Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра чи маттуррисем

28 сентября 2016 г.

Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнче ĕçлекенсен уявне çак кун паллă тăвасси ăнсăртран мар. Раççейри пĕрремĕш ача сачĕ 1863 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Малтанхи çулсенче вăл обществăлла мелпе кăна иртнĕ пулсан, халĕ вăл официаллă йĕркепе пулса пырать. Шкулчченхи ÿсĕм ача аталанăвĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Воспитатель пĕчĕк кăна çынна пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшать, вăлах иккĕмĕш анне, психолог, шанчăклă тус-юлташ. Ахальтен мар ĕнтĕ ача урамри, çемьери хутшăнăва воспитателе пĕр пытармасăр уçса кăтартать.

Республикăра ача сачĕсем çĕклесси çине уйрăмах юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2011 - 2015 çулсенче кăна 45 объект хута янипе 22 219 хушма вырăн йĕркелеме май килнĕ. Çак анлă ĕç валли пĕтĕмпе 3,7 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă. Асăннă сферăри аталану унта вăй хуракансенчен чылай килет. Республикăри шкулчченхи вĕренÿ системинче пĕтĕмпе 14,5 пин çын ĕçлет.

   Асăннă сфера районта та ăнăçлă ĕçлесе пырать. Районта ĕнер çÿлерех асăннă уява халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи ĕçченсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламларĕ. Ростислав Николаевич каланă тăрăх, районта ача сачĕсене юсаса çĕнетес, хушма вырăнсем йĕркелес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Юлашки виçĕ çулта кăна 219 хушма вырăн йĕркеленĕ, малашнехи тĕллевсем те пĕчĕк мар. Учрежденисем те тĕрлĕ проектсене хутшăнаççĕ.

Савăнăçлă уява малалла тăснă май вăл Н. Порфирьева тата О. Петрова воспитательсене гранта тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех ĕçре пысăк ăсталăхпа, тăрăшулăхпа палăрнă ытти воспитательсене те чысларĕç. Уяв саламĕпе сцена çине вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова тухрĕ. Вăл каланă тăрăх, кĕçĕн ăру чи малтан воспитательсене тĕслĕхе илет, вĕсем пек пулма тăрăшать. Ку енĕпе вара районти ĕçченсене ÿпкев çук, кашниех хăй тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама, çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшать.

Воспитательсем "Пирĕн ачасенче - пирĕн телей" девизпа тимлеççĕ, педагогикăри çĕнĕ программăсемпе технологисене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çакна вĕсем тата ачасем тăтăшах тĕрлĕ конкурсра çĕнтерни те çирĕплетет. "Мечта", "Золушка", "Солнышко", "Путене" ача сачĕсенчи шăпăрлансем Раççей шайĕнчи конкурссенче те çĕнтернĕ. Ыттисем те ăсталăх кăтартма тăрăшаççĕ.

Иртсе пыракан çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнипе паллă. Асăннă сферăри ĕçченсем те хăйсен ăсталăхĕпе сăваплă. Паянхи коллектив çитĕнĕвĕнче вара пирĕн хисеплĕ ветерансен тÿпи питĕ пысăк. Вĕсем çирĕп никĕс хунипе, вăхăтра юрăхлă канаш-сĕнÿ панипе çитĕнÿсем те курăмлă. Уява вара юрă-ташă хăтлăх кĕртрĕ, воспитательсем ку енĕпе те ăста.  

   Сăн ÿкерчĕкри Надежда Порфирьева воспитатель (сулахайри) "Путене" ача садĕнче тимлет, ку тĕлĕшри ĕç стажĕ 23 çулпа танлашать. Унăн пысăк тăрăшулăхĕпе пултарулăхне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне икĕ хут тивĕçни те çирĕплетет.

Ольга Петрова воспитатель (сылтăмри) "Солнышко" ача садĕнче тăрăшать. Чунпа кăмăлланă профессире 16 çул çитрĕ ĕнтĕ. Ăста воспитатель Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне вара виççĕмĕш хут илме чыслă пулчĕ.  

Асăннă чыславсăр пуçне вĕсем тивĕçнĕ Хисеп грамотипе Тав çырăвĕ татах та йышлă. Ахальтен мар ĕнтĕ тăтăшах тĕрлĕ конкурспа ăмăртăва хутшăнаççĕ. Вĕсенчен те сумлăраххи - çĕр-çĕр ачапа ашшĕ-амăшĕн тав сăмахĕ. Кĕçĕн ăрупа ĕçлеме малашне те çирĕп сывлăх та ăнăçу пултăр.

Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика