20 июля 2016 г.
Тăлăх ачасен, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисен прависемпе çыхăннă ыйту çине район прокурорĕн çумĕ Юрий СЕМЕНОВ хуравлать.
- Манăн ывăла "инвалид ача" категорие кĕртнĕ, вăл вăраха пыракан йывăр чирпе аптăрать. Унăн черетсĕрех хваттер илме право пур-и;
- Федерацин 1995 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи 181-ФЗ номерлĕ "О социальной защите инвалидов в Российской Федерации" Саккунĕн 17-мĕш статйипе килĕшÿллĕн инвалидсене тата инвалид ачаллă çемьесене, енчен те вĕсен хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалла пулсан, учета илме тивĕç, пурăнмалли çурт-йĕрпе вара Раççей Федерацийĕн тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕн законодательствисемпе килĕшÿллĕн тивĕçтереççĕ.
Инвалидсене тата инвалид ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ чухне сывлăх шайне кăна мар, шута илме тивĕç ытти сăлтава та пăхаççĕ.
Инвалидсене тата инвалид ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессипе çăмăллăхсемпе тивĕçтермелли правилăсен 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, инвалидсемпе инвалид ачаллă çемьесене хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен учетне илме çакăн пек условисем пулни пĕлтерĕшлĕ:
- çемьен кашни членĕ пуçне тивекен пурăнмалли лаптăк Раççей Федерацийĕн субъектĕнче палăртнă нормăран пĕчĕкрех пулни*
- пурăнакан çурт-йĕр санитарипе техника требованийĕсене тивĕçтерменни*
- хваттерте темиçе çемье пĕрле пурăнни, çемьере вăраха пыракан хăш-пĕр чирсемпе чирлекенсем пулнă май сывлăх сиплев учрежденийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн çемьесен пĕр хваттерте пĕрле пурăнма юраманни*
- хваттерти пĕр-пĕринчен уйăрман пÿлĕмсенче пĕр тăван мар икĕ е ытларах çемье пурăнни*
- общежитисенче пĕрле пурăнни (сезонпа тата вăхăтлăх, срокпа ĕçлекенсене, вĕреннĕ пирки пурăнма вырнаçнисене шута илмесĕр)*
- патшалăх, муниципалитет тата общество харпăрлăхĕнчи çурт-йĕрте чылай вăхăт пĕрле пурăнни, енчен те уйрăм пурăнма урăх çурт-йĕр çук пулсан.
Инвалидсем тата инвалид ачаллă çемьесем пĕр вăхăтрах хăйсем ĕçлекен вырăнта та, пурăнакан вырăнта та пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен учетĕнче тăма пултараççĕ.
Учета тăратнă чухне çавăн пекех инвалидăн пурăнмалли хушма лаптăк илме право пуррипе çуккине шута илеççĕ. Кун пек чирсен переченьне Раççей Федерацийĕн Правительствин 2004 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчи 817-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе палăртнă.
Енчен те инвалида е инвалид ачаллă çемьене 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн учета илнĕ пулсан, вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн тивĕçтереççĕ.
Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 57-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн социаллă найм шучĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе черетсĕр çак лару-тăрура тивĕçтереççĕ:
- граждансен çуртне пурăнма юрăхсăр, çавăн пекех юсама тата реконструкцилеме май çук тесе йышăннă пулсан*
- граждансем вăраха пыракан йывăр чирсемпе чирлеççĕ пулсан, вĕсен ыттисемпе пĕрле пĕр хваттерте пурăнма юрамасть пулсан (Раççей Федерацийĕн Правительствин 2006 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнчи 378-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе палăртнă).
Апла пулсан, сирĕн ывăлăн чирне вăраха пыракан йывăр чирсен асăннă переченьне кĕртнĕ пулсан, унăн пурăнмалли çурт-йĕре черетсĕр илме право пур.