01 октября 2016 г.
Сăн ÿкерчĕкре Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Фаина Антонова тата Юлия Демидова ăстаçăсене куратăр. Вĕсем тивĕçлĕ канура пулин те, аллинче тĕрлĕ ĕç вĕресе тăрать. Эрешĕсене пăхатăн та пуçа Константин Ивановăн "Нарспи" вилĕмсĕр произведенийĕнчи манăçми йĕркесем аса килеççĕ, вĕсен аллинче тĕслĕ çиппи те, йĕппи те вылять, вĕсене аякка хурсан картишĕнче ытти ĕç те вĕрет.
Стена çинчи илемлĕ чечексем пахчара хăйсем ÿстерекенни евĕр пулни пачах та иккĕлентермест. Вĕсен эрешĕсене ял тăрăхĕнчи кăна мар, ун тулашĕнчи мероприятисенче те курма пулать. Чылай чухне парне вырăнне усă кураççĕ, паллах, харпăр хăй аллипе ăсталани чун-чĕрене самай çывăх.
Фаина Валериановна ача садĕнче вунă çул ĕçленĕ, каярах колхоз уй-хирне васканă. Юлия Николаевна каланă тăрăх, ĕç ĕмĕрне выльăх-чĕрлĕх пăхас отрасльпе çыхăнтарнă.
- Çамрăк чухне урăхла ĕç пулнă. Ачи-пăчине те пăхмалла, ĕçе те тухса чупмалла. Халĕ эпир чун киленĕçĕ вырăнне ĕçлетпĕр, - теççĕ кăмăллă ветерансем.
Пĕрремĕш çул кăна мар ĕнтĕ вĕсем Зоя Иванова библиотекарь ертсе пыракан "Надежда" кружока çÿреççĕ. Кунти йыш пĕчĕк мар. Кашни çын хăйне майлă ăста, çĕлеççĕ, çыхаççĕ, канмалла юрă-кĕвĕ шăрантараççĕ. Тĕрлĕ ĕç вăрттăнлăхне пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ, пĕрле пухăнса калаçаççĕ, чунĕсене уçаççĕ. Ку вара уйрăмах тивĕçлĕ канурисемшĕн вырăнлă.
Р. Илларионова.