28 сентября 2016 г.
"Наци кросĕ - 2016" Пĕтĕм Раççей Чупу кунĕнче иртнĕ вырсарникун Муркаш стадионĕнче чăннипех те пысăк спорт уявĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çав кун кунта хамăрăн ентешĕн, СССР Тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕн, Олимп чемпионкин Валентина Егорован парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе республика ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăмăрту 6 çула çитменнисенчен тытăнса 60 çул урлă каçнисем таранах старта тухма йыхравларĕ.
Кăçал кĕрхи кунсем уяр кунпа савăнтарсах каймаççĕ. Апла пулин те кулленхи йĕпе сапа-хыççăн çав кун уяр çанталăк тăни кĕрхи уяв парниех пулчĕ темелле. Ирĕксĕрех уява хатĕрленсе ирттерессипе пулнă йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ аса килчĕ. "Сире шантарсах калама пултаратăп, çанталăк уяр, ăшă пулать", - терĕ ун чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев. Хăшĕ-пĕри ку сăмахсене ун чухне шÿт вырăнне те йышăнчĕ пулĕ. Анчах та Ростислав Николаевич сăмахĕсем тÿрре килчĕç. Пурте çав кун тулли кăмăлпа ăмăртма пултарчĕ. Унсăрăн çумăр айĕнче йĕпе курăк тăрăх пылчăк çăрса чупасси ача садне çÿрекенсемшĕн кăна мар, аслă çулхисемшĕн те илĕртÿллех килсе тухман пулĕччĕ.
Спорт уявне хутшăнакансене саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Муркаш районĕ яланах спортпа туслă пулнине палăртрĕ. Спортпа туслисен, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шучĕ ÿссех пырать. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче вĕсем район, республика, çĕршыв ятне çÿлерех çĕклеме тÿпе хываççĕ. "Эпĕ шанатăп, сирĕн хушăра та кун пек пулас паллă спортсменсем пурах", - терĕ вăл страта тухакансене ăнăçу суннă май.
Муркашсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе республика гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров саламларĕ. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕнчи "Единая Россия" фракци ертÿçи А. Давыдов чи массăллă та чи активлă команда валли çĕнĕ кубок хатĕрлени пирки пĕлтерчĕ, ăмăртура пурне те ăнăçу сунчĕ. Спорт уявĕпе муркашсене çавăн пекех ЧР физкультура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Давалов, пирĕн ентеш В. Трофимов спортсмен саламларĕç.
Чи малтанах вара VIP-чупу стартне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем тухрĕç. Арçынсем хушшинче "Свобода" хуçалăх ертÿçи Л. Петров финишра пĕрремĕш пулчĕ. Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ И. Захаров ун хыççăн çитрĕ. В. Михайлов предприниматель виççĕмĕш пулчĕ.
Хĕрарăмсем хушшинче чупăва Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ И. Гришина пĕрремĕш вĕçлерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннисем - Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Колесникова тата Муркаш пасарĕн ертÿçи Л. Павлова.
Кайран чи кĕçĕннисем - 2010 çулта тата хыççăн çуралнисем вăй виçрĕç. Арçын ачасем хушшинче пĕрин хыççăн тепри Н. Иванов, В. Николаев, А. Семенов, хĕр ачасенчен М. Смирнова, С. Рыжкова, Д. Маркова финиша çитрĕç.
2006 - 2009 çулсенче çуралнă шкул ачисем хушшинче кĕрешÿ уйрăмах çивĕч пулчĕ. Арçын ачасем хушшинче малти вырăнсене А. Кириллов (Мăн Сĕнтĕр), М. Лобастов (Москакасси), Е. Смирнов (Шатракасси), хĕр ачасем хушшинче С. Дмитриева (Мăн Сĕнтĕр), В. Дмитриева (Москакасси), И. Смирнова (Муркаш) йышăнма пултарчĕç.
1 километрлă дистанцире 2004 - 2005 çулсенче çуралнисем хушшинче арçын ачасенчен В. Матвеев (Çатракасси), В. Петров (Калайкасси), П. Ежуков (Мăн Сĕнтĕр), хĕр ачасенчен К. Васильева (Турай), Е. Кириллова (Мари Республикинчи Горномарийски районĕ), А. Колбасова (Муркаш) лайăх результатсем кăтартрĕç.
2002 - 2003 çулсече çуралнă яшсенчен А. Орлов (Турай), А. Кузнецов (Мăн Сĕнтĕр), Р. Алексеев (Кашмаш), хĕрсенчен Е. Старцева (Муркаш), Т. Кокушкина (Горномарийски), А. Скворцова (Çатракасси) ăмăртăва аван хатĕрленни палăрчĕ.
Чи маттуррисене 2000 - 2001 çулсенче çуралнисем хушшинче те палăртма май килчĕ. Çăмăл атлетсенчен яшсем хушшинче Р. Ефремов (Горномарийски), В. Кудряшов (Калайкасси), А. Улеев (Калайкасси), хĕрсем хушшинче Н. Кольцова (Çатракасси), А. Смирнова (Калайкасси), Н. Пушкина (Калайкасси) малти вырăнсене йышăнчĕç.
Ăмăрту итогĕсемпе малти вырăнсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Кашмаш, Шетмĕпуç, Сосновка шкулĕсем, вăтам шкулсем хушшинче Çатракасси, Калайкасси, Муркаш шкулĕсем йышăнчĕç.
1999 çулта çуралнă тата аслăрах ÿсĕмри арçынсем хушшинче "Юнга" ФК представителĕсем Артем Баранов, Антон Баранов тата А. Кудряшов, хĕрарăмсем хушшинче Ярославка ял тăрăхĕнчи А. Милютина тата Л. Степанова, В. Савельева (Муркаш пасарĕ) палăрчĕç.
Командăсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе 1-мĕшĕ - "Юнга" ФК, 2-мĕшĕ - Ярославка ял тăрăхĕ, 3-мĕшĕ - Муркаш пасарĕ.
60 çул урлă каçнă арçынсем хушшинче И. Лобанов (Горномарийски), М. Романов тата И. Клементьев малти вырăнсене йышăнчĕç. 55 çул урлă каçнă хĕрарăмсем хушшинче вара А. Смирнова, К. Майорова, Д. Пугачева (сăн ÿкерчĕкре) маттур пулчĕç.
Çапла вара куçса çÿрекен кубоксен хуçисем - Кашмаш тата Çатракасси шкулĕсемпе "Юнга" ФК. "Единая Россия" фракци кубокне районти тĕп больница коллективĕ тивĕçрĕ. Спортсменсемпе командăсене парнесемпе, дипломсемпе чысланă çĕре республика паллă спортсменĕсем А. Иванова тата А. Романов та хутшăнчĕç.
Спорт уявĕ пурне те çав кун çĕнĕ вăй-хал, хавас кăмăл-туйăм парнелерĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.