Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăну тумалла

26 сентября 2016 г.

 

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан çынсен, енчен те вĕсем 2017 çулта хăйсем социаллă услугăсемпе усă курассин майне пĕтĕмпех е хăш-пĕр услугăсем тĕлĕшпе улăштарас теççĕ пулсан (сăмах услугăсемпе усă курасси е вĕсем вырăнне укçа тÿлевĕ илсе тăрасси пирки пырать), 2016 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр Пенси фондне заявлени çырса парас пулать.

Заявленисене Пенси фондĕнче те, çавăн пекех нумай функциллĕ центрсенче те йышăнаççĕ.

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансенчен ытларахăшĕ заявлени çырса пама шухăшламасть. Мĕншĕн тесен услугăпа усă курассин йĕркине улăштарма сăлтав курмасть. Услугăсемпе усă куракансем те, вĕсем вырăнне укçа тÿлевĕ илсе тăракансем те пур. Ытларах чухне заявление 2015 çул вĕçĕнче тата 2016 çулта инвалида тухнисем параççĕ. Акă Муркаш районĕнче соцпакектшăн пĕтĕмпех е унăн уйрăм пайĕшĕн укçа тÿлевĕ илесе тăрасси пирки 70 заявлени йышăннă.

Социаллă услугăсен пуххи (соцпакет) виçĕ пайран тăрать: эмел пайĕнчен, санаторипе курорт пайĕнчен тата транспорт пайĕнчен. Соцпаектпа пĕтĕмпех те, унăн уйрăм пайĕпе те усă курма май пур.

Соцпакетăн пĕтĕмĕшле виçи çак вăхăта уйăхне 995 тенкĕ те 23 пуспа танлашать. Вăл шутран эмел пайĕ (тухтăр рецепчĕпе эмелсем тÿлевсĕр илесси) - 766 тенкĕ те 55 пус, санаторипе курорт пайĕ (тухтăр сĕннипе санаторие кайма тÿлевсĕр путевка илесси) - 118 тенкĕ те 59 пус, транспорт пайĕ (хула тулашĕнчи пуйăспа тÿлевсĕр çÿресси тата санаторие çул укçи тÿлемесĕр кайса килесси) - 110 тенкĕ те 9 пус.

Муркаш районĕнче хальхи вăхăтра федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансем 2958 çын. Вĕсенчен ытларахăшĕ (2303 çын) - инвалид. Федерци çăмăллăхĕсемпе усă куракансем шутне çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, çар операцийĕсене хутшăннисем, вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем, радиаци катастрофисене пĕтерме хутшăннисем тата граждансен ытти хăш-пĕр категорийĕсем кĕреççĕ.

Пенси фончĕн районти пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика