Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

01 октября 2016 г.

Муркаш тухтăрĕсем - Хисеп хăми çинче

Хирург врач, онколог Геннадий Огурцов, васкавлă медицина пулăшăвĕн врачĕ Надежда Артемьева, педиатр врач, ача-пăча неврологĕ Ирина Волкова, травматолог-ортопед врач Александр Григорьев "Медицина - мое призвание! Золотой фонд здравоохранения Чувашской Республики" Хисеп хăми çине кĕме тивĕçнĕ.

Хисеп хăмине савăнăçлă лару-тăрура сентябрĕн 28-мĕшĕнче республика клиника больницин территорийĕнче уçнă. Хисеп хăмине уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова хутшăннă.

 

Общество канашĕн ларăвĕ

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ çумĕнчи общество канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Çапла вара ку йышпа канаш хăйĕн полномочине вĕçленĕ.

Лару умĕн вара общество канашĕн председателĕ Валерий Вязов шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе - полици майорĕпе Владимир Степановпа паллаштарнă. Владимир Анатольевич регистрациленĕ преступленисен шучĕ иртнĕ çулхи шайран чакни, ултавпа çыхăннă преступленисем йышланни, полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсене комплектласа çитерни пирки каласа панă.

Канаш председателĕ В. Вязов виçĕ çулхи ĕçсем пирки отчет туса панă.

 

Чи маттуррисене палăртнă

"Муркаш районĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ" ята тивĕçессишĕн пынă район конкурсне муниципалитет служащийĕсем район администрацийĕнчен виççĕн, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчен çиччĕн хутшăннă. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пынипе конкурс комиссийĕн ларăвĕнче конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене палăртнă.

Чи нумай балл пухса, район администрацийĕн муниципалитет служащийĕсем хушшинче ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Любимов, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен муниципалитет служащийĕсем хушшинче Йÿçкасси ял тăрăх администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ Татьяна Петрова çĕнтернĕ.

Çапла вара Г. Любимовпа Т. Петрова "Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет служащийĕ" ята тивĕçессишĕн республика конкурсне хутшăнĕç.

 

Ĕçлесси официаллă пултăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи районăн пĕрлехи бюджет тупăшне ÿстерессин, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕнче ĕç хутшăнăвĕсене официаллă йĕркелемесĕр ĕçлекенсене тупса палăртасси пирки сăмах пынă.

Çак вăхăта район территорийĕнче ĕçлеме пултаракан 19911 çынран ĕçлеменнисем 4701 çын шутланать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа ĕç ушкăнĕ ял тăрăхĕсене тухса 17 тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕрĕслевсене вăтам тата пĕчĕк предпринимательствăн 197 субъектĕнче ирттернĕ. Ĕç хутшăнăвĕсене официаллă йĕркелеменни пирки информацие район прокуратурине тăратнă.

Çулталăк пуçланнăранпа официаллă ĕçлеменнисене 1415 çынна тупса палăртнă. Вăл шутран 980 çын çак вăхăта хăйсен ĕç хутшăнăвĕсене саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ ĕнтĕ.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика