Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çитĕнÿсем пур. Ĕçлемелли те çук мар"

09 июля 2016 г.

 

Июлĕн 5-мĕшĕнче Шупашарта Чăваш наци библиотекин конференц-залĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс-конференци ирттерчĕ.

Малтанах Алена Аршинова РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн иртнĕ тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ, хăй комитетра туса ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕ каласа пачĕ. Пĕлетпĕр, пурте курса тăратпăр, юлашки вăхăтра çĕршывра вĕренÿ ĕçне аталантарассипе, вĕренÿ пахалăхĕн шайне ÿстерессипе пысăк калăпăшлă программăсем, проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çакă вара чылай енчен Патшалăх Думин комитечĕ хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçласа пынипе те тÿрремĕнех çыхăннă. Çĕршыври юлашки вăхăтри экономика тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăрах вĕренÿ ĕçне аталантарассипе, унăн пахалăхне палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклессипе палăртнă нумай вăхăтлăх программăсене, проектсене пурне те тенĕ пекех сыхласа хăварма май килнĕ. Чылай программа "Единая Россия" политика партийĕн суйлав умĕнхи программинче те вырăн тупнă. Çакă умри пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе пĕрлехи яваплăха татах та ÿстерме тивĕç.

"Çĕршывра вĕренÿ системине аталантарассипе çитĕнÿсем пур. Анчах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çине тăрса ĕçлемелли татах çук мар", - тесе палăртрĕ депутат журналистсемпе тĕл пулнă май. Алена Аршинова саккунсем кăларас ĕçсем пирки кăна мар, туса ирттернĕ конкретлă ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ.

"Единая Россия" партин "Ача сачĕсем - ачасем валли" проекчĕн ертÿçи пулнă май, шкул çулне çитменнисем валли çĕнĕ ача-пăча учрежденийĕсем тăвас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пыни пирки каларĕ. Çапла вара республикăна федераци бюджетĕнчен çĕнĕ ача сачĕсем тума тата реконструкцилеме, капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме 1,6 млрд тенкĕ явăçтарма май килнĕ. Республикипе 12 пин ытла ачана ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтернĕ.

Сăмах май. Пирĕн районта çулталăк çурăран иртнĕ ачасене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерессин ыйтăвне татса панă темелле. Муркашра пысăк реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн çĕнĕ ача сачĕ хута янипе пĕрлех юлашки çулсенче ача сачĕсенче хушма вырăнсем, хушма ушкăнсем йĕркелессипе çине тăрса ĕçленĕ. Кун пек ушкăнсене иртнĕ çул Мăн Сĕнтĕрти тата Москакассинчи ача сачĕсенче пĕтĕмпе 45 вырăнлăх йĕркеленĕ.

Çавна та асăнса хăвармалла. Шкулсенчи спортзалсене юсасси тата реконструкцилесси те ыранхи куна пăхса ĕçлени пулса тăрать. РФ Патшалăх Думин депутачĕ тÿрремĕн хутшăннипе пирĕн республика ял шкулĕсенчи спортзалсене тĕпрен юсассипе тата реконструкцилессипе федераци программисене виçĕ хутчен лекме пултарнă. Паллă ĕнтĕ, çакă республика ертÿлĕхĕ ку тĕлĕшпе тĕллевлĕ тата малкурăмлă ĕçлесе пынипе те çыхăннах. Хальхи вăхăтра хулари е ялти ачасен спортпа çывăх пулма майсем пĕр пекех темелле. Анчах та Алена Аршинова тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармаллине пĕлтерменни пирки асăнчĕ. Мĕншĕн тесен пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шкулсем тăвассипе тата реконструкцилессипе федераци шайĕнче татах çĕнĕ программăсем пурнăçа кĕртеççĕ.

Алена Аршинова пирĕн республикăра кăçал пурнăçа кĕртекен черетлĕ çĕнĕ проект пирки те каласа хăварчĕ. Ку вăл - "Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче прогнозпа пăхнă кирлĕлĕхе кура тата вĕренĕвĕн хальхи условийĕсене шута илсе çĕнĕ вырăнсем йĕркелесси". Çавна валли федераци республикăна кăçал 583 млн тенкĕ уйăрса панă ĕнтĕ. Икĕ шкул çĕнĕрен тума тата тăватă шкула реконструкцилеме пăхса хунă. Нумай вăхăтлăха йышăннă асăннă проекта пурнăçа кĕртсе пынă май, Чăваш Республикинче 2025 çул тĕлне пĕтĕмпе 32 шкул тума тата тăватă шкула реконструкцилеме палăртаççĕ.

Сăмах май. Пирĕн районта иртнĕ çулсенче 4 вăтам шкулта спортзалсене тĕпрен юсама май килнĕ. Кăçал татах 2 вĕренÿ учрежденийĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Авариллĕ çурт-йĕрте вырнаçнă шкулсем районта çук. Çывăх вăхăтра татса пама палăртнă актуаллă ыйтусем шутĕнче вара - Юнкăри вăтам шкулта çĕнĕ спортзал тăвасси, Муркашра 400 вырăнлă çĕнĕ пуçламăш шкул тăвасси.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çĕннине, малашлăхлине алла илсе пырас пулать. Вĕренÿ ĕçĕнче те ку пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Алена Аршинова ку ыйтăва куллен тимлĕхре тытни пирки каларĕ. Çĕнĕлĕхсене, малта пыракансен опытне вара ача сачĕсенчен тытăнса аслă вĕренÿ заведенийĕсем таранах алла илсе пурнăçа кĕртсе пыма тивĕç.

Акă нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ инжиниринг центрĕ йĕркелеме грант çĕнсе илме пултарнă. Çавна валли заявка панисем вара Раççейĕпе 250 аслă вĕренÿ заведенийĕ пулнă. Çакă вăл вĕренÿ ĕçне производствăпа тÿрремĕн çыхăнтарассипе малашлăха пăхса тунă тепĕр пысăк утăм пулса тăрать. Вăл республикăра наукăна та, производствăна та малалла аталантарассипе çыхăннă.

Малашлăх планĕсем пĕчĕк мар. Çĕршывра вĕренÿ ĕçне çÿллĕрех шая çĕклеме хальхи çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем уçас пулать, техникумсемпе аслă вĕренÿ заведенийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатса пымалла, вĕсене çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтерсе тăмалла, пур çĕрте те индустри паркĕсем йĕркелемелле. Вĕсенче вĕренÿ заведенийĕсем хăйсен малашлăхлă идейисемпе тĕллевĕсене практикăра пурнăçа кĕртме пултарччăр.

Çапла, умри тĕллевсем пĕчĕк мар. Апла пулсан, Алена Аршинова палăртнă тăрăх, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртессипе татах çине тăрарах ĕçлес пулать.

РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова пресс-конференцире çавăн пекех журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, вĕренÿ системине аталантарассипе, вĕренÿ ĕçĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрессипе çыхăннă тата ытти ыйту çине тулли хуравсем пачĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика