Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăру - патшалăх хÿтлĕхĕнче

01 октября 2016 г.

Паян пур çĕрте те аслă ăрăва чыслаççĕ, тĕрĕссипе вара вĕсене яланах тимлĕхре тытма тăрăшатпăр. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв умĕн эпĕ социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçине Валентина Аникинăна хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

- Валентина Алексеевна, сирĕн пай аслă ăрупа тÿрремĕнех ĕçлет. Вĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк шайра пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ;

- Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне уявласси йăлана кĕрсе пырать. Районта тата ял тăрăхĕсенче аслă ăрăва чысларăмăр та ĕнтĕ, ку вăл пĕр кунхи чыс-хисеп кăна мар. Аслă ăрăвăн кунне уйрăммăн уявласси вара Раççейре 1992 çултанпа пурнăçланса пырать.

Ватă çынсен пурнăç пахалăхне ÿстересси патшалăхăн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать. Çавна май социаллă пулăшăва тивĕçлисене патшалăх уйăхсерен укçа тÿлевĕсем, субсидисемпе пособисем уйăрса парать.

- Ветерансен йышĕ районта еплерех;

- Паянхи куна районта 10110 пенсионер пурăнать. Вăл шутран Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсем 25-ĕн, вăрçăра пуç хунă çар çыннин тăлăх мăшăрĕ 1, вăрçă участникĕсен тăлăх мăшăрĕсемпе тыл ĕçченĕсем 958, ĕç ветеранĕсем 5280 çын. Ĕçлемелли ÿсĕмрен иртнĕ çынсен 90 проценчĕ социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курать.

- Социаллă пулăшу мелĕсем пирки уйрăммăн мĕн калама пултаратăр;

- Социаллă пулăшу калăпăшĕ çултан-çул ÿссе пырать. Федераци шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме уйăхсерен компенсаци уйăрса параççĕ. Ăна 2316 çын илсе тăрать.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ çынсене çурт-йĕрте пурăннăшăн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме субсидисемпе тивĕçтерет. 2016 çулхи çак тапхăрта кăна 309 çемьене 1,7 миллион тенкĕ ытла субсиди уйăрса панă.

- Инвалидсене, вăрçă участникĕсемпе вăрçăра вилнисен тăлăх мăшăрĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес программа та ăнăçлă пурнăçланнине палăртмалла пулĕ.

- Социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă патшалăх асăннă категорисене пурăнмалли çурт-йĕр туянма укçан уйăрса парса пулăшать. Кăçалхи çак тапхăрта пĕр ветеран пурăнмалли çурт-йĕр туянма свидетельство тивĕçме пултарчĕ. Пĕтĕмĕшле вара 2009 - 2016 çулсен тапхăрĕнче 259 вăрçă ветеранĕпе 2 инвалид свидетельство илсе хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условине йĕркелеме пултарчĕ. Черетре татах та 2 ветеран тăрать, май пуррипе вĕсен ыйтăвне те татса пама тăрăшăпăр. Свидетельствăпа килĕшÿллĕн уйăракан тÿлев шайĕ 1137383 пин тенкĕпе танлашать.

- Маларахри çулсенче санаторисемпе курорт путевкисемпе усă куракан йышлăччĕ, ку йĕрке сыхланса юлнă-и-ха;

- Кăçалхи çак тапхăрта ватă çынсене медицина кăтартăвĕсене тĕпе хурса санаторипе курорта кайма 24 путевка уйăрса патăмăр. Ĕç ветеранĕсемпе пенсионерсем социаллă тата сывлăх сиплевĕн "Вега" центрне каяççĕ.

- Пирĕн хушăра сумлă ĕçпе ырă ята тивĕçнĕ ветеран йышлă. "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем пирки мĕн каланă пулăттăр;      

- "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем уйăхсерен 1082 тенкĕ укçан тÿлев илсе тăраççĕ. Çыхăну услугисемшĕн 50 процент кăна тÿлеççĕ. Çак пулăшу шайĕнче кăçалхи çак тапхăрта 3786 çынна 37 миллион тенкĕлĕх уйăхсерен тÿлев панă. Патшалăх аслă ăрăва пулăшу кÿни курăмлă пулнине палăртас килет. Çак тĕлĕшри программăсем малашне те ăнăçлă ĕçлĕç.

Район территорийĕнче социаллă услугăсемпе тивĕçтерекен ятарлă тăватă учреждени ĕçлет. Кусем вĕсем çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Муркашри центр, ватă çынсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи 50 вырăнлă интернат çурчĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕсен Каршлăхри 25 вырăнлă интернат çурчĕ тата Шомикри 150 вырăнлă1 психоневрологи интерначĕ. Çынсене социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен центр çумĕнче Мăн Сĕнтĕрте ватă çынсен вăхăтлăх пурăнмалли 20 вырăнлă уйрăмне йĕркеленĕ. Çавăн пекех пĕччен пурăнакан 78 ватă çынна социаллă ĕçченсем пăхса тăраççĕ. Эпир ватă çынсемшĕн тимлессине тĕп ĕçсенчен пĕри тесе йышăнатпăр. Çакна ку тĕлĕшри кашни ведомство тĕпе хурса ĕçлесе пырать.

Сумлă çулхи çынсем - пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем обществăлла ĕçсенче те питĕ активлă, вĕсен ырă канаш-сĕнĕвĕ те питĕ вырăнлă. Эпĕ самантпа усă курса хисеплĕ ветерансене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.  

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика