16 июля 2016 г.
Июлĕн 12-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Чи малтанах асăннă министерствăн Чăваш Республикинчи уголовлă шырав управленийĕн ертÿçи Павел Чесанов республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вăл преступленисене уçас енĕпе тĕрлĕ службăн ĕç-хĕлĕнчи çивĕч ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрчĕ. Вăл каланă тăрăх, республикăри пĕтĕмĕшле оперативлă лару-тăрăва лăпкă теме çук-ха. Наркотиксене саккунсăр çаврăнăша кĕртни тата ытти самант йĕркене сыхлас, пăхăнас ĕçе вăйлатма хистет.
- Çакă уйрăмах пысăк технологи сферинче сисĕнет. Интернет сечĕ урлă суту-илÿ тăвакансем ултавçăсене шаннипе тăкаксем тÿсеççĕ. Банк карттин пин-кодне граждансем вăрттăнлăхра тытма пĕлменнипе сахал мар укçа-тенкĕ çухатаççĕ. Телефон урлă пулăшу суйса ыйтакансен ÿкĕтлевне те çăмăллăнах парăнаççĕ. Ултавçăсенчен сыхланмалла. Пулнă фактсене тишкернĕ май граждансем çакăн пек асăрхаттарусене илтнĕ, çапах та ÿкĕте кĕнĕ, - терĕ Павел Валерьевич ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине асăрхаттарса.
Районти лару-тăру çинче Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Мясников чарăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, преступленисен пĕтĕмĕшле йышĕ чакнă пулин те, коллективăн ĕçе татах та ытларах çивĕчлетмелли сисĕнет. Кăçалхи çак тапхăрта 186 преступлени регистрациленĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вĕсен хисепĕ 236-па танлашнă. Çул çитменнисен саккунсăрла ĕçĕ палăрмаллах йышланнă. Преступленисен ытларах пайне унччен саккун çулĕ урлă каçнисем тата ÿсĕр çынсем тăваççĕ. Обществăлла йĕркелĕхре вара граждансем полици ĕçченĕсен витĕмне пысăка хурса хаклаççĕ.
Преступленисене уйрăммăн тишкернĕ май, вĕсем Москакасси, Ярапайкасси, Йÿçкасси, Чуманкасси, Юнкă ял тăрăхĕсенче йышлăрах пулни курăнать. Ялсенчи, çул-йĕр çинчи лару-тăрăва тĕплĕн пĕлсе тăма, йĕркесĕрлĕхе асăрхаттарма видеосăнав камерисем те сахал мар пулăшаççĕ.
- Профилактикăн ытти субъекчĕпе пĕрле асăннă ял тăрăхĕсенче ăнлантару ĕçне татах та вăйлатмалла, - терĕ Михаил Мефодьевич тимлĕхе ÿстермеллине çирĕппĕн палăртса.
Канашлăва асăннă органăн пайĕнчи ытти ертÿçĕсен доклачĕсем тăсрĕç. Наркотик пур ÿсен-тăранпа çыхăннă преступление тупса палăртас тĕлĕшпе июнĕн 27-мĕшĕнче профилактикăпа оперативлă "Мăкăнь - 2016" операци пуçланă. Мăкăнь ÿстерессине саккун хирĕçлет, унпа çыхăннă преступленисемшĕн административлă тата уголовлă яваплăх палăртнă. Граждансен те ку енĕпе асăрхануллă пулмалла, ÿсекеннине тăпăлтармалла, ÿстерекенсем тата ăна татакансем пирки тивĕçлĕ органа вăхăтра пĕлтермелле.
Кадрпа тивĕçтерессипе вара асăннă пайра чăннипех ыйту çивĕч тăрать. Çак тапхăр тĕлне кунта тăхăр сотрудник çителĕксĕрри палăрать. Çавăнпа сывлăх енĕпе çирĕпписене тата çар ĕçне хатĕррисене районти пай право йĕркине пĕрле сыхлама чĕнет.
Полици полковникĕ Павел Чесанов право йĕркине сыхлакан ытти органпа, общественноçпа тачă çыхăнса тимлемеллине палăртрĕ. Кадр çитменлĕхне çитес вăхăтра шайлаштармаллине тĕпе хучĕ. Çавăн пекех сотрудниксен пĕлĕвне тăтăшах ÿстермеллине асăнчĕ. Пур çĕрте те йĕркелĕх хуçалантăр тесен вара преступленисене уçассине палăрмаллах ÿстерме пулăшакан шалти резервпа усă курмаллине палăртрĕ.
- Коллективăн ĕçлес туртăмĕ пурри курăнать. Тăрăшулăх пĕтĕмĕшле лăпкă лару-тăрупа тата хÿтлĕхпе тивĕçтермелле, - терĕ Павел Валерьевич пĕрлехи канашлăва пĕтĕмлетсе.
Çавăн пекех канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Никитин, район прокурорĕн çумĕ Ю. Семенов, следстви комитечĕн Етĕрнери районсем хушшинчи пайĕн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан С. Васильев хутшăнчĕç.
Р. Илларионова.