Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ мăшăр

01 октября 2016 г.

Ĕмĕтленни çитсе пырсан, çемьере телей çăлтăрĕ çунсан, çакăнтан ытла çынна çĕр çинче нимĕн те кирлĕ мар. Ун пек чухне пурăнас та пурăнас, ĕçлес килсе тăмалла.

Манăн пултаруллă та ĕçе ялан мала хуракан мăшăрпа паллаштарас килет. Актай ялĕнче 1941 çулта çуралнă вăрçă ачипе Иван Беляевпа курса калаçма тÿр килчĕ. Иртнĕ çулсенче вăл ыттисем пекех мĕнпур йывăрлăха, выçлăха чăтнă. Çапах та шкулта вĕренме те вăй-хал çитернĕ-ха. Шкул ÿсĕмĕ иртсен вара çар ретне тăнă, сержант пулнă.

Малашнехи пурнăçне ял ĕçĕпе çыхăнтарма шухăшланă яш тăван тăрăха таврăнсан шофера вĕреннĕ. 50 çул хушши ĕнтĕ пĕр улшăнмасăр машина рульне çирĕппĕн тытса пырать.   Маларахри çулсенче пирĕн тăрăхра асфальт сарнă çулсем пулман вĕт. Унăн машинин кайри, малти кăстăрчăкĕсем те вăйлă ĕçленĕ пирки пур пылчăклă çул витĕр тухма тивнĕ.

Хăйне шаннă ĕçе Иван Беляев яланах тÿрĕ чунпа пурнăçланă, çавăнпа та вăл техникăна питĕ юратать. Вăл ăна яланах юсавлă тытма тăрăшать. Пысăк опытлă та ăста водитель çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Халĕ вăл, тивĕçлĕ канура пулин те, хăйĕн автомашинипе çынсене тĕрлĕ ĕçпе пулăшать.

50 çул каялла вăл Уçăпкасси хĕрĕпе Ираида Порфирьевăпа çемье çавăрнă. Ираидăн амăшĕ Раиса Николаевна пире пуçламăш классенче вĕрентнĕччĕ, питех те кăмăллă та пултаруллă учительччĕ. Ираида вара хăйĕн ĕç ĕмĕрне сывлăх сыхлавне халаллама шухăшланă. Çавăнпа та вăл шăл техникĕн специальноçне алла илнĕ.

Çамрăк тухтăр Йÿçкасси больницине ĕçе вырнаçсан ялта пурăнакансем çакăнта шăл юсаттарма пуçларĕç. Вăл ĕçлени пирĕншĕн питĕ лайăх пулчĕ.

Шăл ыратăвне чăтма çуккине кашниех ăнланать ĕнтĕ, çавăнпа та вăл пирĕншĕн Турă вырăнĕнче пулнă. Вăл вăхăтра çав сиплев пÿлĕмĕнчен çын татăлман, ытти тăрăхран та йышлăн килнĕ. Ираида Порфирьевна сиплессипе кăна тăрăшман, район хаçачĕ çине тăтăшах шăлсене епле упрасси тата сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе тĕрлĕ статья çыратчĕ. Эпир вĕсене яланах вулаттăмăр, хаçатне те упраттăмăр. Ираида Порфирьевна çак ĕçре пĕр улшăнмасăр 42 çул вăй хучĕ, миçе çынран тав сăмахне илтнине шутласа та кăлараяс çук.

Беляевсем чăннипех те тăрăшуллă çынсем пулнине вĕсем тивĕçнĕ Тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ, унран та чун-чĕрене çывăхраххи - çынсен тав сăмахĕ. Ĕç ĕмĕрне вĕсем çынсене лайăх тăвассине халалланă.

Эпĕ вĕсене ватă çынсен уявĕпе саламлатăп, çавăн пекех вĕсем мăшăрланни 50 çул çитет. Хисеплĕ çынсен сывлăхĕ çирĕп, ватлăх кунĕсем канлĕ пулччăр.

И. Яковлев.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика