09 июля 2016 г.
Утă уйăхĕн 8-мĕ-шĕнче православи тĕнне ĕненекенсем çемье уявне, ырă шанчăклă Петр княçпе Февроний (княгиньăн) Муромскисен кунне паллă турăмăр. Вĕсем пĕр-пĕрне юратакан мăшăрсене хÿтлĕхе илекенсем шутланаççĕ. Раççейре çак кун 2008 çултанпа Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне официаллă майпа паллă тăвасси йăлана кĕчĕ.
Юрий Владимирович княçăн çемйинче Петр иккĕмĕш ывăл пулнă. Пĕррехинче вăл йывăр чирлесе ÿкнĕ, ăна никам та сыватайман. Чирлĕ Петр хăйне Рязань çывăхĕнчи Ласковая ялта пурăнакан ырă кăмăллă Февроний ятлă хĕр пулăшма пултарасси пирки тĕлĕк курать. Вăл чирлĕ çынсене курăксемпе сыватма пĕлет-мĕн. Унăн ашшĕ вăрманти хурт-хăмăр пылне пуçтарнă.
Петр Февроние шыраса тупса унăн пĕрремĕш пулăшăвĕпе усă курать. Анчах кăшт вăхăт иртсен Петр татах чирлесе каять, мĕншĕн тесен вăл Февроние качча илес сăмаха тытайман. Çакна ăнланса илсен княç каялла таврăнса хĕртен каçару ыйтать. Хăй сывалса илсен вăл Февроние мăшăр тăвать. Чылай вăхăт иртсен Муром çĕрне еткере илнĕ Петрăн Февроний ахаль çын хĕрĕ пулнине тата боярсем çакăнпа килĕшменние кура хуларан тухса кайма тивет. Муромра вара пăтранчăк вăхăт пуçланать. Çакăнта йĕрке тăвас тесе боярсем княç патне тухса ăна таврăнма тата халăха ертсе пыма ыйтаççĕ. Петр Февронипе пĕрле таврăнать. Çакăн хыççăн Муромра йĕркесĕрлĕх пĕтет, Муром çĕрне ăслă княç ертсе пыма пуçлать.
Ватлăх çулĕсенче юратнă мăшăр манах çулне суйласа илсе Евросиний тата Давид ятсем илет. Анчах вĕсем уйрăм мăнастирсенче пулнăран пĕр-пĕриншĕн питĕ тунсăхланă. Вĕсем Турăран хăйсем валли пĕр кунта вилĕм пама ыйтса тăтăш кĕл тунă. 1228 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче (кивĕ стильпе çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче) вĕсем пурнăçран уйрăлнă. Вĕсене манахсен йĕркипе уйрăм тупăксенче пытарма тăрсан тĕлĕнтермĕш пулса иртнĕ: мăшăрсем пĕр тупăкра выртнă. 1547 çулта православи чиркĕвĕ Петрпа Февроние канонизациленĕ.
Çак çветтуйсен хăвачĕсем Муромри хĕрарăмсен Çветтуй Троица мăнастирĕнче упранаççĕ. Унта тата Муромри арçынсен мăнастирне Петрпа Февронирен пулăшу тата канаш ыйтса нумай çын çÿрет.
А. ПЕТРОВ.