Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Павильоншăн тав тăватпăр

01 октября 2016 г.

Хаçат-журнала çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма çырăнтармалли тапхăр пырать. Кашни çын хăй килĕштерекен хаçата е журнала çитес çул илсе тăма çырăнма тăрăшать. Вĕсен шутĕнче районта тухса тăракан "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçата та курас килет манăн. Мĕншĕн тесен пирĕн район хаçачĕ хăйĕн тусĕсене район пурнăçĕпе хĕлĕн-çăвĕн анлăн паллаштарса тăрать. Тĕнчере мĕн пулса иртни пирки те (хăш чухне кĕскенрех пулин те) паллаштарма манса каймасть.

Ял çыннин шухăш-кăмăлне шута хуни те палăрать. Çынсен ыйтăвĕсем, сĕнĕвĕсем çине яланах хурав парать, хăй чăнласах çынсем валли тухса тăнине ырă ĕçĕсемпе çирĕплетсе парать.

Акă сире пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартас тетĕп. Çулталăк пуçламăшĕнче (2016 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче) эпĕ район хаçатне хама хумхантаракан ыйтупа çырупа çитнĕччĕ. Çырăва район хаçачĕн страницинче кая хăвармасăр пичетлесе кăларчĕç. Ун çине хуравĕ те яваплă ведомствăран çырупа çийĕнчех килех çитрĕ. Çырура хускатнă ыйтăва та çав çулах татса пачĕç. Апла пулсан хаçат витĕмĕ пурах. Вăл чăннипех район çыннисем валли тухса тăрать. Çавăнпа та районта пурăнакансен пурин те район хаçачĕпе тачă туслашмалла тесе шухăшлатăп. Ÿкĕнмелле пулмĕ.

Çÿлерех асăннă çыру хаçатра "Чарăну павильонĕ кирлех" ятпа кун çути курнăччĕ. Сăмах унта Муркашран Çатракасси ялне пырса кĕнĕ çĕрте автобус кĕтекенсем валли павильон туса парасси пирки пыратчĕ. Мĕн тетĕр, халăх шухăш-кăмăлне шута илчĕç, павильон туса пачĕç. Çавăнпа та манăн ял çыннисем ячĕпе Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин "Чăваш Республикин автомобиль çул-йĕр управленийĕ" хысна учрежденийĕн директорне И.Н. Прусакова пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пур ертÿçĕ те халăх кăмăлне шута илсе çавăн пек ĕçлесе пырас пулсан, районта та, республикăра та пурнăç татах лайăхланса пырĕччĕ.

Район хаçатне те тавах. Унăн сумĕ те ÿссе пытăр, унпа туслисен йышĕ те ан сахаллантăр.

Игорь МАЙКОВ.

Кашмаш ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика