Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăх чакмасса шанатăп

09 ноября 2016 г.

Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ темиçе çулах ĕнтĕ республикăри чи хастар коллективсенчен пĕри пулса тăрать. Çак позицие тытса пыма тата малтисен йышĕнче пулма вара полици сотрудникĕсен ретĕнче тивĕçе пуринчен те мала хуракансем, ответлăха туллин ăнланакансем пулсан çеç май пур.

Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ умĕн çак коллектива ертсе пыракан полици подполковникĕпе Владимир СТЕПАНОВПА ĕçри хăш-пĕр самант пирки калаçрăмăр:

- Професси уявĕччен пирĕн хыçа юлнă 10 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетме май пулчĕ. Çак тапхăрта 271 преступлени регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен сахалтарах: пĕлсе тăрсах çыннăн сывлăхне сиен кÿресси, хĕнени, вĕлерессипе хăратни тата ытти хăш-пĕр йышши преступленисен шучĕ сахалланнине палăртмалла.

Апла пулин те çак лару-тăру лăпланмаллине пачах та пĕлтермест, мĕншĕн тесен çынсене улталанă фактсем нумай тата çул çитменнисем тунă преступленисем те сахал мар. Преступленисене уçса парасси пилĕк процента яхăн чакнă, çакăн çине шăпах куçа курăнман преступниксем Интернетпа усă курса çынсен банк карттисем çинчен укçа вăрлани витĕм кÿчĕ. Кăçал кун пек преступленисене 15 регистрациленĕ тата производствăра та темиçе ĕç пур, пĕлтĕр кун пекки пулман. Çавăнпа та çынсене тепĕр хут тимлĕх пирки аса илтерсе хăваратăп.

Çул çитменнисем, пурĕ 5 ача, çак вăхăтра 9 преступлени тунă, иртнĕ çулхинчен улттă нумайрах. Полицейскисем вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасемпе тĕл пулса профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн те çакна шута илсе ачисене тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшмалла.

Пирĕн коллектив ĕçлеме пултараслăхĕ сотрудниксен ăсталăхĕнчен килет. Пайра пĕр тĕллевпе ĕçлекен ăста сотрудниксен команди йĕркеленнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа малашне те ума лартнă тĕллевсене, задачăсене пурнăçласа пырасса, хастарлăх чакмасса шанатăп.

Самантпа усă курса ĕçтешсене те, пур сотрудника та, шалти ĕçсен органĕсенче вăй хунă ветерансене те, вĕсен çемйисене пурне те çитес уявпа саламлатăп. Ыррине кăна сунатăп: çирĕп сывлăх, телей, ĕçре - ăнăçу, килте - килĕшÿпе тăнăçлăх, савăнăç.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика