Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур пенсионер та тивĕçет

26 сентября 2016 г.

 

Чăваш Енре пĕр хут паракан 5 пин тенкĕ укçа тÿлевне 366 пин ытла пенсионер тивĕçет. Çавна валли 1,8 млрд ытла тенкĕ уйăраççĕ.

Пĕр хут паракан 5 пин тенкĕ компенсаци тÿлевне пенсионерсене 2017 çулхи январь уйăхĕн пенсийĕпе пĕрле параççĕ. Çавна валли Пенси фондне пыма е заявлени çырма кирлĕ мар.

Пĕр хут паракан тÿлевпе Пенси фончĕ урлă пенси илсе тăракансене (вĕçĕм Раççей территорийĕнче пурăнакан Раççей гражданĕсене) пурне те тивĕçтереççĕ. Çапла вара укçа тÿлевне страхланă пенси илсе тăракансене те, çавăн пекех патшалăх пенсине илсе тăракансене те, вĕсем çак вăхăта ĕçленине е ĕçлеменнине пăхмасăр, пурне те параççĕ.

Пĕр хут паракан тÿлев бюджет майĕсем çителĕксĕррине шута илсе пенсионерсене таварсен хакĕсем ÿснине саплаштарма пулăшĕ. Статистика органĕсен даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн 2015 çулта инфляци 12,9 процент шайĕнче пулнă. Страхланă тата социаллă пенсисене 4 процент индексациленĕ. Шайлаштару шучĕпе пенсионерсене 5-шер пин тенкĕ пĕр хут компенсаци пама йышăннă - августран декабрь уйăхне çити тапхăршăн кашни уйăхшăн 1-шер пин тенкĕ.

Пĕр хут паракан тÿлевпе тивĕçтересси пирки Раççей Правительстви йышăну тунă. Хальхи вăхăтра Правительство ку тĕлĕшпе федерацин ятарлă саккунне хатĕрлет. Ăна кĕркунне РФ Федераци Пухăвне тăратĕç.

Раççей Правительстви çитес çулхи январь уйăхĕнче пенсионерсене 5-шер пин тенкĕ тÿлесси пирки йышăну тунине Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей СУДЛЕНКОВ çапла хакланă:

- Эпир ку ыйтăва тĕплĕн тишкертĕмĕр тата укçа-тенкĕне шутласа пăхрăмăр. Çапла пулса тухать: енчен те кăçалхи иккĕмĕш çур çулта индексаци ирттернĕ пулсан, Чăваш Енре пенсионерсене компенсаци памалли пĕтĕмĕшле сумма 1,3 млрд тенкĕпе танлашĕччĕ. Халĕ 5-шер пин тенкĕ тÿлеме вара 1,8 млрд тенкĕ каять. Апла пулсан çакă вăл мĕнпур пенсионерсемшĕн пысăк тĕкĕ пулса тăрать.

РФ Пенси фончĕн районти пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика