09 июля 2016 г.
Иртнĕ эрнере Мускавра "Единая Россия" партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Шăпах унта партин суйлав умĕнхи программине - çĕршывăн çитес пилĕк çуллăхри аталану стратегине йышăннă тата сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин суйлавне хутшăнма кандидатсене çирĕплетнĕ.
"Единая Россия" партин суйлав умĕнхи программине йышăниччен ăна чылай малтанах тĕплĕн сÿтсе явма тытăннă. Раççей аталанăвĕн тĕп енĕсемпе çыхăннă ыйтусене съездра вунă ытла дискусси площадкинче сÿтсе явнă.
Секцисен ĕçне тата съездăн пленарлă пайне Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. Суйлава хутшăнма "Единая Россия" парти тăратнă кандидатсем - Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Ен парламенчĕн вице-спикерĕ, партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров ятарлă пресс-конференцире хăйсен шухăшĕсем тата съездăн пĕлтерĕшлĕ йышăнăвĕсем пирки каласа кăтартнă.
Акă Николай Малов палăртнă тăрăх, съездра партие йĕркелекенĕ - Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата парти председателĕ, çĕршыв премьер-министрĕ Дмитрий Медведев тухса калаçни пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Владимир Путин сăмахĕсенчен вăл парти ĕçĕ-хĕлĕпе тăтăшах интересленсе тăни тата кулленхи ĕç валли тĕп кăтартусем пани курăнать.
Николай Малов çавна аса илтернĕ. Сездра "Единая Россия" партин суйлав умĕнхи федераци программине йышăничченех партин регион уйрăмĕ хăйĕн "Чăваш Ен - хăтлă пурнăç регионĕ. Аталану приоритечĕсем" парти проектне презентациленĕ. Вăл малашлăхри 5 çулта Чăваш Енре туса ирттермелли ĕçсен тĕп планĕ пулса тăрать. Программăсем пĕтĕмĕшле хăйсен тытăмĕпе пĕр евĕрлĕ. Çакă вăл малашне мĕнле ĕçлесси пирки партин пĕрлĕхлĕ ăнлану пурри пирки калать.
Леонид Черкесов хăйĕн коллегипе килĕшнине пĕлтернĕ, хушса çавна каланă: "Эпир хамăр республикăра кăтартуллă сĕнÿсем пуласса кĕтсе лармарăмăр, ку енĕпе ĕçленĕ тата малашне те ĕçлесе пырăпăр. Чи пуçламăш шайран - ял тăрăхĕсенчен тытăнса Шупашкар хули таранах çынсемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Ку тĕл пулусенче кулленхи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене, задачăсене, проблемăсене сÿтсе яватпăр. Çакна эпир çитес пилĕк çуллăхри ĕçсен планне туса хатĕрлеме тăватпăр", - тенĕ вăл.
Шупашкар хулин пуçлăхĕ çавăн пирки те каланă. "Единая Россия" партин регион уйрăмĕн представителĕсем пурнăçлама май çук ĕçсене тума нихăçан та шантарман, мĕн пурнăçлама пултарнине кăна йышăннă. "Пирĕн çынсене пуш сăмах çаптарни кирлĕ мар", - хушса каланă вăл.
Леонид Черкесов çавăн пекех съездăн "Пурнăç пахалăхĕ" секцийĕн ĕçне хутшăнни пирки каласа кăтартнă. Унта эконом класлă пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе, хула тăрăхĕсене аталантарассипе, хуласен экологийĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарта граждансене ишĕлчĕк тата авариллĕ çуртсенчен куçарассипе мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартнă хыççăн опытпа паллашма ун патне ытти регионти хуласен пуçлăхĕсем пыма тытăннă. Тĕрĕссипе вара граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарассипе муниципалитет шайĕнче нормативсем йышăннисем Чăваш Ен тĕп хулисĕр пуçне Раççейре урăх çукпа пĕрех иккен.
РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова яланхи пекех "Вĕренÿ" профиль секцийĕн ĕçне хутшăннă. Вăл палăртнă тăрăх, кун пек мероприятисен практика пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Сăмахран, дискусси площадкинче вĕренÿ министрĕ те, Рособрнадзор представителĕсем те ĕçленĕ. Шăпах вĕсем пулса тăраççĕ те вĕренÿ сфери çине витĕм кÿрекен субъектсем. Алена Аршинова ку ĕçпе çыхăннă пуçарусемпе йышăнусем пирки пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, "Вĕренÿ çинчен" Саккуна кĕртме палăртакан тÿрлетÿсене тишкернĕ. Вĕсем ача сачĕшĕн, "продленкăшăн", студентсен общежитийĕшĕн тÿлессине ÿстерсе пырассине инфляци шайĕнче чикĕлессипе çыхăннă. Çавăн пекех вăл çывăх вăхăтрах "Шкул автобусĕ" программа ĕçлеме пуçăнасси пирки хыпарланă. Унăн кирлĕлĕхне Алена Аршинова Чăваш Енри ялсенче пулнă май курса ĕненнĕ.
Депутат кандидачĕ Николай Владимиров хушса çавна каланă. Съезд йышши мероприятисем пĕр площадкăра тĕрлĕ регионти профессионалсене пĕрле пухма май параççĕ. Вĕсем вара çĕршывăн малашлăх аталанăвĕпе çыхăннă пĕр-пĕрин сĕнĕвĕсене сÿтсе яваççĕ. Вăл Челябинск облаçĕн представителĕсем хăйĕн патне саккуна кĕртме сĕнÿпе пыни пирки каласа панă. Хальхи вăхăтра микрофинанс организацийĕсем пирки калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртме хатĕрленеççĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн уйрăм граждансене займсем парассине чарма палăртнă. Кредитсемпе предпринимательсене тата пĕчĕк бизнес субъекчĕсене кăна тивĕçтерĕç. Статистика кăтартса панă тăрăх, "хăвăрт укçа" услугипе усă куракансен 60 проценчĕн финанс ыйтăвĕсемпе пĕлÿ шайĕ пĕчĕк, шăпах вĕсем пысăк процентсен серепине çакланаççĕ те.
Пресс-конференцире Николай Малов патне ыйту пулнă. Малтанхи сасăлав тапхăрĕнче вăл пĕр мандатлă Канаш суйлав округĕпе кандидата тăмалла пулнă, "Единая Россия" парти съезчĕ хыççăн парти списокне лекнĕ. Партин регион уйрăмĕн ертÿçи кун пирки çавна пĕлтернĕ. Уншăн пулсан ку ыйту пĕлтерĕшлĕ мар, парти йышăнăвĕ пур пулсан, ăна пурнăçлас пулать.
"Пĕр мандатлă 18 округпа "Единая Россия" хăйĕн кандидачĕсене тăратмарĕ. Канаш округĕ те вĕсен шутне кĕчĕ. Ку вăл - стратегиллĕ йышăну. Ăна шалти политикăн патшалăх интересĕсене тĕпе хурса тунă, - каласа панă вăл. - Çитменнине эпĕ "Единая Россия" партин регион уйрăмĕн секретарĕ пулса тăратăп. Çавăнпа та маншăн юлашки кăтарту пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать, хамăн мар, пĕтĕм командăн. Кунта эпĕ Владимир Путин Президентăн сăмахĕсене аса илтернĕ пулăттăм. Вăл палăртнă тăрăх, суйлава хутшăнакан кандидатсен çавна ăнланас пулать: вĕсем кашни харпăр хăйне мар, çĕршыври ертсе пыракан политика вăйне - "Единая Россия" партие кăтартаççĕ", - хушса каланă Николай Малов.