26 сентября 2016 г.
Вулакансем астăваççĕ пулĕ, «Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав» рубрика материалĕсенче районти ялсенчи шыв ыйтăвне пĕрре кăна мар хускатнăччĕ. Ытларах чухне çынсене çуллахи шăрăх кунсенче шыв çитменни палăрчĕ. Çакă чи малтанах хăшĕсем шывпа пахчари çимĕçе шăварма ытларах усă курнипе çыхăнни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Халĕ урамра çумăрлă кунсем пулнă май ку ыйтăва хускатакансем тупăнсах каймаççĕ пулĕ.
Ку хутĕнче редакцие Турай ял тăрăхĕнче пурăнакан Илья Христофоров килчĕ. Ăна та шыв ыйтăвех илсе çитернĕ иккен редакцие. Анчах та Илья Никандрович шывпа йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăрасси пирки мар, шыва уçлама каякан электроэнерги расхучĕсене саплаштарасси пирки сăмах пуçарчĕ.
Ĕçĕ акă мĕнре. Малтанхи вăхăтра шыв уçламалли башньăсене вырăнти Суворов яч. хис. хуçалăх тытса тăнă. Шывпа тивĕçтерме каякан расхутсене ял çыннисем пĕрлешÿллĕ хуçалăха тÿлесе саплаштарнă. Кăçалтан тытăнса башньăсене вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ тытса тăмасть. Апла пулин те шывсăр пурăнма май çук. Çавăнпа та Турай ял тăрăхĕн администрацийĕпе калаçса татăлса ялсенче яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Вĕсем ял çыннисенчен уйăхсерен укçа пуçтараççĕ. Çав укçапа шыв уçламалли башньăна пăхса тăракана тытса тăраççĕ тата расхутланă электроэнергишĕн тÿлеççĕ.
Кĕçĕн Чураш ялĕ патĕнчи башньăран шыв ку ялсăр пуçне Тушкасси ялĕнчи пĕр урама, Анаткассинчи тепĕр урама, Суворов яч. хис. хуçалăх правленийĕпе машинăпа трактор паркне, Муркаш райповĕн магазинне тата кунсăр пуçне Анаткассинчи шкул-ача садне пырса тăрать. Шыв парса тăма электроэнергипе усă курнăшăн расхутсене саплаштарма укçа пухма Тушкасси ялĕпе Илья Христофорова çирĕплетнĕ. Хуçалăхри пĕр çын пуçне 50 тенкĕ, пĕр ĕнешĕн татах тепĕр 50 тенкĕ пухаççĕ. Çыннăн хуçалăхĕнчи качаки-сурăхĕн шутне кура та укçа тÿлевĕсене палăртса тухнă. Пĕтĕмĕшле сахалах та мар пухăнать.
Тĕрĕсех, нимĕн те тăваймăн. Шывпа тивĕçтересси тÿлевсĕр пулма пултараймасть. Электроэнерги расхучĕсене те тÿлесе татмалла, шыв башнине пăхса тăракан яваплă çынна тÿлемесĕр те май çук. Анчах ыйтăвĕ урăххинче. Илья Никандрович каласа панă тăрăх, ял çыннисенчен ытларахăшĕ те, Суворв яч. хис. хуçалăх та, Муркаш райповĕ те шывпа усă курнин расхучĕсене саплаштарма йĕркеллĕ тÿлесе тăраççĕ. Анаткассинчи шкул-ача сачĕсĕр пуçне. Çак вăхăта çитсе шкул-ача сачĕ шыв расхучĕсене саплаштарма хиличчен те пĕр пус та тÿлемен иккен. Юрать-ха тейĕпĕр, малтанхи вăхăтра башньăсене ял хуçалăх предприятийĕ тытса тăнă, электроэнергишĕн те вăл саплаштарса пынă ун чухне. Халĕ вара шкул-ача садне шывпа тивĕçтернĕшĕн расхутсене саплаштарасси ял çыннисен ĕнси çине тиенет вĕт-ха; «Нивушлĕ йĕрке тума май çук; Пухнă укçа электроэнергишĕн тÿлеме те çитсе пыраймасть вĕт-ха; Насус юрăхсăра тухас пулсан мĕн курма тивет;» - пăшăрханать Илья Хистофоров, редакцирен тĕрĕслĕх тупма пулăшма ыйтать.
Ыйту çине хурав илес тĕллевпе район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе Зоя Дипломатовăпа тĕл пулма тиврĕ. Зоя Юрьевна тĕрĕсех палартрĕ. Хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ тÿлесси, уйрăмăнах бюджет укçи-тенкине расхутласси пĕтĕмпех саккунлăх шайĕнче пулмалла. Унсăрăн çак вăл саккуна пăсни пулать. Уншăн вара пуçран шăлмаççĕ. Укçапа çыхăннă хутшăнусене пĕтĕмпех саккунпа пăхнă пек килĕшÿ мелĕпе йĕркелемелле. Çак вăхăта илес пулсан вара шыв уçламалли башня хуçасăр шутланать. Çавна май ăна пăхса-тытса тăма, çынсене шывпа тивĕçтерме никам та лицензи илнĕ ятарлă нимĕнле организаципе те нимĕнле килĕшÿ туман. Райпопа ял хуçалăх предприятине илес пулсан, вĕсем бюджет организацийĕсем мар, шывпа тивĕçтерме каякан электроэнерги расхучĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрассин ыйтăвĕ те вĕсемшĕн кăткăсах шутланмасть.
Тĕрĕсех, шывпа тивĕçтерсе тăрасси хальхи вăхăтра расхутсемсĕр пулмасть. Ку шкул-ача садне вара такамсен мар, кунти ялта пурăнакан çынсен ачисемех çÿреççĕ вĕт-ха; Апла пулсан нормативсене шута илсе расхутсене ачасен ашшĕ-амăшĕ шучĕпе те саплаштарма май пур. Тÿрех каласа хăвармалла, ку вăл хушу мар. Вырăнти майсене шута илсе, ял çыннисемпе калаçса татăлса, ыйтăва çынсемшĕн меллĕрех татса пама пултарсан тĕрĕсрех пулассăн туйăнать.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.