Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсем футболла выляссипе те маттур

16 июля 2016 г.

 

Муркаш районĕн "Волжские ястребы" футбол команди 2003 - 2004 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче Атăлçи федераци округĕнче Пĕтĕм Раççейри "Кожаный мяч" ăмăртура 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Ăмăрту 2016 çулхи июлĕн 6 - 12-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕнчи Сенгилей хулинче иртнĕ. Чăваш Республикин чысне ăмăртура Муркаш районĕн "Волжские ястребы" команди хÿтĕленĕ. Муркаш районĕн çамрăк футболисчĕсем сумлă 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.

Кун пекки Муркаш районĕн спорт аталанăвĕн историйĕнче пулманччĕ-ха. Çитменнине футбол хăй те районта пĕр çулталăк каялла кăна "çуралнă". Кĕске вăхăт хушшинче çакăн пек çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума вара чи вăйлисем кăна пултараççĕ.

Район футболисчĕсем пĕрремĕш çĕнтерĕве кăçал майăн 25-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи "Труд" стадионта тунă. Унта ун чухне республика шайĕнчи ăмăртăвăн çурма финал тата финал ăмăртăвĕсем иртнĕ. Муркашсем республикăри 26 команда хушшинче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, çапла вара шăпах вĕсем Атăлçи федераци округĕнче Пĕтĕм Раççейри "Кожаный мяч" ăмăртура Чăваш Республикин чысне хÿтĕлеме тивĕçнĕ.

Атăлçи федераци округĕнчи Пĕтĕм Раççей ăмăртăвне Мари, Мордва, Тутар, Удмурт Республикисенчи, Киров, Чул хула, Пенза, Самара, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчи тата Чăваш Республикинчи чи вăйлă командăсем хутшăннă. Муркашсен "Волжские ястребы" команди Ульяновск облаçĕн командинчен 3:2 шутпа, Мари Республикин командинчен 9:0 шутпа, Самара облаçĕн командинчен 2:0 шутпа, Саратов облаçĕн командинчен 3:1 шутпа выляса илме пултарнă. Финал ăмăртăвĕнче кăна Мордва Республикин командине выляса ярса 2-мĕш вырăн йышăннă.

Ку ăмăртура пирĕн уйрăм футболистсем те палăрнă. Никита Пигачев "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята тивĕçме пултарнă.

"Футболистсен кăмăл-туйăм аван. Яшсене футболпа туслă пулнăшăн тав сăмахĕ калатăп", - тет район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи Михаил Николаев.

Л. ПАВЛОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика