09 июля 2016 г.
Шăпах çак сăмахсемпе палăртас килет почта çыхăнăвĕн системинче паян вăй хуракансене. Ыран вĕсем хăйсен професси уявне - Раççей почтин кунне паллă тăваççĕ. Ĕçĕ чăннипех те кăткăс, яваплăхĕ вара пысăк. Мĕншĕн кăна яваплă мар пулĕ паян вĕсем: хаçат-журнал çырăнтарассишĕн тата вулакансем патне çитерессишĕн те, çыру-корреспонденцисене, бандерольсемпе посылкăсене адресатсем патне вăхăтра çитерсе парассишĕн те, пенсионерсене пенсисемпе тивĕçтерессишĕн те, газпа тата телефонпа, электроэнергипе тата Интернетпа усă курнăшăн тата ытти тĕрлĕ укçа тÿлевне йышăнассишĕн те, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче çынсене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессине йĕркелессишĕн те. Татах вуншар услугăпа ĕçе асăнма пулать. Уйрăмах ял почтальонĕн хулпуççийĕ çине паян йывăр тиев тиенет.
Професси уявĕ умĕн эпĕ федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш почтамчĕн пуçлăхĕпе Петр НИКИФОРОВПА тĕл пултăм, коллектив умри задачăсене татса парассипе мĕнле ĕçлесе пыни, çыхăну ĕçченĕсем хăйсен професси уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илни пирки каласа пама ыйтрăм. Сăмах май, Петр Николаевич Муркаш почтамтне 2016 çулхи январĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса ертсе пырать. Унччен почта çыхăнăвĕн республика управленийĕнче пай ертÿçинче тăрăшнă.
- Пытарма кирлĕ мар, чăннипех те кăткăс, çăмăл мар вăхăтра пурăнатпăр. Çĕршер çул иртнĕ пулин те, почта çыхăнăвĕ паян та хăйĕн пĕлтерĕшĕпе вырăнне çухатма шухăшламасть. Куллен тенĕ пекех шыравра пулма, клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелли, услугăсем пурнăçламалли çĕнĕ майсем шырама тивет. Апла пулин те пирĕн ĕçченсем хăйсем пурнăçлакан ĕç халăхшăн, чи малтанах ял çыннишĕн епле пĕлтерĕшлĕ пулни пирки самантлăха та манмаççĕ. Эпир мар пулсан тата кам; Ытларах чухне çапла ыйтма тивет хамăртан. Халăх умĕнчи яваплăха туйса тăни вăй парать те йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, ĕçре япăх мар çитĕнÿсем тума.
Пĕр вырăнта тăрса нимĕн те пулмасть. Ĕç мелĕсене рынок ыйтнине тĕпе хурса улăштарса çĕнетсе пырас пулать. Услугăсемпе тивĕçтерессин çĕнĕ мелĕсене, вăл шутра чи çĕнĕ информаци технологийĕпе çыхăннисене анлăн пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшатпăр. Çавна май пурнăçлакан ĕçсен, тивĕçтерекен услугăсен пахалăхĕ ÿссе пырать, çавна валли каякан вăхăт кĕскелет. Урăхла май çук. Унсăрăн хамăрăн клиентсен пысăк шанăçне тивĕçме йывăр. Хальхи вăхăтра пĕтĕм почта системинче çĕршыв шайĕнчех модернизаципе çыхăннă пысăк улшăнусем пулса иртни пĕтĕмпех клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессин пахалăхне ÿстерсе пырассипе çыхăннă. Пирĕн тĕп принцип - почтăра пĕтĕмпех ансат, хăвăрт тата меллĕ пулмалла.
Пирĕн ĕçĕн калăпăшĕпе пĕлтерĕшне çак цифрăсем те аван çирĕплетеççĕ пулĕ тетĕп. Çак вăхăта федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕнче 9 почтамт, вĕсенче почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем ялтисем 324 тата хуларисем 79 шутланаççĕ пулсан, Муркаш почтамчĕн шутĕнче Муркаш тата Етĕрне районĕсенчи 37 çыхăну уйрăмĕ. Çыхăну ĕçченĕсем пĕтĕмпе 211 çын. Вăл шутран почтальонсем 150-на яхăн. Почта маршручĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 781 километрпа танлашать.
Малтанах çырăнтару кампанийĕ пирки каласа хăварасшăн. Вăл çăмăлах иртмерĕ. Апла пулин те ĕç калăпăшне иртнĕ çулхи çав вăхăтрин шайĕнче сыхласа хăварма пултартăмăр. Тĕрлĕрен пулăшу ĕçĕ пурнăçлассипе план-задани 97 процент шайĕнче пурнăçланчĕ. Çулталăк итогĕсемпе кăтартусене иртнĕ çулхи шайра сыхласа хăварма майсем пур. Çавăнпа та хамăрăн клиентсене шантарсах çавна каласа хăварасшăн. Патшалăх почти яланах сирĕншĕн, сирĕн ыйтăвăрсене лайăхрах тивĕçтерессишĕн ĕçленĕ, малашне те ĕçлĕ.
Çитсе килекен уяв умĕн ĕç паттăрĕсене, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракансене ятранах асăнса пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем пирĕн пур кăна мар, вĕсем йышлă. Ку пушшех те савăнтарать. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене уйрăммăн илес пулсан, Муркаш районĕнчи Муркашри (ертÿçи Эльвира Репина), Отарккăри (Наталья Германова), Шурчари (Алена Антонова), Ваçкассинчи (Августина Степанова), Йÿçкассинчи (Эльза Алексеева), Тренккăри (Неонила Васильева), Мăн Хураçкари (Елена Толикина), Мăн Сĕнтĕрти (Юлия Киселева), Калайкассинчи (Нина Андреева), Етĕрне районĕнчи Етĕрнери (Людмила Алексеева), Тури Ачакри (Валентина Матвеева), Уйкас Асламасри (Надежда Матвеева), Мăн Явăшри (Галина Алексеева), Пушкăртри (Надежда Гаврилова), Засурскинчи (Валентина Айватрова), Урпашри (Ольга Ильина), Кивĕ Тинкешри (Любовь Андреева), Чирĕккассинчи (Светлана Львова), Янăмри (Альбина Чернова), Ювановăри (Ольга Ильина) уйрăмсен коллективĕсен ячĕпе чи ăшă сăмахсем кăна калама пултаратăп.
Професси уявĕ умĕн ĕç паттăрĕсене чысласси-саламласси - ырă йăлара. Çыхăну ĕçченĕсен те ку çаплах. Хамăрăн професси уявĕ умĕн чи тивĕçлисем тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçме пултарчĕç.
Акă Елена Ильина Мăн Сĕнтĕрти çыхăну уйрăмĕн почтальонĕнче 8 çул тăрăшать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара 24 çулпа танлашать. План-заданисене пур енĕпе те ăнăçлă пурнăçлать. Çавна май вăл федерацин "Раççей почти" патшалăх унитарлă предприятийĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Ку уйрăмăн тепĕр почтальонне Валерий Варюхина вара федерацин "Раççей почти" патшалăх унитарлă предприятийĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Тав çырăвне панă. Шутласа пăхăр, куллен 16 - 17-шер километр, мĕнле çанталăк пулнине пăхмасăр, çуран утасси çăмăлах мар пулĕ. Утасси кăна пулсан. Хаçат-журналне те çырăнакансем патне çитерсе парас пулать, пенсине те валеçмелле, куллен кирлĕ тĕрлĕ таварне те сутмалла...
Эльвира Соловьева хăйĕн ĕç биографине 1980 çулта Муркашри районти çыхăну узелĕн почтальонĕнчен пуçланă. Унтанпа 35 çул улшăнмасăр çак ĕçре, кашни кун почтальонăн çăмăл мар сумкипе. Куллен 320 подписчика хаçат-журнал çитерсе памалла, 205 кил хуçалăхне пăхса тăмалла. Унран пенсисемпе пособисем илсе тăракансем 83 çын. Эльвира Васильевна федерацин "Раççей почти" патшалăх унитарлă предприятийĕн Тав çырăвне илме тивĕç пулчĕ.
Елизавета Новикова Муркашри çыхăну уйрăмĕнче 5 çул вăй хурать, унччен Ярославкăри çыхăну уйрăмĕнче ĕçленĕ. Вăл - 1-мĕш класлă çыхăну операторĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 31 çул. Плансемпе заданисене çултан-çул ăнăçлă пурнăçланинче унăн тÿпи те пурах. Елизавета Михайловнăн ĕçне федерацин "Раççей почти" патшалăх унитарлă предприятийĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Тав çырăвне парса хакланă.
Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем общество пурнăçĕнче, спортпа культура мероприятийĕсенче те хастар. Акă пĕр уйăх ытларах каялла Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалласа çыхăну ĕçченĕсем хушшинче Шупашкарта гала-концерт иртрĕ. Муркаш почтамтĕнчен ку мероприятие почта çыхăнăвĕн Шурчари уйрăмĕн пуçлăхĕ Алена Антонова хăйĕн номерĕпе хутшăнчĕ, парнене тивĕçрĕ.
Умри задачăсене ăнăçлă татса парассинче коллективăн ĕçлеслĕх туйăмĕ мĕнле шайра пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл пирĕн япăх теместĕп. Почта çыхăнăвĕн системинче чылайранпа вăй хуракансем те, çак ĕçе пуçласа тин кăна кÿлĕннисем те пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Аслисем хăйсен опычĕпе çамрăксене паллаштараççĕ. Ĕç условийĕсем те лайăхланса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕн пулăшăвĕ курăмлă. Ытларах çĕрте çыхăну уйрăмĕсенче капиталлă юсав, реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ĕçлеме тата çынсен ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтерме майсем лайăхланаççĕ. Ĕç укçине илес пулсан, ăна пурнăçлакан ĕç калăпăшне кура вăхăтра тÿлесе тăраççĕ. Уйăхне икĕ хутчен параççĕ.
Коллективлă килĕшÿре пăхса хăварнă пек, пĕчĕк тупăшлă çемьесене пулăшассине, ветерансене чыслассине манăçа кăларма шухăшламастпăр. Ĕç ветеранĕсене çуллен Раççей почти кунĕ ячĕпе, ытти паллă кунсемпе саламласси ырă йăлара. Хамăр патра ĕçлекен çынсен çывăх тăванĕсене юлашки çула ăсатма, çамрăксене вĕренме кайма пулăшассине пăхса хунă. Пулăшу кирлĕ пулсан, процентсăр кредит уйăрса паратпăр, вĕренме кăмăл пуррисене тