26 сентября 2016 г.
Малашлăха пăхса ĕçлемелли, мал курăмлă пулмалли пирки калаçнине юлашки вăхăтра чылай илтме пулать. Пурнăç çапла пулма вĕрентет. Çакă тĕрĕсех, нимĕн те калаймăн. Анчах та калаçни калаçнипе те, çав вăхăтрах умрине курма пултарайманни питĕ тĕлĕнтерет.
Акă ял хуçалăх предприятийĕсенех илер. Хальхи вăхăтра патшалăх заданийĕ текен япала çук. Ял хуçалăх культурисене кирек хăшне те акса-лартса ÿстерме пултаратăн. Мĕн чухлĕ акатăн е лартатăн - хăвăн ирĕк. Çĕрĕ çителĕклĕ. Пухса кĕртесси пирки кăна манма кирлĕ мар. Тата мĕн туса илнине кайран пухса кĕртсе ăçта вырнаçтарасси пирки те шухăшламасăр май çук. Тĕп тĕллев - тупăш илесси. Кирек епле производство та тупăш памалла. Продукцие сутса укçа тăвасси расхутсенчен пысăкрах пулмалла. Тепĕр майлă ăна рентабельлĕх тетпĕр. Рентабельлĕх мĕн чухлĕ пысăкрах, апла пулсан тупăш та нумайрах пулать. Апла пулсан çынсене ĕç укçи те ытларах тÿлеме май пур, производствăна аталантарасси пирки те шухăшлама пултаратпăр.
Рентабельлĕхе епле майпа ÿстерме пулать-ха вара; Чи пĕрремĕш задача - расхутсене чакарасси. Иккĕмĕш задача - продукцие хаклăрахпа вырнаçтарасси.
Халĕ садсем пирки сăмах пуçарар. Маларахри çулсенче садсем кашни ял хуçалăх предприятийĕн территорийĕнчех пулнă. Хăшĕсенче вара пĕрре кăна та мар. Çуллен сахал мар улма-çырла туса илетчĕç вĕсенче. Паллă ĕнтĕ, çакă хуçалăхсемшĕн тупăшсăрах пулман. Мĕншĕн тесен çуллен пысăк расхутсем тумалла мар. Çимĕçе вырнаçтарма кăна майсем тупмалла.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен ытларахăшĕ саланса кайнă май садсем çине те тимлĕх уйăракан пулмарĕ. Юхăнса саланса пĕтрĕç вĕсем. Сыхланса юлнă хуçалăхсенче те паян садсем пирки шухăшлакан çукрах. Çапла вара çуллен çуркунне çеçке çурса ешерекен, кĕркунне сиплĕ çимĕç парнелекен садсем никама та кирлĕ мар пулса юлчĕç. Çитменнине Муркашри садпа пахча çимĕç комбиначĕ те ĕçлеме пăрахрĕ. Кунта туса кăларакан продукцие республика тĕп хулинче те епле пысăка хурса хакланине чылайăшĕ халĕ те астăвать пулĕ-ха. Шел. Çав вăхăтрах кÿршĕ районсенче кун пек предприятисем паян кун та чиперех ĕçлеççĕ.
Пан улми кăçал уйрăмах ăнса пулчĕ. Килти хуçалăхсенче те, хуçалăхсен унчченхи сачĕсенче те. Кам мĕнле пĕлнĕ пек хуçаланать паян ку садсенче. Пан улмие хăйсем валли татакансем те, сутма татакансем те пайтах. Тĕрĕсех, хуçа таврашĕ çук, çимĕçе вара киле килсе туянакансем те пур. Ма татас мар; Хакĕ те йÿнех мар темелле - пĕр килограмшăн 10 тенкĕ е ытларах та сĕнеççĕ.
Çав вăхăтрах çĕр улмине те паян килограмне 10 тенкĕрен ытларахпа вырнаçтарма йывăртарах. Расхучĕсем вара; Çĕрне сухаламалла, хатĕрлемелле, вăрлăхне янтăламалла, удобренисĕр май çук, çу каçа тĕрлĕрен имçамĕсем кирлĕ, техникисĕр те май çук, çунтармалли-сĕрмелли материалĕсен хакĕсем ÿссех пыраççĕ, çĕр улмине кăларса пухма çынсемсĕр май çук, пурне те ĕç укçи тÿлес пулать т. ыт. те. Расхутсем сахалах мар пухăнаççĕ. Рентабельлĕх пысăк пуласса шанма йывăртарах.
Çĕр улми туса илессипе танлаштарсан, пан улми туса илесси вуншар хут йÿнĕрех кайса ларасси куçкĕрет. Çук, эпĕ çĕр улми е ытти культура туса илмелле мар тесе каламастăп. Çĕр улми вырăнне пан улми çисе пурăнаймăпăр. Йĕркеллĕ сад лартса ÿстерме те пĕр çул кăна мар кирлĕ. Расхутсемсĕр ниçта та май çук. Çапах та мĕн пуррине сыхласа хăварма тăрăшасчĕ. Вуншар çул тăрăшса пăхса ÿстернĕ садсем çавăн пек юхăнса пынине курсан, такамăн та чун ыратмалла.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ку садсене тытса тăма «алă çитмест» пулсан, вĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе вырăнти ял тăрăх администрацийĕн пуçарулăх кăтартмалла мар-и; Юхăнса пыракан садсене уйрăм çынсене, фермерсене арендăна парасси пирки шухăшласа пăхмалла мар-и; Сад ĕçне кÿлĕнес текенсем тупăнаççех пулĕ. Кун пек тусан, аренда тÿлевĕ те пулин пухăнĕччĕ ял тăрăхĕсен бюджетне. Чи пĕлтерĕшли вара - садсенче хуçа пулĕччĕ. Апла пулсан паянхи пек йĕркесĕрлĕх те хуçаланмĕччĕ. Çĕршер пин тенкĕлĕх продукци те никама кирлĕ маррипе сая каймĕччĕ.
Тĕрĕсех каланă ватă çынсем. Пухма - çулталăк, салатма - çур талăк. Çапла, мĕн пуррине салатма ăс кирлĕ мар. Йĕркеллĕ сад лартса ÿстерес тесен вара вунă çул та çитес çук. Çакăн пирки хальтерех шухăшласа пăхасчĕ. Кайран вара кая юлăпăр.
В. ШАПОШНИКОВ.