Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пирĕн пата çул пулĕ-ши?"

01 октября 2016 г.

Ялсенче, ял урамĕсенче çул тăвассин ыйтăвне çĕклекенсем хальхи вăхăтра сахалах мар. Ăнсăртран мар. Паянхи куна илес пулсан, ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вак чул сарса хытарман çулсем 300 километра яхăн. Çапла вара йĕпе-сапа вăхăтĕнче, çурхи-кĕрхи кунсенче хăш чухне ял тăрăх утса тухма чĕр нуша. Трактор-машини те çулсене çăрса пĕтерет.

Акă район хаçачĕн редакцине Ильинка ял тăрăхĕнчи Хопкĕпер ялĕнчи Осиновка урамĕнче пурăнакан ача амăшĕ шăнкăравларĕ. Вăл та çул ыйтăвнех çĕклет. "Ялĕнче çул çукки пĕр нуша тейĕпĕр. Асфальт сарнă çул хĕрринчен пирĕн урам патне çитме те чул сарса хытарнă çул çук. Çавна май шкул ачисен йĕпе-сапара куллен 1 километра яхăн пылчăк çăрма тивет. Урам патне çити те пулин хăçан та пулин çул пулĕ-ши;" - ыйтать вăл.

Ыйту çине хурав илес тесе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа çыхăнтăм.

Владимир Германович кунти лару-тăрăва питĕ аван пĕлсе тăни пирки каларĕ. Чăннипех те çынсем çулсăр нушаланнине ăнланма пулать. Иртнĕ çулсенче республикăри кашни яла асфальт сарнă çулпа çыхăнтарассипе республикăн ятарлă программи вăйра пулнине астăватпăр пулĕ. Çавна май Хопкĕпер ялĕнчи икĕ урама асфальт сарнă çулпа çыхăнтарма май килнĕ. Анчах та Осиновка урамне асфальт çул туса çитерме май килмен. Çакă чи малтанах республикăран укçа-тенкĕ çителĕксĕртерех уйăрнипе çыхăннă. 2007 - 2008 çулсенче кунта çул тума проектне те хатĕрлесе панă пулнă. Сăмах май кун пек объектсем районĕпе татах 20-е яхăн.

Халĕ вара ял-урамсем патне çул тăвассин ыйтăвне, апла пулсан ĕçсене пурнăçлама проектсем туса хатĕрлессине те Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин "Чăваш Республикин автомобиль çул-йĕр управленийĕ" хысна учрежденийĕ татса парать. Асăннă управленире унччен туса панă проект пур. Çавăнпа та ку ыйту паян та тимлĕхре, ыйтăва районта та, республикăра та пĕлеççĕ. Апла пулсан, паян-ыранах мар пулин те, çул çав-çавах пуласса шанмалли кăна юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика