Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

20 июля 2016 г.

Паян - черетлĕ

информаци кунĕ

Районта паян Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ иртет. Ял çыннисемпе тĕл пулусем ирттерме республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин гражданла оборона та чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килет. Ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусене пур ял тăрăхĕнче те йĕркелеççĕ.

Информаци ушкăнĕпе Чуманкасси ял тăрăхне çула тухиччен вара ушкăн ертÿçи Вениамин Петров район администрацийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерме палăртать.

 

Ял уявĕсенче

Иртнĕ эрнере районти чылай ялта ял кунĕсем иртнĕ. Вĕсем Итакачкассинче, Чурикассинче, Патаккассинче тата ытти çĕрте кĕрленĕ. Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрте спорт уявне, Ярославка ял тăрăхĕнче ял тăрăхĕн кунне, Юнкă ял тăрăхĕнче çамрăксен кунне ирттернĕ. Савăнăçлă уяв мероприятийĕсенче ку таранччен туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă, пĕрле савăннă, пултаруллисене чысланă.

Умра вара çĕр ĕçченĕшĕн - татах яваплă тапхăр. Çак вăхăта районта вырма ĕçĕсем пуçланчĕç те теме юрать. Кăçал район уй-хирĕсене 42 комбайн тухмалла. Пĕр комбайн пуçне вăтам шутпа 300 гектар тивет. Е. Андреев яч. хис., "Ударник" хуçалăхсем вырнă тырра типĕтме сушилкăсем туяннă, "Свобода" хуçалăх та ăна туянма палăртать.

 

Выльăх апачĕ

çителĕклĕ пулĕ

Вырма ĕçĕсем пуçланнипе пĕрлех хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те кун йĕркинчех. Çак вăхăта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 5271 тонна (93,8 процент) утă типĕтсе янтăланă. Хывса хăварнă сенеж 7658 тоннăпа (74,3 процент), силос 6095 тоннăпа (36,6 процент) танлашать.

Çавăн пекех хуçалăхсенче çитес çулхи тухăç пирки паянах тăрăшмалли пирки те манса каймаççĕ. Пушаннă уйсене сухаласа кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлессипе те тимлеççĕ. Кăçал кĕрхи культурăсене районĕпе 6 пин гектартан кая мар акса хăварма палăртнă.

 

Учетра - 55 çын

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕçе вырнаçассин ыйтăвĕпе 806 çын пынă. Официаллă майпа ĕçсĕррисем тесе регистрациленисем 55 çын. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,29 процентпа танлашать. Районти ĕç паракансем патĕнче вара пĕтĕмпе 177 ваканси пур.

Çулталăк пуçланнăранпа 716 çынна вăхăтлăх тата яланлăх ĕç тупса панă. Обществăлла ĕçсене 58 çынна, вăхăтлăх ĕçе ĕçсĕррисене         4 çынна,14 - 18 çулсенчи 427 çамрăка вырнаçтарнă, 25 çынна професси пĕлĕвĕ илме янă.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика