Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура çăкăр тути асрах

16 июля 2016 г.

 

Çăкăртан асли çук. Çăкăрпа ан выля. Ваттисен кунашкал сăмахĕсене вуншар илсе кăтартма пулать. Вĕсен никĕсĕнче - çăкăра хисеплесси. Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем хушшинче мĕн авалтанах аякран ырăпа килнисене, хăнасене, тăван-пĕлĕше çăкăр-тăварпа кĕтсе илесси ырă йăлара. Кĕрекене ларнă чухне те аслисем çăкăр пуçласа сĕтел çинчен çăкăр ан татăлтăр теççĕ.

Терт-нуша тÿссе ирттерекен çеç çăкăра хисеплеме вĕренет, ун умĕнче пуç таять. 1921 - 1922 çулсенчи выçлăх вăхăтне епле чăтса ирттерни çинчен анне каласа панă сăмахсем халĕ те асрах. Ун чухне çанталăк питĕ уяр тăнипе çуртрисем июль уйăхĕнче тин шăтса тухнă, акнă сĕлĕ те симĕссипех кĕре кĕнĕ. Çав тери йывăр та хăрушă çула ваттисем "симĕс сĕлĕ çулĕ" тенĕ. Ялсенче кулленех çăкăр пуçтаракансем пулнă. Выçлăхпа нумай çын вилнĕ.

Эпĕ астăвасса, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче те çăкăр çителĕклĕ пулман. Паянхи пурнăçра вара çынсем çăкăра тивĕçлипе хакламаннине куратăп. Уйрăмах хулара пурăнакансем кăшт кушăрханă çăкăра çÿп-çап витрине пăрахнине пĕрре кăна мар курма тÿр килчĕ. Çакăн пек вăхăтра инçетри ачалăх куç умне тухать. Хамăн ачалăхрипе паянхи пурнăçа танлаштарса хаçат вулакансене тĕслĕх илсе кăтартам-ха...

1951 çул. Тăватă класс пĕтернĕ хыççăн çуллахи каникул вăхăтĕнче Атăл çинче бакенщикре ĕçлекен иккĕмĕш сыпăкри пичче патне йăлăма ĕнесем пăхма кайрăм. Манпа пĕр класра вĕренекен Санька та çулла унтаччĕ. Унăн пиччĕшĕ те бакенщикре ĕçлетчĕ. Эпир Санькăпа кунĕпех пĕрле ĕнесем пăхаттăмăр, çав хушăрах хура çырла (ежевика) ăмăртса пуçтараттăмăр. Пиччесем ăна анатран хăпаракан пăрахутсем çинче сутса пире шкул валли кĕнеке-тетрадь илме укçа туса паратчĕç.

Пĕррехинче каçхи апат умĕн эпир Санькăпа вăрман касакансен виçĕ çухрăмра вырнаçнă поселокне çăкăр туянма кайрăмăр. Эпир çитнĕ çĕре çăкăр черечĕ вăрăмччĕ. Кĕçех лаша урапи çине вырнаçтарнă ещĕкпе çăкăр турттарса килчĕç. Çăкăр лавкки пысăк пулманран çăкăр черечĕ урамаллах тăсăлнăччĕ. Пирĕн хыççăн черет йышăннисем те чылайччĕ. Лавçă çăкăр сахал илсе килнине пĕлтерсен халăх хумханса кайрĕ.

Черет малалла шунă май эпир те лавкка алăкĕ патне çывхартăмăр. Кĕтмен çĕртен вăйлă алăсем пире Санькăпа иксĕмĕре те черетрен хăйăр çине кăларса ывăтрĕç. "Хамăр ĕçлекенсем валли те çăкăр çитмест. Эсир тата кунта килсе тăнă", - терĕ вăйпитти пĕр арçын тем те пĕр каласа вăрçса. Эпир куççуль юхтарса каялла кайма та тăнăччĕ. Сасартăк пĕр çамрăк арçын пире каялла çаврăнма хушрĕ. Пире черетрен кăларса ывăтнă çын патне пырса: "Çак ачасен ашшĕсем вăрçăра пуç хунă. Эсĕ вара пĕр касăк çăкăр та хĕрхенетĕн-и вĕсемшĕн;" - терĕ. Эпир хамăр ялти юнашар урамри Геннадий пиччене палласа илтĕмĕр. Вăл та кунта ĕçлет иккен. Пире каялла черете тăма хушсан вăл сутуçăна: "Çак ачасене çуршар çăкăр та пулин паратăн", - терĕ. Геннадий пиччене черетре тăракансенчен никам та хирĕç чĕнекен пулмарĕ.

