш кунĕнче вăтам шкулсен 12 команди, иккĕмĕш кунĕнче тĕп шкулсен 7 команди вăй виçрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх учительсем кăçал та шашкăлла, шахматла вылярĕç, сĕтел çи теннисĕнче тата волейболра вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене спортăн кашни тĕсĕпе палăртрĕç.

Шахматра арçынсенчен П. Пушкарев (Нискасси вăтам шкулĕ) тата О. Максимов (Сосновка тĕп шкулĕ), хĕрарăмсенчен Е. Прокопьева (Çатракасси) тата Н. Блинова (Атапай) мала тухрĕç.

Шашка вăййинче А. Прокопьевпа (Оринин) А. Обручников (Шомик) тата В. Хрусталевăпа (Муркаш) М. Колбасова (Атапай) çĕнтерчĕç.

Сĕтел çи теннисĕнче те хăйĕн фаворичĕсем мала тухрĕç: С. Романовпа (Чуманкасси) И. Воробьев (Атапай), А. Мясниковăпа (Муркаш)             О. Петрова (Атапай).

Волейболра вара Муркаш тата Тойкилтĕ шкулĕсен командисене çитекенсем пулмарĕç.

Пĕтĕмĕшле итогпа муркашсем тата атапайсем малта пулчĕç.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика