Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хатĕрленÿ ĕçĕсем чи хĕрÿ тапхăрта

16 июля 2016 г.

 

Çу кунĕсем тесен ытларах чухне çак тапхăра эпир отпуск вăхăчĕпе, канупа çыхăнтарма хăнăхнă. Тĕрĕсех. Чылайăшĕ çапла тăвать те. Çуллахи кунсем - канмалли, организма пиçĕхтермелли, сывлăха çирĕплетмелли чи лайăх вăхăт.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче "отпуск кунĕсем" темелле пулĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăх çурă. Апла пулин те çитсе килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пирки самантлăха та манма кирлĕ мар. Çу кунĕсем вара шкулсемпе ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттермелли, вĕренÿ организацийĕсене çитес вĕренÿ çулĕ, хĕл кунĕсем валли хатĕрлесе çитермелли чи меллĕ тапхăр пулса тăраççĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе Зоя ДИПЛОМАТОВĂПА тĕл пулнă май шăпах ĕнтĕ шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсемпе шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе ĕçсем мĕнле пыни пирки калаçу пуçартăм.

- Зоя Юрьевна, чăвашсем авал "Хĕвел çÿлте - Пукрав инçе" тени аса килет пулин те, шкулсемпе ача сачĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе ку пачах та çыхăнман пек туйăнать. Е эпĕ йăнăшатăп-и;

- Паллах çыхăнман. Паянхи куна илес пулсан, хатĕрленÿ ĕçĕсем пур çĕрте те пыраççĕ темелле. Тĕрĕссипе пысăках ĕçсем мар пулсан та, кулленхисене, вак-тĕвеккисене пур çĕрте те туса ирттерес пулать. Унсăрăн ниепле те май çук. Ĕç калăпăшĕ вара пĕчĕкех темен пулăттăм. Çак вăхăта районти вĕренÿ системин тытăмĕнче 41 организаци шутланать. Вăл шутран 13 ача сачĕ, 2 пуçламăш шкул-ача сачĕ, 9 тĕп шкулпа 13 вăтам шкул тата хушма вĕренÿ учрежденийĕ 4. Район администрацийĕн 2016 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнчи 228-мĕш номерлĕ "Муркаш районĕнчи вĕренÿ организацийĕсем 2016 - 2017 çулсенчи çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕслесси çинчен" йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн августăн 2-мĕшĕнчен тытăнса 5-мĕшĕччен вĕренÿ организацийĕсене йышăнассине йĕркелеме палăртнă. Тÿрех каласа хăварнă пулăттăм, унччен шутлă кунсем юлаççĕ, каккуй Пукрав пирки калаçма.

- Паллă ĕнтĕ, район администрацийĕ вĕренÿ сфери çине пысăк тимлĕх уйăрать. Акă район бюджечĕн çурри ытла çуллен вĕренÿ системине тытса тăма каять. Кăçал ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех; Уйрăмах ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттересси пирки пĕлес килет. Çитменнине ку ыйтăва нумаях пулмасть республика журналисчĕсемпе тĕл пулса пресс-конференци ирттернĕ май Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова та пысăк тимлĕх уйăрчĕ.

- Чăнах та, районта вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетсе лайăхлатассин, ачасене вĕренме, тивĕçлĕ воспитани илме лайăхрах майсем туса парассин ыйтăвĕсем кулленхи тимлĕхре. 2016 çулта та вĕренÿ организацийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме вырăнти бюджетран кăна 2 млн та 665 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Ку тĕлĕшпе федераци тата республика шайĕнчи тĕрлĕрен программăсемпе проектсене те анлăн хутшăнма тăрăшатпăр. Усси çук мар.

Ача сачĕсем пирки калас пулсан, "Колокольчикре" алăксене улăштарма тата урайне линолеум сарма 343 пин тенкĕ ытла уйăртăмăр. "Солнышкора" 158 пин тенкĕлĕх ытла ĕçсем пурнăçлатпăр, ăшă системин радиаторĕсене тата ăшă парса тăмалли узелăн насусне улăштаратпăр. "Мечта" садикре вара юсав ĕçĕсене 1 млн та 300 тенкĕлĕхех пурнăçлама палăртнă, чÿрече блокĕсене улăштармалла, шыв парса тăмалли системăна, канализацие, электричество системине юсамалла, тулта верандăсем тумалла. "Улыбка" ача садĕнче алăксене улăштарма тата хÿтĕ площадкăсем тума 200 пин тенкĕ, "Родничокра" пушар резервуарне юсама тата кухньăра сывлăш уçламалли зонт вырнаçтарма 160 пин тенкĕ, "Березкăра" туалет пÿлĕмĕсене юсама тата кухньăра сывлăш уçламалли зонт вырнаçтарма 115 пин тенкĕ уйăрнă. Кун пек ĕçсенех "Малыш" тата "Василек" ача сачĕсенче те туса ирттермелле. Ильинкăри вăтам шкулта вара алăксене улăштарма 250 пин тенкĕ уйăрнă.

- Паян топливăпа энерги ресурсĕсемпе типтерлĕ усă курассин, вĕсене перекетлессин ыйтăвне хускатмасăр май çук. Акă кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса та электроэнергин, çут çанталăк газĕн хакĕсем каллех ÿсрĕç. Вĕренÿ учрежденийĕсенче ресурссене перекетлессипе ĕçсем мĕнле пыраççĕ-ши;

- Çак ĕçе тĕллевлĕ туса пыратпăр. Районта энерги перекетлессипе тата энерги эффективлăхне ÿстерессипе нумай вăхăтлăх тĕллевлĕ программа пурнăçа кĕрсе пырать. Ку тĕлĕшпе пирĕн паянхи тĕп задача - шкул тата ача сачĕсен хăйсен уйрăм модуль котельнăйĕсене хута ярасси. Çакă организацисене хутса ăшăтнă чухне газпа усă курассине палăрмаллах чакарма май парать. Иртнĕ çулсенче Чуманкасси, Москакасси шкулĕсемпе ача сачĕсенче, Мăн Хураçка шкулĕнче кун пек котельнăйсем хута яма май килчĕ. Пĕтĕмпех район бюджечĕ шучĕпе. 2016 çулта вара уйрăм котельнăй Çатракассинчи вăтам шкулта ĕçе кĕртмелле. Çавна валли уйăрнă укçа сумми 2 млн та 200 пин тенкĕпе танлашать.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан вара районĕпе çак вăхăта 41 вĕренÿ организацийĕнчен 29-шĕн хăйсен котельнăйĕсем пур. Ыттисене тĕп котельнăйсенчен хутса ăшăтаççĕ. Вĕсем районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн балансĕ çинче шутланаççĕ. Вĕренÿ организацийĕсенчен пурне те çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтатпăр. Пĕтĕмĕшле вара кăçал котельнăйсене хутса ăшăтмалли тапхăр валли хатĕрлесе çитерме вырăнти бюджетран 1 млн та 300 пин тенкĕ уйăртăмăр. Укçа-тенкĕне вĕренÿ организацийĕсем тăрăх пайласа тухнă, вĕсемпе ăшă хуранĕсем, насуссем туянаççĕ, котельнăй çурчĕсен çийĕсене юсаççĕ.

- Зоя Юрьевна, Чăваш Республикин "Вĕренĕве аталантарасси" патшалăх программи пирки ыйтса пĕлнĕ пулăттăм. Программăпа килĕшÿллĕн района кăçал укçа мĕн чухлĕ уйăрнă-ха;

- Çак вăхăта районти 5 шкулта хутса ăшăтмалли санитарипе техника пÿлĕмĕсем тăвас ĕçсем пыраççĕ. Ансатрах каласан, туалетсем пирки сăмах пырать. Района кăçал çав тĕллевпе пĕтĕмпе 5 млн та 321 пин тенкĕ уйăрса панă. Ĕçсем Çатракасси, Чуманкасси, Оринин, Москакасси, Калайкасси шкулĕсенче пыраççĕ. Май килнипе усă курса вара ку ĕçсене татах тепĕр икĕ шкулта туса ирттерме планлатпăр.

- Хальхи вăхăтра уйрăмах ялта вырнаçнă вĕренÿ организацийĕсенче ытти мероприятисемпе пĕрлех ачасене физкультурăпа, спортпа туслă пулма майсем туса парасси пирки нумай калаçаççĕ.

- Çапла, ку ыйту та тимлĕхрех. Акă шкулсенче физкультурăпа тата спортпа туслашма майсем ытларах туса парассин шайĕнче ĕçсем пурнăçлама кăçал района федераци бюджетĕнчен 888 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 888 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 197 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе Мăн Сĕнтĕрти тата Калайкассинчи вăтам шкулсенчи спортзалсене тĕпрен юсатпăр, спорт хатĕрĕсем туянатпăр.

Çак вăхăта Юнкăри вăтам шкулта спортзал çук. Унта шкул çурчĕпе юнашар пристрой туса спортзал çĕклеме палăртатпăр. Проект ĕçĕсене пурнăçлакана палăртма аукцион ирттертĕмĕр ĕнтĕ. Аукциона чикĕллĕ яваплăхлă "Суварстройпроект" общество выляса илчĕ. Çавăн пекех Муркашра 400 вырăнлă çĕнĕ пуçламăш шкул çуртне тăвасси те кун йĕркинчех.

- Хăшĕ-пĕришĕн кăсăклă ыйтăва та хускатас шухăш пур. Сăмах уйрăм пуçламăш шкул-ача сачĕсене вăтам шкулсемпе пĕрлештересси пирки.

- Çавна калама пултаратăп. Лайăх пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парасси, перекетлĕх, эффективлăх пирки калаçатпăр пулсан, ку вăл малашлăха пăхса тунă утăм пулать. Калăпăр, хальхи вăхăтра Очăкассинче 6 ача валли пуçламăш шкул-ача садне тытса тăнине паян ниепле те йĕркеллĕ тесе калама пулмасть. Çавăнпа та вĕсем валли çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса Çатракассинчи вăтам шкулта ушкăн пулать. Ачасене шкула илсе çÿресси те проблемăллă мар. Шкул автобусĕ йĕркеллĕ çÿрет.

Анаткассинчи пуçламăш шкул-ача садне те Турайри вăтам шкулпа пĕрлештерме палăртнă. Ку тĕслĕхре шкулĕ çавăнтах юлать, ачисем те унтах çÿреççĕ, анчах та пуçламăш шкул-ача сачĕ Турай шкулĕн структура подразделенийĕ шутланма тытăнать кăна.

Сăмах май, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса çак улшăнусене пурнăçа кĕртессипе район администрацийĕн йышăнăвĕ пур ĕнтĕ.

- Зоя Юрьевна, калаçу вăрăма кайрĕ пулин те, юлашкинчен тепĕр ыйту çине те хурав илес килет. Шкулсене учебниксемпе тивĕçтересси кăçал проблемăллă пулмĕ-и;

- Кĕскен каласа хăварас пулсан, 2016 - 2017 вĕренÿ çулĕ валли шкул ачисене пурне те учебниксемпе тивĕçтеретпĕр. Учебниксем туянма тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 2 млн та 500 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл шутран федерацин пĕтĕмĕшле тĕп вĕренĕвĕн патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн 6-мĕш классенче вĕренекенсем валли учебниксем 1 млн та 23,3 пин тенкĕлĕх кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика