09 ноября 2016 г.
- Мăшăр юнашар пулнăран йывăр ĕçре те çăмăлрах, пĕр-пĕрне ăнланатпăр та, пулăшатпăр та, - тет полицин аслă лейтенанчĕ Алина Кириллова (сăн ÿкерчĕкре мăшăрĕпе пĕрле).
Алина Валериановна районти шалти ĕçсен пайĕнче 23 çул вăй хурать ĕнтĕ. Вăл - штабри инспектор. Тимлĕх, оперативлăх, чăтăмлăх, анализ тума пĕлни - темĕн те кирлĕ унăн ĕçĕнче. Алина Валериановнăн вара ку пĕтĕмпех пур.
Мăшăрĕн те, полици старшинин Сергей Александровичăн, ĕç стажĕ пысăк - шалти ĕçсен пайĕнче 21 çул. Вăл сыхлавпа конвой службинчи кинолог полицейскийĕнче вăй хурать. Унăн та ĕçре хăйнеевĕрлĕхĕ пур, анчах мăшăрĕпе иккĕшĕ те районта йĕркене тата саккуна сыхлассине тÿпе хывни ытларах пĕрлештерсе тăрать. Ыранхи уявпа - Полицейски кунĕпе - вĕсене, паллах, ачисем те саламлĕç. Кам пĕлет, тен династи тăсăмĕ те пулĕ.
Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.