Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оперативлăхпа палăрчĕç

09 ноября 2016 г.

Пĕррехинче пирĕн алăкран 3 чикан шаккарĕç те кирлĕ мар тимĕр-тăмăр пуррипе интересленчĕç. Хамăрăн та çулсем пуррине шутласа, кусем те çамрăк маррине курса тимĕр-тăмăр пуçтаракансем усал шутпа çÿреме пултарни пирки шухăш та пулмарĕ. Çитменнине кил таврашĕнче хамăра чăрмантаракан тимĕр хатĕрсем те чылай пуçтарăнса кайнăччĕ. Май килнипе усă курса вĕсенчен пушанас терĕмĕр. Кĕтмен хăнасем çитменнине вĕсене хаклă хакпах туянатпăр тесе юмахлаççĕ. Çапла вара чикансем кил хушшинчи тимĕр-тăмăра суйлама пуçларĕç. Куç тĕлне кĕпе çумалли машина пулсан хайхискерсем ăна та туянма пулчĕç. Ĕçлетчĕ-ха машини, анчах çĕнни пур тесе цыгансемпе килĕшрĕмĕр. Çакăн хыççăн тимĕр-тăмăр пуçтаракансем пуртă илсех ăна ваклама пуçларĕç. "Пирĕн автомашина кÿршĕ ялта. Кĕпе çумалли машина ун çине аплипех кĕмест", - терĕç хайхискерсем. Хирĕçлемерĕмĕр. Хам вара кусене куçран вуçех вĕçертес мар-ха тетĕп, ют çынсем вĕт. "Хуранне, çатмине сире памастăп-ха", - тесе урăх çĕре хуратăп, илсе каймалла маррисем патне. Упăшка тепĕр цыгана газ плитине кăтартма илсе кайрĕ. Эпĕ вара çавăнтах тăратăп. "Пирĕн хырăм выçса кайрĕ, çăмарта пĕçерсе çитер-ха", - теççĕ кĕтмен хăнасем. Маххă памастăп. "Пустуй ан калаçăр-ха. Халĕ кашни утăмрах магазин, кафе пур - çиетĕр", - тетĕп. Хамăн куçран вĕçертес килмест вĕсене. Пăхатăп, цыган манăн хитре чейнике - юсавлă мар та усă курмастпăр - урамалла йăтса кайрĕ, машина çине. "Эпир япалисене урама кăлармастпăр. Эсир илсе каймасан пирĕн каялла йăтмалла пулать-и;" - тесе япалисене кил хушшинех хума каланăччĕ. Упăшкана калатăп: "Пăх-ха мĕн хăтланать". Мăшăрăм машина çине кайса пăхрĕ те чейнике каялла илчĕ. Таврăнсан "Эсир мĕн хăтланатăр;" - тесе кил хушшинчен хăваласах кăларса ячĕ. Эпĕ калатăп:

- Сирĕнне автомашина номерне çырса юлтăм. Наччас полицине шăнкăравлатăп.

- Эпир нимĕн те илмен, нимĕн те тытман, - тесе тухса шăвăнчĕç хайхискерсем.

Ютсем хыççăн тĕрĕслемелле. Упăшка кайса пăхрĕ те:

- Ак тамаша! Кусем манăнне моторлă наждака та илсе кайнă вĕт, - терĕ. - Айта полицине шăнкăравлатпăр.

Кайран куртăмăр, тепĕр миххе инструментсене тултарнă - кăларма ĕлкĕреймен.

Йĕрке хуралçисем патне шăнкăравларăмăр та - тавах вĕсене - чĕннĕ çĕре питĕ хăвăрт çитрĕç. Кунта пирĕн полици сотрудникĕсене ятран асăнсах питĕ мухтас килет. Вĕсем: Е. Бирюков, А. Чернов, В. Дмитриев, Г. Димитриев, Д. Григорьев. Цыгансем пĕр машинăпа мар, икĕ çăмăл автомашинăпа пулнă иккен. Йĕрке хуралçисем иккĕшне те хăвăрт тытса чарчĕç.

Кунашкал инкекре полицине шăнкăравлама ан ÿркенĕр. Районта вĕсем питĕ тимлĕ те кăмăллă çынсем. Ĕçĕсем вĕсен ялан ăнса пыччăр.

Тавах полици ĕçченĕсене!

Сарчак ялĕнчи СЕМЕНОВСЕМ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика