Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкултах пенси пĕлĕвĕ илеççĕ

01 октября 2016 г.

Пĕтĕм Раççейри пенси пĕлĕвĕн пĕрлехи кунĕн шайĕнче Муркаш шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсемпе сентябрĕн 29-мĕшĕнче уçă урок ирттернĕ. Занятие РФ Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Ирина Гришина йĕркеленĕ.

Çакăн пек уроксем валли Пенси фончĕ тÿлевсĕр ятарлă вĕренÿ пособийĕ - "Все о будущей пенсии для учебы и жизни" хатĕрленĕ. Кунта Раççей пенси системи, пулас пенсие йĕркелесси, пенси виçине ÿстермелли майсем, Пенси фончĕн услугисемпе электрон мелпе усă курасси, мĕншĕн пулас пенси пирки çамрăклах шухăшласа пăхмалли пирки пĕтĕмпех вуласа пĕлме пулать.

Ирина Анатольевна 10-мĕш класра вĕренекенсемпе çитес эрнере татах тĕл пулма калаçса татăлнă. Ку хутĕнче вара тĕл пулу Пенси фончĕн районти пайĕнче иртĕ. Çав кун вĕренекенсем валли кунта экскурси йĕркелĕç, ачасем Пенси фончĕн пайĕнче ĕçе мĕнле йĕркеленипе паллашма пултарĕç. Çавăн пекех пенси страхованийĕн свидетельствине мĕнле туса хатĕрленипе, электрон сервиссемпе мĕнле усă курмаллипе, хăна компьютерĕнче учет çыравĕсене çирĕплетессипе паллашма интереслĕ пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика