Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

16 июля 2016 г.

Ĕç ÿсĕмĕ

палăрать

Ку хутĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ тăххăрмĕш ларăвĕ Ильинка ял тăрăхĕнче пулса иртрĕ. Ăна асăннă Пухăвăн председателĕ Игорь Николаев уçрĕ тата ертсе пычĕ.

Кун йĕркинче икĕ ыйту пулчĕ. Пĕрремĕш ыйтупа - Муркаш район бюджетне 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçлани çинчен - район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Рената Ананьева тухса калаçрĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа - РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕн 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕçне пĕтĕмлетнипе - асăннă орган ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Мясников паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, районта пĕтĕмĕшле преступноç шайĕ чакнă.

Районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, ял хуçалăх отраслĕнче ĕç тухăçлăхĕ ÿсни палăрать. Хальлĕхе промышленноçра тимлемелли чылай-ха, çапах та çулталăк вĕçленнĕ тĕле ăна шайлаштарма тĕллев лартнă.

 

Вут-çулăмран

асăрханар

Видеоконференци мелĕпе черетлĕ канашлу иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ертсе пычĕ. Тĕп ыйту пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем лăпкă лару-тăрупа тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем тавра пулчĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 454 пушар тухнă факт регистрациленĕ, вĕсенче 54 çыннăн кун-çулĕ татăлнă, 33-шĕ ÿсĕр пулни паллă. Иртсе пыракан уйăх пуçламăшĕ тĕлне районта вут-çулăм алхаснă 22 факт пулнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 10 пушар ытларах. 3 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çакă асăрханулăх пирки тепĕр хут аса илтерет. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, профилактика ĕçне вăйлатмалла, каçхи хурал ĕçне йĕркелемелле, çыннăн культурине пысăклатмалла.

 

Ĕçлĕ çул çÿрев

Районти централизациленĕ библиотека системин ĕçченĕсем Чăваш Енри питех те илемлĕ вырăнта пулнă. Вĕсем ĕçлĕ çул çÿревпе Сĕнтĕрвăрри районне çитсе килнĕ. Кулленхи аталанура пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни питĕ вырăнлă.

Аякри ĕçтешсем çĕнĕлĕхсене алла илсе пыраççĕ. Библиотека архитектура палăкĕнче - Соснин купца çуртĕнче - вырнаçнă, унăн историйĕ питех те пуян. Муркашсен те хăпартланмалли çук мар. Тĕп библиотека ертÿçи Ирина Николаева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă майăн сĕнтĕрвăррисене асăнмалăх парнепе - "Писатели и краеведы Моргаушского района", "Старейшина чувашских дубрав" тата района сăнлакан брошюрăпа - чысланă. Пирĕн тăрăх та аякри хăнасемшĕн хăтлă та илĕртÿллĕ пулни пачах та иккĕлентермест.

Р. Илларионова

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика