Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăх шыраман

01 октября 2016 г.

Кирек ăçта та яваплăха туйса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисемпе тĕрлĕ шайри ĕç ветеранĕсем Оринин ял тăрăхĕнче паян 550 çынна яхăн. Вĕсенчен нумайăшĕ ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕнче тăрать. Асăннă обществăлла пĕрлешĕве юлашки çулсенче Валерий Вязов ертсе пырать.

- Паян пурте активлăхпа палăраймаççĕ. Анчах вĕсенчен кашниех тăван ен, хуçалăх аталанăвне мĕнле тÿпе хывнине пурсăмăр та курса-пĕлсе тăратпăр. Çавăнпа та аслă ĕçтешĕмĕрсене тивĕçлипе чысласа эпир пĕр çын пек тав сăмахĕ калатпăр, - терĕ Валерий Иванович Орининти информаципе культура центрĕнче йĕркеленĕ тĕл пулăва уçса.

Асăннă мероприяти авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртрĕ. Тĕл пулăва 150 çынна яхăн пычĕ. 4 - 5 çул каялла пуçăннă ырă йăлана малалла тăсса ветерансем малтанах хăйсен ячĕпе уçнă аллейăна çĕнĕ чăрăшсем лартрĕç.

- Пурăна киле ĕç ветеранĕсен чăрăшлăхĕ яла илем кÿрессе шанса йывăç лартма çулленех хутшăнатпăр, - терĕç хăйсен йывăçне лартнă май Таисипе Николай Галкинсем (сăн ÿкерчĕкре). Туслă мăшăр çемье урапи çинче 50 çул пĕр тилхепе тытса пыраççĕ. Çапла вара çак кун пысăк йышра ылтăн туй кĕрлерĕ.

Ĕçчен мăшăр 3 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă хушăра ĕç пăрахса ларни пулман. Патаккассинче çуралса ÿснĕ 70 çулхи Таисия Ивановна ачаллах ĕçпе туслашнăран 8 класран малалла вĕренеймен. Тĕрлĕ çулта дояркăра, сысна пăхакан операторта, уй-хир бригадин бригадирĕнче, хуçалăх столовăйĕнче поварта ĕçлесе вăл ĕç стажне 40 çула çитернĕ, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

- Ĕçрен ютшăнма вăхăчĕ пулман пирĕн, атте-анне çăмăл ĕç шырама та вĕрентмен. Çапла вара мăшăрăмпа иксĕмĕрĕн пĕр кун ĕçрен юлни те пулмарĕ. Савăнатпăр паян хамăрăн ĕç пурнăçне çапла ирттернишĕн, - терĕ мăшăрĕ çине вăтанчăклăн пăхса асанне.

Саккăрмĕш теçеткене ярса пуснă Николай Димитриевич - ылтăн туй каччи - шăпа пÿрни умĕнче паян тăпăртатса кăна тăрать. Ăна ăнланма та пулать. Районти тĕрлĕ организацире 35 çул автомашинăпа ĕçлесе мăшăрĕ хăйне килте ялан вĕри яшкапа та ăшă кăмăлпа кĕтнĕренех пулĕ вăл руль умĕнче инкек-айăп туса курман. Çавăнпа ялта та ятлă вăл паян.

Тĕл пулăва пынă кашни ветеран пиркиех ыррине чарăнмасăр калама пулать.

- Эпĕ ĕçлемен ĕç юлмарĕ. Шкулта тăватă класс вĕренсе те колхоз ĕçне кÿлĕнсе: сухаласа, акса, лартса, çулса-вырса, кĕлте çапса, вăрман касса турттарса т. ыт. те. Эсир капла чыслатăр пулсан 100 çулччен те пурăнасчĕ-ха, - савăнăçлăн пуплерĕ 90 çул тултарнă Анфиса Гавриловна Жирнова хăйне сцена çинче чысласан.

Тĕл пулăва пухăннисене вырăнти артистсем саламланипе пĕрлех Хорнуйĕнчен килнĕ Кĕсмуй кинĕсем те тулли савăнăç парнелерĕç.

Уява хутшăнса район администрацийĕн, ял тăрăхĕн администрацийĕн, социаллă пулăшу пайĕн, районти пенси фончĕн, районти ветерансен Канашĕн, "Оринино" кооперативăн специалисчĕсемпе ертÿçисем саламланине ветерансем кашнинчех тăвăллă алă çупса йышăнчĕç.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика