20 июля 2016 г.
Çула транспортпа тухнă чух ачасене ларкăч çинче тытса тăракан ятарлă хатĕрсемпе усă курмалла.
Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта ачасем хутшăннипе çулсем çинче пурĕ 6 инкек пулнине регистрациленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Муркаш район территорийĕнчи çулсем çинче икĕ ача вилнĕ (май - июнь уйăхĕсенче), тепĕр пилĕккĕн суранланнă.
Аварисенчен иккĕшĕ федераци трасси çинче тухнă, тепĕр иккĕшĕ - вырăнти çулсем çинче, ыттисем - республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче.
Каламалла, пур ача та инкек вăхăтĕнче пассажир вырăнĕнче пулнă. Ачасем вилнĕ тĕслĕхсем юнашар районта тата Мари Эл Республикинче пурăнакансен айăпĕпе пулса иртнĕ. Иккĕшĕнче те сăлтавĕ - водительсен транспортпа çÿрес опыт пĕчĕк пулни тата вĕсем ывăнни, çавăнпах çул çинче асăрханусăр пулни.
Каникул вăхăтĕнче ачасем пассажир вырăнĕнче те, çуран çÿрекенсем вырăнĕнче те тăтăшах пулаççĕ. Апла пулсан транспортра вĕсене ятарлă хатĕрсемпе кăна лартса çÿремелле, çул çинче вара тимлĕх пирки яланах асăрхаттармалла.
С. Иванов,
патшалăх çул-йĕр инспекцийĕн районти пуçлăхĕ.