01 октября 2016 г.
Районти кашни ял тăрăхĕ, ĕç коллективĕ аслă ăрăва халалланă мероприяти ирттерчĕ. Сентябрĕн 30-мĕшĕнче вара Муркашри Культура çуртĕнче питех пысăк йыш пухăнчĕ. Хăтлă залра ларакансем çине пăхатăн та хăпартланатăн, район ят-сумне çÿлтен çÿле çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнисем питех те чылаййăн. Паян та вĕсем обществăлла тĕрлĕ ĕçре активлă. Аслă ăрури çынсем пурнăçра мĕн кăна курман пулĕ: нушине, выçлăхне чăтса ирттернĕ, йывăрлăха пăхмасăр йышлă ăча-пăча ÿстернĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Паянхи хăтлă пурнăçшăн та ватă çынсене тав тума тивĕç эпир.
Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ.
- Хисеплĕ ветерансем, ĕç çулĕсенче эсир питех те нумай тăрăшнă. Паян мĕн пурри - йăлтах сирĕн аллăрпа, ăс-тăнăрпа пурнăçлани. Пирĕн вара çакна упрамалла, малалла аталантармалла, сирĕнтен вĕренмелли чылай. Пысăк тав сире, - терĕ Ростислав Николаевич ăшшăн саламланă май.
Ростислав Тимофеев район аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, промышлленоç та, ял хуçалăхĕ те аталанса пырать. Промышленноç тĕлĕшпе çĕнĕ объектсем хута кайнипе хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленес шанăç пур. Пусă çаврăнăшне кĕртсе пыракан уй-хир лаптăкĕ те пысăкланса пырать, тĕллевсем татах та пысăк.
Пенси тÿлессинчи çĕнĕлĕх-семпе ПФ районти уйрăмĕн ертÿçи Ирина Гришина паллаштарчĕ, уявпа саламларĕ. Çавăн пекех ăшă сăмахсемпе ветерансен районти канашĕн ертÿçи Ефросиния Куликова, пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Алексей Скворцов, АПК ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçи Валерий Вязов тухрĕç.
Уява чи сумлă çулхи çын, Москакассинчи Неонила Белова хутшăнчĕ. Сăн-пичĕ тарăн-тарăн йĕрпе пĕркеленнĕ хисеплĕ çыннăмăр çĕр çулта. Апла пулин те вăл ĕçрен уйрăлман-ха. Неонила Степановнăн сывлăхĕ малашне те çирĕп пултăрччĕ.
Сăн ÿкерчĕкре районти хисеплĕ çыннăмăрсене Зоя Макаровăна (Ярапайкасси ял тăрăхĕ), Анна Никифоровăна (Чуманкасси ял тăрăхĕ), Лидия Красновăна (Турай ял тăрăхĕ) куратăр. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ĕç ĕмĕрĕнче вара район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, тĕрлĕ ят-сума тивĕçнĕ. Вĕсем - çамрăк ăрушăн ырă вĕрентÿçĕсем. Ăшă сăмахсем çумне хутшăнса ветерансене эпир те саламлатпăр.
Р. Илларионова
сăн ÿкерчĕкĕ.