09 июля 2016 г.
Ялта пурăнакан çулталăкăн кашни вăхăчĕпе хăйне кирлĕ пек туллин усă курма тăрăшать. Хĕлле килти хушма хуçалăхсенче ĕнесенчен илнĕ вăкăрсене нумайăшĕ çу каçа самăртма тăрăшать. Çак ответлă тапхăра тупăшлă ирттересси - килти хушма хуçалăха тытса пыракансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чылайăшĕ килти хушма хуçалăхра пăрăва та, вăкăра та çу каçарса хушма тупăш тăвасси пирки ĕмĕтленет, çĕнĕ тĕллевсем палăртать. Район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕнчен ăна валли çакнашкал сĕнÿсем пулчĕç. Паянхи калаçу - килте вăкăр ÿстересси тата самăртасси пирки.
Килти хушма хуçалăхра ÿстерекен выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илесси - ял çыннишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Кунта вара кашни ĕçĕн вăхăтне тата технологие тĕплĕ пĕлни малти вырăна тухать. Çамрăк выльăха интенсивлă ÿстерсе лайăх пахалăхлă какай илес тесен самăртнă тапхăрăн кашни вăхăтĕнчех ăна тулли пахалăхлă рацион кирлĕ. Çавăн чухне кăна мăйракаллă шултра выльăх ÿсĕмне кура талăксерен вăтамран 600 - 750 грамм ÿт хушма пултарать. Çакнашкал аталанупа çамрăк выльăхсем 9 уйăх тĕлне 180 - 200 килограмм виçене çитейреççĕ. Пысăкрах ÿт хушаслăхпа пăхсан (900 - 1000 грамм) 9 уйăх тĕлĕнче вĕсем 200 - 230 килограмм тайма пултараççĕ.
Çамрăк вăкăра 6 уйăха ÿстерсе çитерме вăтамран 200 килограмм сĕт тата 700 килограмм хăймине уйăрнă сĕт (обрат) кирлĕ. Кил хуçи çак мелпе тăрантарни çамрăк выльăха талăксерен вăтамран 700 - 800 грамм ÿт хушма май парать.
Вăкăр самăртас ĕç çине технологи шайĕпе пăхсан анатоми-физиологи аталанăвĕпе пĕтĕм производство циклĕ 4 тапхăра пайланать:
1. Сĕт тапхăрĕ 60 - 90 куна тăсăлать. Çак тапхăрта çамрăк выльăхсен рационĕнче ытларах таса сĕт кăна пулмалла. Ытти - комбикорм, çемçе утă.
Сĕт тапхăрĕнче çамрăк вăкăрсене апатлантармалли йĕрке кашни 7 кунта улшăнса тăрать. Малтанхи уйăхра вĕсене апатлантарасси çамрăк выльăхсен организмĕн хÿтĕлев тытăмне сыхласа хăварассипе тата ăна аталантарассипе çыхăннă. Иккĕмĕш уйăхран пуçласа самăртмалли выльăхсене ÿсен-тăрана хăнăхтармалла.
2. Сĕт хыççăнхи тапхăрта çамрăк выльăха пĕтĕмпех ÿсен-тăран çимĕçĕпе апатлантарма сĕнеççĕ. Рационта утăпа, силоспа, сенажпа, концентратпа усă курма юрать. Вĕсене çамрăк выльăха апат хутăшĕ туса парсан аванрах. Концентрат вырăнне комбикорм пулни рациона протеинпа минераллă япаласемпе тата витаминсемпе пĕр вăхăтра шайлаштарать. Сĕт хыççăнхи тапхăр 60 - 90 куна пырать.
3. Интенсивлă аталану тапхăрĕ выльăхăн мускулатури активлă ÿснипе çыхăннă. Ку тапхăрта çамрăк выльăхсене уйрăмах тулăх тăрантарма тăрăшмалла. Вĕсене çак вăхăтра апат хутăшĕпе тăрантарсан аванрах пулнине ан манăр. Ку тапхăр 4 - 8 уйăха тăсăлать. Лайăх пăхнă вăкăр çак вăхăтра талăксерен вăтамран 800 - 1200 грамм ÿт хушайрать.
4. Самăртмалли тапхăр вĕçĕнче пысăк энергиллĕ апатпа тăрантарнă вăкăрсем талăксерен 900 - 1200 грамм ÿт хушма пултараççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăха самăртма тăратнă пÿлĕмре çителĕклĕ çутă, ăшă пулмалла, шыв ĕçмелли тата апат хурса памалли вырăн умрах кирлĕ. Вăкăрăн уçăлма тата ирĕклĕ тухса çÿреме май пурри те самăртасси çине ырă витĕм кÿрет.