20 июля 2016 г.

Пирĕн тăрăхшăн кăçалхи çу кунĕсем хăйне майлă тĕрĕслев пулчĕç. Тарăна çаптарса çăвакан лăпкă çумăр ĕмĕтре кăна, акă черетлĕ вырма вăхăчĕ те çитрĕ. Районта чи малтан çак ĕçе Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăх тухрĕ. П. Ефимов ертÿçĕ каланă тăрăх, вырма ĕçĕнче тимлекенсен йышĕ çителĕклĕ. Сĕрмелли-çунтармалли материал тĕлĕшпе те йывăрлăх палăрмасть.
Тырă пусси каюллă мар, çавăнпа та пĕр тан пиçсе çитнĕ. Çум курăкĕсĕр тап-таса çĕр гектарлă уйра Б. Никитин комбайнерпа унăн пулăшуçи О. Никитин тытса пыракан "хир карапĕ" пĕр тикĕссĕн пырать. Йĕтем çине тырă турттарас ĕçе чылай çул В. Трофимов ăнăçлă пурнăçлать, çавăн пекех тепĕр автомашина та тырă йышăнма хатĕр.
Кунта "Юмпа" сортлă культура ÿсет. П. Ефимов каланă тăрăх, ку элита культурине пĕрремĕш çул кăна акнă-ха. Унăн пахалăхне кура малашне ăна татах та анлăлатасшăн. Малтанласа палăртнă тăрăх, пĕр гектартан вăтамран 30 центнер тухмалла. Кĕрхи культурăсене ытларах лаптăк çине акса-лартса хăварни ăнăçлă пулнине кашни çулхи ĕç-хĕл çирĕплетет. Хуçалăх ертÿçи тырă вырнаçтарас енĕпе Шупашкарти элеваторпа килĕшÿ тунă та ĕнтĕ. Хуçалăхра улăм саппасĕ пур, çавăнпа та ăна вакласа кăна хăвараççĕ. Хăш культура пулнине шута илсе халăх валли каярах янтăлама палăртнă.
- Ответлă тапхăра пĕр тикĕс тата çухатусемсĕр ирттерессе шанатпăр. Умра кĕр кунĕсем пулнине тĕпе хурса вăхăтпа туллин усă курма тăрăшăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев тыр-пул пухакансене ăнăçу сунса.
Владислав Кириллович палăртнă тăрăх, кĕрхи культурăсем районта пилĕк пин ытла гектар йышăнаççĕ. Çак лаптăка вырса пуçтарма хĕрĕх икĕ комбайн тухмалла.
Ку хирти культурăна вырса пĕтерсен «чкаловсем» элитăллă "московская - 56" сортлă тулă уйне куçĕç. Çурхи культура пĕтĕмпе 550 гектар йышăнать. Кĕрхи культура акса хăварма 500 гектар çĕр хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем 1 пин тонна сенаж янтăланă. Çакăн пек ăнăçлă аталанма тăрăшать Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăх. Вĕсен ĕçĕсем ăнса пыччăр.
Р. Илларионова.
Сăн ÿкерчĕкре: П. Ефимов, Б. Никитин, О. Никитин, В. Трофимов (сулахайран сылтăмалла).