Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçа кăлармăпăр

28 сентября 2016 г.

Çурла уйăхĕнче Муркаш районĕн тĕп библиотеки "Паллă вырăнсенчи çÿлçÿрев" проект пуçарса ячĕ. Проектпа килĕшÿллĕн библиотека ĕçченĕсем, "Молодая Гвардия", "Молодежный парламент" пĕрлешÿсен çамрăкĕсем, ытти представительсем кашни ял тăрăхĕнчи паллă вырăнсенче, палăксем патĕнче пулаççĕ. Çулçÿрев августăн 26-мĕшĕнче Ярославка тăрăхĕнчен пуçланчĕ. Ушкăн кашни ял тăрăхне çитет. Мероприяти ноябрĕн 30-мĕшĕччен тăсăлать, ун чухне хăнасене Юнкă ял тăрăхĕ кĕтсе илет.

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче патриотсем Оринин ял тăрăхне çитрĕç.   Мероприятие çавăн пекех Оринин шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, ял çыннисем пухăнчĕç. Мероприятие ял библиотекин заведующийĕ               Е. Захарова уçрĕ, ку тăрăхра вырнаçнă палăк историйĕпе паллаштарчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра Оринин ял тăрăхĕнчен тухнă салтаксем паттăррăн çапăçнине каласа хăварчĕ. Оринин шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕсем Мария Угольниковăпа Данила Скуратов Оринин тăрăхĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ Илья Григорьевич Мешаков çинчен каласа пачĕç. Ĕç ветеранĕ Людмила Алексеевна Соловьева И. Мешаковпа Оринин шкулĕнче пĕр вăхăтра вĕреннĕ. Хисеплĕ ватă çын çамрăксене Совет Союзĕн Геройĕпе çыхăннă аса илÿсемпе паллаштарчĕ.

Паттăрсем вăрçăра кăна мар, паянхи пурнăçра та пур. Уява пограничник - Оринин ял каччи   Николай Святославович Горшков килчĕ. Николай Горшков Раççей чиккинче службăра тăрать. Çар çынни çамрăксене хăй ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Пурнăçра тĕрĕс утăмсем тума сĕнчĕ.

Районти тĕп библиотекăн йĕркелÿпе методика секторĕн заведующийĕ Ирина Николаева "Паллă вырăнсенчи çÿлçÿрев" проект çинчен каласа кăтартрĕ. Орининта иртекен мероприятие хутшăннă пур çынна тав сăмахĕ каларĕ, "Централизациленĕ библиотека системи" муниципалитет бюджет культура учрежденийĕн ертÿçи ячĕпе Тав çырăвĕсемпе саламларĕ.

Мероприяти вĕçленсе пынă май палăк умне чечексем хучĕç. Çÿлерех асăннă проект кунран кун вăй илсе пырать. Пурне те кăмăл туса хутшăнма сĕнетпĕр.

Е. Захарова.

Оринин ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика