28 сентября 2016 г.
Ку хутĕнче редакцие Çурлатри ялĕнче пурăнакан Василий Крючков пенсионер килчĕ. Иртнĕ çул ялти Воробьевсен урамĕнче асфальт çул сарса панăшăн район администрацине хаçат урлă пысăк тав сăмахĕ калать ветеран. Ялта пурăнакансем çак çула епле кĕтни пирки вăл хаваспах каласа пачĕ.
Анчах та Василий Кузьмичăн татах тепĕр ыйту та пур иккен. Ку ыйтăвах ялти ытти çынсене те интереслентерет пулас. Халĕ асфальт çула Воробьев урамĕ вĕçленнĕ çĕре çити - кĕпер патне çити сарнă. Кĕпер çинче те, ун урлă каçсан тепĕр енче те вара йĕркеллĕ çул çук-ха. Тепĕр енчи урам çулĕн вăрăмăшĕ те 100 метртан ытлах мар пулас. Анчах та унта йĕркеллĕ çул çукки пирки вара йĕпе-сапа вăхăтĕнче шкул ачисен те, ял çыннисен те пылчăк çăрма тивет. "Çавăнти çула та асфальт мар пулсан та, вак чул та пулин сарса йĕркене кĕртме май çук-ши;" - интересленет ватă çын.
Вулаканăн ыйтăвĕ çине хурав илес тесе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа тĕл пулма васкарăм.
Владимир Германович каласа панă тăрăх, район администрацийĕ çул-йĕр строительстви çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ федераци шайĕнчен е республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса парасса кăна кĕтсе лармасть, хăйĕн вăйĕпе тата вырăнти ял тăрăхĕсен бюджет укçи-тенкипе те çул-йĕр çуллен сахал мар тăвать, пуррисене юсаса йĕркене кĕртме тăрăшать.
Сăмах май, пирĕн районта пурте усă куракан автоçулсем 727 километр ытла. Районпа ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи çулсем 606 километр ытла. Вăл шутран çуррине яхăн - вак чул сарса хытарманнисем. Тĕрĕссипе пуринче те вĕсенче çулсем кирлĕ. Анчах та пур çĕрте çул харăс тума май çук. Район бюджечĕн пĕтĕм укçи-тенкине çавна валли кăна уйăрас пулсан та ыйтăва пĕр çулта татса пама май килеймĕ.
Кĕске справка. Çурлатри ялĕнче Воробьевсен урамĕнче 1 км ытларах çул тума чикĕллĕ яваплăхлă "Автодорсервис" общество 20 млн тенкĕлĕх ытла ĕç пурнăçланă. Вăл шутран 17,6 млн тенкĕ ытла республика, ыттине вырăнти бюджетран уйăрнă.
Асфальт çул сарма расхутлăраххине шута илсех ĕнтĕ республика пуçлăхĕн пуçарăвĕпе 2015 çултан тытăнса ялсенче вак чул сарса хытарнă çулсем тăвассипе ятарлă программа пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн районти 7 объектра 6,6 километр çул тума пăхнă. Вăл шутран иртнĕ çул Исетерккĕ ялĕнчи Емельянов урамĕнчи, кăçал Орининти Южная урамри çулсене вак чул сарса пĕтернĕ. Ситуккассинче те ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Юнкă, Турай, Çатракасси, Ярапайкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче те ĕçсем пыраççĕ.
Çитес çул кун пек çулсем тăвассин планне Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккă тата Юнкă ял тăрăхĕнчи Кăпас ялĕсен урамĕсене кĕртме палăртни пирки пĕлтерчĕ Владимир Германович.
Тÿрĕ ыйту çине тÿрĕ хурав илмелли телефон номерĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
Çавна та каласа хăварас пулать. Ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче çуллен вырăнти çулсене тытса тăма тата юсама укçа-тенкĕ уйăрса хăвараççĕ. Василий Кузьмич асăннă çула та çапла майпа йĕркене кĕртме май пур ĕнтĕ. Ку вара вырăнти ял тăрăхĕн полномочийĕ пулса тăрать.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.