Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та мухтав вĕсене

01 октября 2016 г.

Иртсе пыракан çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнипе паллă. Çак кунсенче тури чăвашсен музейĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшса тĕрлĕ награда тивĕçнĕ çынсен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Анлă мероприятие ватă çынсен кунне халалланă. Чуманкасси шкулĕнчи 10-мĕш класс ачисем те пулчĕç, кăсăклине чылай пĕлме пултарчĕç, ветерансемпе куçа-куçăн калаçрĕç.

Музей ĕçченĕсем хатĕрленĕ анлă презентацирен Г. Малинин, Б. Селедкин, Л. Кольцов,                   И. Порфирьев тата ытти ветеран ырă ĕçпе палăрнине пĕлтĕмĕр. Халĕ те вĕсем пуçаруллă, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Шăпах çакăн пек пархатарлă çынсем район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, çĕр-çĕр гектар çĕре вăхăтра шуратнă, ытти ĕçе вăхăтра пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Ветерансем хăйсен кун-çулĕпе паллаштарчĕç.

- Ир тухса каятăн та каç кăна киле таврăнатăн, кунĕпе уй-хирте е ферма таврашĕнче. Ялти ĕç пачах та çăмăл мар. Çапах кунта та тимлекен кирлех. Эсир мар пулсан кам шуратĕ-ха уй-хире, кам ÿстерĕ çăкăрне; Çĕршыва юратăр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма тăрăшăр, - терĕ Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Геннадий Малинин çамрăксене ырă сунса.

Залра ларакансем районта кăна мар, республикăпа ун тулашĕнче те ырă ĕçпе палăрнă. Чылайăшĕ çĕр ĕçне пурнăçăн 30 - 40 çулне халалланă. Паянхи çамрăк ăру та ял хуçалăх отраслĕнче тимлессе сумлă ветерансем шансах тăраççĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлени - çĕр-аннене харпăр хăй аллин ăшшине пани питех те пархатарлă.

Мероприятие район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Е. Чернова хутшăнчĕ.

- Эпир сирĕнпе чăннипех те мухтанатпăр, эсир те хăвăрăн пархатарлă ĕçĕрпе хăпартланма тивĕç. Районăн ăнăçлă аталанăвĕнче шăпах та сирĕн тÿпе пысăккине куратпăр, - терĕ Елена Геннадьевна хисеплĕ çынсене çирĕп сывлăх та ăнăçу сунса.

Кашни ветерана ачасем чĕрĕ чечек çыххи парнелерĕç. Чуманкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Апаш" ушкăн вара юрă-кĕвĕпе саламларĕ. Вĕри чейпе сăйланнă май аса илмелли чылай пулчĕ.

Р. Илларионова.

Сăн ÿкерчĕкре: В. Григорьева, Н. Киселева ял хуçалăхĕнче тăрăшса тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика