20 июля 2016 г.
Чăваш наци конгресĕ Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе июлĕн 10-мĕшĕнче Крымра пĕтĕм чăвашсен Акатуйне ирттерчĕ.
Акатуя çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен - пурĕ 17 регионтан пухăнчĕç. Кунсăр пуçне Чăваш Республикинчен пынă официаллă делегацисемпе фольклор ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем уява чăнах та чаплă ирттерме май пачĕç.
Ултçĕре яхăн хăна йышĕнче Муркаш район делегацийĕ те пулчĕ. Орининти "Шуракăш" халăх юрăпа ташă ушкăнĕ (художество пултарулăх ертÿçи Владимир Александров, балейтместерĕ Ирина Петрова) тата Ирина Петрова ертсе пыракан Москакассинчи "Калинка" халăх ташшин тĕслĕх ансамблĕ вăрăм çула тухса Крымри чăвашсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Эпир, Чăваш наци конгресĕн Муркаш районĕнчи ертÿçи Наталия Николаева тата "Муркаш пики - 2016" конкурсра Крымри Акатуя кайма сертификат çĕнсе илнĕ Алена Филиппова, уявăн йĕркелÿ комитетĕнче тимлерĕмĕр.
Районти пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен çул çÿревĕн пĕрремĕш чарăнăвне Митта Ваçлейĕн вилтăпри патĕнче тунă, хыççăн Г. Айхи вилтăпри çине çитсе чарăннă. Кайран вара муркашсем Пензăри Акатуйра унти халăхпа пĕрле савăннă.
- Пире чăваш йăлипе çăкăр-тăварпа, сăрапа кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Эпир те парăмра юлмарăмăр - хамăр пултарулăхпа хаваспах паллаштартăмăр, - каласа парать уявсемпе кăмăллă юлнă В. Александров.
Пенза хыççăн ушкăнсем Крыма çул тытнă. Сăмах май, вĕсем Фанагорире "Ку тăрăхра 7-мĕш ĕмĕрте Атăлçи пăлхар чăвашĕсемпе Дунай пăлхарĕсен Аслă Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули пулнă" тесе çырнă асăну чулне лартассине те хутшăннă.
Июлĕн 9-мĕшĕнче ытти чăвашпа пĕрле эпир те, муркашсем, Севастопольте 1941-1942 çулсенче хулана хÿтĕлесе пуç хунисене асăнса лартнă монумент патне чĕрĕ чечексем хутăмăр. Ку мероприятире Крымра пурăнакан чăвашсем те активлă пулчĕç. Çак пысăк йыша ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Ен культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Крым Республикинчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Андрей Яковлев тата ытти ертÿçĕсем хутшăнчĕç.
Июлĕн 10-мĕшĕнчи Акатуй Балаклава хула çывăхĕнчи лапамра иртрĕ, анчах та унăн пĕр пайне - ăна официаллă майпа савăнăçлă лару-тăрура уçассине - хулари Культура керменĕнче ирттерме тиврĕ: чăваш Акатуйĕ кунта та çумăрсăр иртмест иккен. Эпир хамăрпа пĕрле Крымра тахçанах кĕтнĕ çумăра та илсе килтĕмĕр темелле.
Çапла вара Акатуй пуçланиччен лапамран инçех мар вырнаçнă ту çинчи асăну чулĕ патне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн (çав чула Севастополь хулишĕн çапăçса пуç хунă чăваш салтакĕсене асăнса вырнаçтарнă) ытла та хура пĕлĕтсенчен Культура керменне "тарса пытантăмăр". Çакăнта Балаклава районĕпе Етĕрне районĕ хăйсем хушшинче çыхăнса ĕçлесси пирки тунă килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш çамрăксен театрĕн композицине, "Сувар" ташă ушкăнĕн тата ыттисен пултарулăхне курса савăннăранах пулĕ хура пĕлĕтсем хыçĕнчен тухса хĕвел каллех хĕртме пуçларĕ - палăртнă вырăна куçса уяв малалла тăсăлчĕ. Кунта Шупашкартан, районсенчен, Саратов тăрăхĕнчен тата Севастопольпе Симферополь хулисен автономисен картишĕсем, тĕрлĕ куравсем ĕçлерĕç. Фольклор ушкăнĕсемпе юрăçăсем вара пĕр-пĕрин хыççăн сцена çине тухса халăха ташша йыхравларĕç, пĕрле юрлама чĕнчĕç.
Тĕттĕм пуличченех Крым Акатуйра савăнчĕ.
- Пысăк ĕç пурнăçлама пултартăмăр. Пĕрлĕхре - вăй, - тесе ахаль каламарĕ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов.
Çак çурма утрав çине çитсе Акатуй ирттерес шухăша вара ЧНК вице-президенчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Клементьев панă. Çавна май пĕлтĕр кĕркунне Крымра чăваш наципе культура автономине, Севастопольпе Симферополь хулисенчи автономисене йĕркелеме пултарчĕç.
- Акатуйăн тĕп шухăшĕ чи малтанах пирĕн халăхăн хăйнеевĕрлĕхне, йăли-йĕркине Раççейри пур регионта та сыхласа хăварасси пулса тăрать. Çакăнпа пĕрлех пирĕн чăвашсене пĕрле пухас тĕллев те пулчĕ, - тет проект ертÿçи Валерий Леонидович.
Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май пачĕ. Крымри чăвашсем вара пире яланах хапăл туса кĕтессе пĕлтерчĕç. "Чи пĕлтерĕшли - эпир Раççейре", - теççĕ вĕсем.
Н. Николаева,
ЧНК Муркаш районĕнчи ертÿçи.