Çуршар çăкăр илнĕ хыççăн, Геннадий пиччене тав туса, улăхри çулпа хаваслă калаçса, çăкăра кăштах тутанкаласа, каялла утрăмăр. Çырла пуçтарса тунă укçапа 5-мĕш класа кайма çăпата вырăнне пушмаксем туянма калаçса татăлтăмăр. Çав самантра пирĕнтен хаваслăрах çын çук та пулĕ терĕмĕр, мĕншĕн тесен алăра - çур çăкăр.

Нумай çул иртсен, "Гигант" совхозра водительте ĕçленĕ чух, пĕррехинче мана Шупашкарти çăкăр заводĕнчен хытарах кайнă çăкăр тиесе килме çул хучĕ çырса пачĕç. Палăртнă вырăна çитсен, хам мĕн тĕллевпе çÿренине пĕлтерсен, çăкăр пĕçерекен цехра ĕçлекенсем пĕчĕк кустăрмаллă урапа çине вырнаçтарнă пысăк хурана тĕксе тухрĕç. "Çакăнта батон пĕçермелли чуста 800 килограмм. Тиесе тултар - пирĕн грузчиксем çук", - терĕç мана вĕсем.

Чуста тултарнă хуран çине пăхсан инçетри ачалăх тата çур çăкăр аса килчĕç. Мĕн тăвас, каялла пушшăн каяс килмест. Кĕреçе илсе чустана тиеме пикентĕм, анчах пĕр кĕреçе илсе хурсанах тулă чусти кĕреçерен уйрăлмарĕ, метр ытла та пулĕ тăсăлать вăл. Çакна курсан цехра урай шăлакан хĕрарăм çăкăр формисене сĕрнĕ хыççăн юрăхсăра тухнă çăва пĕр витре илсе тухрĕ те чуста ăсмалли кĕреçене унта чиксе кăлармаллине вĕрентрĕ. Нумай вăхăт иртрĕ хурана пушатиччен. Çакна курсан цехран татах хурана тĕксе тухрĕç. Эпĕ нумайччен тĕлĕнсе тăтăм. Чуста тиесе пĕтернĕ çĕре хĕл кунĕ самай кĕскелчĕ...

Çăкăра тивĕçлипе хакламан тепĕр тĕслĕх те пур манăн. Пĕррехинче хамăн ĕçпе Атăл хĕрринче вырнаçнă пионерсен лагерне каймалла пулчĕ. Эпĕ çитнĕ çĕре каçхи апат вĕçленнĕччĕ. Унта ĕçлекенсем киле илсе кайма ачасем çимесĕр хăварнă рис пăттипе çăкăр касăкĕсене хутаçсемпе витресене тултарнăччĕ. Юлнă ытти апата ятарласа çапса тунă валакпа çырманалла юхтарнине курсан хуйхă пусрĕ. Каллех çур çăкăр аса килчĕ.

Çăкăрăн чăн хакне мĕнпе танлаштармалла-ши; Çак ыйту мана яланах канăç памасть. Ваттисем çăкăртан асли çук тенипе эпĕ килĕшетĕп. Паян эпир çăкăртан татăк пурăнмастпăр, анчах çăкăра тивĕçлипе хакласси çав-çавах кун йĕркинчен тухмасть. Черетлĕ вырма умĕн çак ыйту çĕнĕ вăйпа ума тухать.

Г. ОСИПОВ.

Шомик ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика