Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаран ĕçе хăнăхтармалла

28 сентября 2016 г.

Раççей вĕренÿ тата наука министрĕ Ольга Васильева шкул участокĕсенче ĕçлессине тата шкул пÿлĕмĕсене тасатса тирпейлессине вĕренÿ системине тавăрма кирли пирки каланă. Çапла вара "потребительсем" пăхса ÿстерессинчен хăтăлас пулать.

"Ял бригадисене те пирĕн каялла тавăрас пулать. Унччен вĕсем ялти шкулсенче пулнă. Ачасем шкул участокĕсенче те ĕçлеме тивĕç. Вĕренекенсем шкул пÿлĕмĕсене тасатса тирпейлени те вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн нихăш енчен те хăрушă мар. Чи малтанах пирĕн пĕчĕк çын хăй 11 çул хушши пурăнакан вырăншăн яваплăха туяссин туйăмне тавăрас пулать", - тенĕ иртнĕ тунтикун Ольга Васильева РФ Федераци Канашĕн наука, вĕренÿ тата культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче.

Министр палăртнă тăрăх, вĕренекенĕн "пĕчĕк потребитель мар, пултаруçă, çак шкулта пирĕнпе - учительсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле малашлăха пăхса ĕçлекен пулмалла".

Кунсăр пуçне Ольга Васильева çавăн пирки те каланă. Шкулпа ашшĕ-амăшĕ хушшинчи регламента туса хурас пулать. Унăн шухăшĕпе хальхи вăхăтра учительсемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăнусене пачах кутăнла йĕркеленĕ.

"Новости" РИА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика