09 ноября 2016 г.
Хĕрарăм полицейски ĕçне суйласа илни хальхи вăхăтра час-часах тĕл пулать. Никам та тĕлĕнмест. РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕнче те хĕрарăм полицейскисем сахал мар. Ыранхи уяв умĕн шăпах вĕсенчен пĕринпе - Ольга КУЗНЕЦОВА дознавательпе (сăн ÿкерчĕкре) - курса калаçрăм. Ольга Николаевна хальхи вăхăтра шалти ĕçсен пайĕн дознани ушкăнĕн ертÿçин тивĕçĕсене те пурнăçлать.
- Ольга Николаевна, сирĕн шутпа, полицейскийĕн мĕнле пулмалла; Унра мĕнле паха енсем кирлĕ;
- Саккунсене пĕлнипе пĕрлех полицейскийĕн тимлĕ, чăтăмлă, тăрăшуллă пулмалла, ĕçе яланах вĕçне çитермелле. Ытларахăшĕ çапла калĕ те. Çапах та, ман шутпа, пирĕн çыннăн проблемине ăнланма пĕлмелле, ăна тишкернĕ чухне хăвăн проблемăна тишкернĕ пек тишкермелле. Çав вăхăтрах çынна лăплантарма та сăмах тупмалла, унăн шухăшлавне ăнланмалла. Ĕçе юратмалла.
- Эсир вара хăвăрăн ĕçе юрататăр-и; Ирсерен ĕçе хавас кăмăлпах тухса утатăр-и;
- Мана хамăн ĕç килĕшет. Килтен ĕçе, ĕçрен киле каяс килтĕр, теççĕ халăхра. Манăн чăн та çапла: ĕçе те кăмăлпах çÿретĕп, киле те хаваспах таврăнатăп.
- Мĕншĕн полицейски пулма шухăшланă;
- Манăн характер çак ĕçе валли, çавăнпа пулĕ. Шкулта чухнех ĕмĕтленеттĕм кун пирки. Юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кунта ĕçлеме тытăннă, 12 çул иртрĕ ĕнтĕ.
- Ĕçри пĕрремĕш куна астăватăр-и;
- Астăватăп. Пурте ĕçлĕ, çирĕп кăмăллă курăнатчĕç - ку кăшт хăрататчĕ. Пĕрремĕш канашлу та асра юлнă: пуçлăх пурне те задани парать, пурин те хăйĕн ĕçĕ, пурин те мĕншĕн те пулин ответлăх пур... Пĕрремĕш хут преступлени уçса пама Турай ял тăрăхне тухнине те астăватăп, унта хурсем çухалнăччĕ...
- Хурĕсем тупăнчĕç-и вара;
- Нумай ĕçлерĕмĕр ку фактпа ун чух. Хурĕсем вара тупăнман.
- Халĕ ытларах мĕнле преступленисене тишкерме тÿр килет;
- Хальхи вăхăтра çынна хĕнени, ют пурлăха вăрлани ытларах тĕл пулать. Юлашки вăхăтра тата ултавлă ĕçсем нумайланчĕç, вĕсем банк карттисем çинчен укçа вăрланипе çыхăннă. Çак преступленисем çынран нумай килеççĕ, вĕсем хăйне хăй пулмаççĕ.
Çынна хĕнени, сăмахран, çемьесенче сахал мар пулса иртет, нумай чух сăмахпа перкелешнинчен пуçланать-çке. Апла пулсан çынсем çакна харкашăва çитермесен те пултараççĕ. Карттăсем çинчи укçана та çынсем каллех хăйсен телефонĕсем çине килнĕ смс-хыпарсем çине хуравланипе çухатаççĕ. Акă, сăмахран, пĕр хĕрарăм патне унăн ывăлĕ инкеке лекни çинчен смс килет. Вăл вара, хăйĕн ывăл çуккине манса кайсах, смс çине хуравлать. Çухалса каймалла мар, тăвансем патне шăнкăравламалла, ултавçăсем патне мар.
- Сире, полицейски пулнă май, пирĕн обществăра мĕн чăннипех те пăшăрхантарать;
- Халăх эрех ĕçни чăннипех пăшăрхантарать. Преступленисенчен ытларахăшĕ эрехрен пуçланать, ĕçеççĕ те вăрлаççĕ, машинăпа инкеке лекеççĕ, хĕнеççĕ... Дежурствăра чухне çакна аван куратăн. Ачисем мĕнле пăшăрханаççĕ - пăхма йывăр.
Çемьесенче тухнă хирĕçÿсенче арăмĕсем полицие шăнкăравласа пĕлтереççĕ, тепĕр кунне вара, лăплансан, заявление каялла илмеллеччĕ, теççĕ. Уголовлă ĕçне вара пуçарнă, ăна тишкерме тытăннă ĕнтĕ. Çавăнпа та малтанах шухăшлас пулать. Çыннăн биографийĕнче уголовлă ĕç пулни, вăл судпа айăпланни ачисемшĕн те вĕренме кĕнĕ чух пăтăрмах пулма пултарать. Çавăнпа та йĕркеллĕ пурăнмах тăрăшмалла.
- Дежурство пулман кун вара епле иртет;
- Эпир, дознавательсем, пулса иртнĕ фактсене уçса парассипе тимлетпĕр: свидетельсемпе, сиен тÿснисемпе, йĕркене пăснисемпе тĕл пулса лару-тăру пирки ыйтса пĕлетпĕр, должноç инструкцийĕпе палăртнă ытти ĕçе те пурнăçлатпăр паллах.
- Мĕнле çыннăн полицире пулмалла мар;
- Ман шутпа, çыннăн ыйтăвне, пăшăрханăвне ăнланма пултарайман çыннăн. Сăмахран, РФ Уголовлă кодексĕн 116 статйипе пуçарнă ĕçсем пурте пĕр пек пулмалла пек, анчах кашни лару-тăрура сăлтавĕсем те урăх, çынсен шухăшлавĕ те. Хăшĕсем пулса иртнишĕн кулянаççĕ, теприсем - çук. Хĕнени саккуна пăсни пулать паллах, анчах та кашни тĕслĕх уйрăм та тарăн тишкерÿ ыйтать.
- Тавах интереслĕ калаçушăн. Ыранхи уявпа Сире.
- Тавтапуç.
Н. Николаева калаçнă.