09 июля 2016 г.
Хĕрарăм районти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕн коридорне пăлханса кĕчĕ. Пуçĕнче темĕнле шухăш та явăнчĕ унăн. Енчен те вăл мана килĕштермесен вара мĕн тумалла; - мĕлтлетсе иртрĕ пуçра шухăш.
Кăлăхах пăшăрханнă иккен хĕрарăм. Унччен те пулмарĕ, палатăран медсестрапа пĕрле пĕчĕк хĕр ача курăнчĕ. Çÿçне шакла кастарнăскер, хăюсăррăн çĕрелле пуçне пĕкрĕ. Любовь Германовнăн чĕринче сăмахпа каласа параймалла мар туйăм капланса килчĕ: чупса пырса ачана хыттăн-хыттăн, никам вĕçертеймелле мар ыталаса илес килчĕ. Çĕр çинчи мĕнпур ыррине, чĕрери мĕнпур юратăва çак хÿтлĕхсĕр юлнă пĕчĕк хĕр ачана парас килчĕ унăн.
Туйрĕ-ши, сисрĕ-ши хĕр ача чунĕ хĕрарăм кăмăлне, куçĕсем кулăпа çуталчĕç. Хĕрарăм енне пĕр утăм турĕ пĕчĕк Аня, унтан - тепре. Юлашкинчен мĕнпур вăйне пухрĕ те коридор пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне алăк патĕнчи хĕрарăм патне ыткăнчĕ. Хĕр ача амăшне хытă кĕтнĕ пулас, ăна ыталаса илчĕ. Çапла пĕр самантра Муркашра пурăнакан Л. Захарова 2 çулхи хĕр ачан амăшĕ пулса тăчĕ.
Кăшт каярахпа çак хĕр ача хăй пĕлекен тантăшĕн вăталăх хĕрĕн ачи пулнине пĕлсен, тĕлĕннипе пĕр хушă сăмах чĕнеймерĕ...
Хĕр чухне Люба районти "Сельхозтехникăра" ĕçлетчĕ. Кунтах Розăпа (ятне улăштарнă) паллашрĕ. Каярахпа иккĕшĕ те качча тухрĕç, çемье çавăрчĕç. Çулсем ик еннелле уйрăлчĕç, Роза мăшăрĕпе ялта пурăнма пуçларĕ. Люба ывăлпа хĕр çуратрĕ. Розăн вара виççĕшĕ те хĕр ачасем пулчĕç. Пĕррехинче Люба хĕр ачипе больницăна лекрĕ. Çав вăхăтрах Роза та иккĕмĕш хĕрĕпе унта сипленчĕ. Розăн кăкăр сĕчĕ сахаллипе пĕчĕк Венерăна (ятне улăштарнă) Люба хăйĕн кăкăр сĕтне çитеретчĕ. Шутлама та пултарайман ун чух Люба вуншар çултан хăй çак кăкăр ачин хĕр ачин амăшĕ пулса тăрасса. Пĕчĕк Аня шăпах çак хĕр ачан ачи иккен. Тантăшĕ Роза вара шăп та лăп Любовь Германовнăн упăшкипе пĕр кунта вилнĕ иккен, 2001 çулта. Ак мĕнле килсе тухать иккен шăпа.
Амăшĕсĕр тăрса юлнă хĕр ача ыран ача çуратма каймалла чух больница алăкĕнчен паян Аньăшăн чи хаклăран та хаклă çын - Любовь Германовна кĕрсе тăнă. Вăт çавăнтанпа пĕрле пурăнаççĕ те икĕ юратнă чун.
Любовь Германовнăпа мăшăрĕ хăйсем те 2 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсен тем пек 3 ачаллă пулас килетчĕ. Анчах та мăшăрĕ Чернобыльти АЭС аварине сирсе яма хутшăннăран, тухтăрсем ырламарĕç вĕсен шухăшне.
Кăшт вăхăт иртсен мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлчĕ. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пĕччен чух тĕнче илтмелле кăшкăрса йĕрес килетчĕ хĕрарăмăн. Кăнтăрла вара ĕçре канăç тупатчĕ. "Солнышко" ача садĕнче няньăра ĕçленĕ май кунĕпех ачасемпеччĕ вăл. Тухтăрсем урăх ача çуратма хушманран çамрăк хĕрарăм пуçĕнче ача усрава илес шухăш малтанах пурччĕ-ха. Ку ыйтупа вăл пĕрре кăна мар республикăри ача çурчĕсенче те пулнă.
Пĕррехинче Любовь Германовнăна районти вĕренÿ пайĕнчи опека ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист И. Кабуркина шăпах пĕчĕк Аня çинчен пĕлтернĕ. Любовь Германовна ним шухăшласа тăмасăр больницăна кайрĕ. Çапла майпа 10 çул каялла пĕчĕк Аня интернат алăкне мар, çĕнĕрен тăван кил алăкне уçрĕ...
Пĕчĕк Аня ун чух калаçма та вĕренсе çитейменччĕ-ха. Ача садĕнче те ăна амăш ĕçлекен группăна вырнаçтарчĕç. Пур чухне те ачапа юнашар пулаймастăн унта та, ĕçленĕ май картишне тухса кĕмелли те пулать. Пĕррехинче çапла вылякан ача йĕри-тавралла пăхрĕ, амăшĕ халь анчах кунтаччĕ, халĕ - çук. Хĕр ача шари! кăшкăрса ячĕ те алăк патнелле ыткăнчĕ. Каллех хăйне амăшĕ пăрахса хăварнă тесе шутларĕ-ши, хыççăн хăваласа çитес тесе чупрĕ-ши алăк патне;.. Çук иккен. Амăшĕ кунтах. Вăл алăкран кĕнĕ-кĕмен чупса пычĕ те, ача ăна хыттăн ыталаса илчĕ.
Паян та амăшĕпе хĕрĕ пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултараймаççĕ. Яланах пĕрле вĕсем.
Ача садне çÿренĕ чухнех Аня тĕрлĕрен конкурса хутшăнатчĕ. Утренниксенче сăвăсем илемлĕ вуласа тĕлĕнтеретчĕ.
- Шкулта мĕнле вĕренĕ-ши текен шухăш та канăç памастчĕ, - аса илет паян амăшĕ.
Аня вара 1-мĕш класран пуçласах лайăх вĕренчĕ. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче хĕр ачине ырăпа асăннăран амăшĕн чунĕ çунатланать. Ытти ашшĕ-амăшĕн пекех унăн та пĕр ĕмĕт.
- Хĕрĕм чăн-чăн çын пулса ÿстĕр тетĕп, - тет Любовь Германовна.
Хĕр ача вулама юратать. Пĕрле тавра курăма аталантаракан телепередачăсене те пăхаççĕ. Пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрле канаççĕ вĕсем. Аня килте чашăк-тирĕк, урай çăвать, чечексем шăварать. Картишĕнчи чăхсене те апат парать, çум çумлать. Вĕсем çак девизпа пурăнаççĕ: Аня амăшне пулăшать, амăшĕ - Аньăна. Час-часах тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле пуçтарăнса канаççĕ.
Хĕр ача ташлама та юратать. 5 çул Муркашри ачасен искусство шкулне хореографи группине çÿрерĕ. Çулла велосипедпа ярăнать. Спорта юратать çав Аня. Спорт шкулне бассейна ишме тренировкăна та çÿрет. Районти ăмăртусенче ку енĕпе малти вырăнсене йышăнать. Çăмăл атлетикăна та кăмăллать. Пĕлтĕр "Наци кросĕнче" 10 - 12 çулти хĕр ачасем хушшинче малти вырăнсенчен пĕри шăпах унăн пулчĕ. Аня хăех волейбол секцине çырăнчĕ. Кăçал вара хĕр ача район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Вĕренÿпе спорт сехечĕсенчен пушă вăхăт тупăнсан вара хĕр ачана чунĕ шыв хĕррине туртать. Пулă тытма юратать вăл.
Хĕрĕн Турă панă енĕсене аталантарас, унăн ĕмĕчĕсене пурнăçланма пулăшас тесе тăрăшать амăшĕ те. 10 çул тултарсан синтезатор парнелерĕ, 11 çулта - велосипед.
Захаровсем виçĕм çул республикăри "Çемье ăшши" конкурсра 3 вырăн йышăнчĕç. Пĕлтĕр вара, Пĕтĕм Раççейри ачасене çемьене усрама илнĕ çемьесен "Пирĕн истори" конкурсне хутшăнса, парне илме тивĕçлĕ пулчĕç. Кăçал та республикăри "Çемье ăшши" конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç.
Ытти çемьесенчи пекех кулленхи пурнăç амăшĕпе хĕрĕн. Ытти çемьесенчи пекех савăнмалли, пăшăрханмалли самантсем пĕр-пĕринпе улшăнса тăраççĕ. Анчах та пĕр пысăк уйрăмлăх пур кунта. Кашни çынах ют ачашăн тăван амăшĕ пулаймасть. Любовь Захарова вара ют ачана çемьене пурăнма илекен районти пĕрремĕш çын пулчĕ.
Паян вара районта çакăн пек çемьесем 17. Вĕсенче 20 ача ашшĕ-амăш юратăвне тупрĕ. Тепĕр 33 ача опекунсемпе пурăнать. Кун пек çемьесем районта 29.
Пурĕ вара, район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн ертÿçи И. Кабуркина каланă тăрăх, 53 ача 46 çемьере тăван кил ăшшине тупрĕ. Çав шутран 21 ача - хăр тăлăх, 32-шĕ ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен хÿттисĕр юлнă ачасем.
Тата тепĕр 7 çемьере 9 ачана усрава илнĕ.
- Эпĕ çĕр çине килнĕ пулсан, манăн мĕнле те пулсан ырă ĕç тумалла", - текен шухăш çамрăк чухнех кĕрсе вырнаçнă Любовь Германовнăн пуçне. Çак утăм пулчĕ-ши вара унăн шăпа пилленĕ ырă ĕç; Çаках пулĕ...
Ырă ĕç тума вара никамшăн та нихăçан та кая мар. Çав шутран тăван ывăл-хĕрне эрех черккипе улăштарнă ашшĕ-амăшĕсемшĕн те. Малтанласа эрех черкки патне тăснă алла каялла туртса илмелле кăна. Хăвăр чун панă ача çине урă куçпа пăхса илмелле çеç. Чунри амăш чунне вăратмалла. Вара ашшĕ-амăшĕ ырă-сывă пулнă çĕртех тăлăх юлнă ачасен йышĕ те сахалтарах пулнă пулĕччĕ районта. Ашшĕ-амăш ĕçет пулсан та ачашăн вĕсенчен хакли никам та çук. Пĕлесчĕ сирĕн, мĕнле телей ачашăн - тăван ашшĕ, юратнă амăшĕ - эрех ĕçмен ашшĕ-амăшĕ çумра пулни.
Лидия Туктина.