Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ сарай ĕнесене йышăнчĕ

28 сентября 2016 г.

Экономика кризисĕсем яланлăха мар. Паян ют çĕршывсем Раççей Федерацийĕ тĕлĕшпе тĕрлĕрен санкцисем тăратнă вăхăтра пирĕн хамăр производство тата ĕç тухăçлăхĕ пирки ытларах шухăшлама тивет. Çакна пирĕн хресчен ăнланать. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем юлашки вăхăтра продукци туса илесси çине тимлĕрех пăхма пуçларĕç. Çак çулпа пырса вĕсем выльăх фермисенче строительство ĕçĕсене те вырăнта тăратмаççĕ. Халĕ калани Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативне те пырса тивет.

Кăçал обществăлла выльăх-чĕрлĕхе çарана кăларсанах Ильич яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсем Уйкас Янасалти мăйракаллă шултра выльăх ферминче сумалли ĕнесемпе пăрусем валли çĕнĕ сарай тăвас ĕçе кÿлĕнчĕç. Çиччĕ виçсе шутласа пуçăннă ĕç çу кунĕсенче пĕр вырăнта тăмарĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕ хăйĕн ĕç вăйĕсемпе тата экономика хăвачĕпе тĕллевлĕ усă курса çу каçа кивелнĕ сарая тĕпрен реконструкцилесе выльăхсем йышăнма хатĕрлесе çитерчĕ.

Иртнĕ вырсарникун, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Ильич яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсем пĕрре пуçăннă ĕçе вĕçлесе савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ сарайне выльăхсене кĕртрĕç. Кунашкалли районшăн та пĕчĕк пулăм пулманран хамăр вулакансене те алă усманнисем йывăрлăхсене çĕнсе аталанни пирки каласа парас терĕмĕр.

Çĕнĕ сарая ĕçе янă май ирттернĕ савăнăçлă митинга хуçалăх ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем йышлăн пухăнчĕç. Уйкас Янасал тăрăхĕшĕн шутланакан пысăк уява Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Игорь Николаев уçрĕ.

- Пирĕн кооперативри кирек хăш ĕç тытăмĕнче те малашлăх ĕмĕтпе вăй хуракансем тимлеççĕ. Ку пирĕнте ырă шанăç çуратать. Çапла вара эпир паян пĕрле пулса малаллах пăхатпăр, пĕр çыхăра пулса ыранхи куна пăхса ĕçлетпĕр. Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлассипе тăрăшатпăр. Çакă производство хăвачĕсене те ÿстерме пулăшать. Аталанăва тивĕçлĕ шайра упраса хăварасси пирĕн яланах малти вырăнта пуласса шанăтăп, - терĕ хуçалăх ĕçченĕсем çинчен куç илмесĕр Игорь Васильевич.

Фермăсене хĕле хатĕрлес тапхăр пынă вăхăтра аталану шухăшĕ тĕп вырăнта пулнине ырламалла кăна. Палăртса хăвармалла, кăçал хуçалăх ĕçченĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме хевте çитернĕ. Çакна хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экономика тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев та лайăх палăртса хăварчĕ:

- Район ял хуçалăх ĕçĕпе специализациленнĕрен выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ хамăр тăрăхра пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Çакна ăнланакан хуçалăхсем яваплăха туйса ĕçлесе пыма тăрăшаççĕ. Çĕршыв программисемпе туллин тата вырăнлă усă курасси - пирĕн умри паянхи тĕп тĕллев.

Хресчен ĕçĕн тĕллевĕ - çĕр-аннемĕре хуçасăр тата пушă вырттарас марри. Тĕллевлĕ ĕçлесен ял хуçалăхĕнче те тупăш çулĕпе утма пулать. Кунта каллех Ильич яч. хис. хуçалăхри лару-тăрăва тĕслĕхе илер-ха. Уйкас Янасалсемпе Купăрлясем кăçалхи 8 уйăхра сĕтрен укçа илессине иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 28 процент ÿстернĕ. Кооператив ертÿçин сăмахĕнчен çак ÿсĕм хуçалăхшăн чикĕ мар.

- Сумалли 84 ĕне тата 40 пуç ытларах пăру тăратмалли сарай ĕнесен кĕтĕвне хушмалли çула та уçать. Паян пирĕн хуçалăхра 630 пуç мăйракаллă шултра выльăхран 220 пуç сумалли ĕне. Çĕнĕ сарай хута янă май паян çак ĕçре те малашлăх çулĕ уçăлать. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме кăçал выльăх апатне те ытлă-çитлĕ янтăлама хевте çитертĕмĕр. Фермăра ĕçлекенсемпе те татса паман ыйтусемех çук. Сарайсем хĕле хатĕррине шутласан эпир паян тесен паян выльăхсене хĕллехи рацион çине тăратма пултаратпăр, - шантаруллăн калаçрĕ И. Николаев.

Сарая çу каçа тĕпрен юсаса реконструкциленĕ. Çакна пурнăçлама хуçалăх 4,5 миллион тенкĕ хăйĕн укçине тăкакланă пулсан, сĕт сумалли оборудовани туянма кăна 1,2 миллион тенкĕ кайнă. Çак укçа-тенкĕ сĕт пахалăхне çаврăнса хуçалăх кассине таврăнасса шанаççĕ паян кооперативра. Çакă суя шанăç пулмасса эпир те ĕненетпĕр.

Çĕнĕлĕхсемпе çывăх тăрса вăй хурса ĕçлекен тупăшпа савăнтарать. Тухăç пысăкрах пулсан, хуçалăх та тĕрекрех, район та пуянрах. Çакна шута илсе, ял хуçалăхĕнчи кашни ĕç хыçĕнчех малашлăхпа ĕçлекенсем тăраççĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăрах çĕнĕлĕхе çул панăшăн хуçалăх ертÿçине тата шанăçа тÿрре кĕртнĕшĕн хуçалăхри строительсене Ильич яч. хис. хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Дина Тимофеева, Уйкас Янасалти сĕт фермин заведующийĕ Валентина Аврамова тав сăмахĕсем каларĕç.

- Пĕрле пулсан çеç пирĕн хуçалăх аталану хумĕ çинче тытăнса юласса шанатпăр, унăн малашлăхне куратпăр, - терĕç вĕсем пĕрлехи шанăçа тÿрре кăларма пулса.

Çак сăмахсемпе ферма ĕçченĕсем те пĕр çын пек килĕшрĕç пулĕ тесе шухăшлатăп эпĕ. Шухăш-ĕмĕт пĕр тĕллевлĕ пулсан çеç умри йывăрлăхсем хăрушă мар. Ĕмĕтленни те çăмăлраххăн пурнăçа кĕрет.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика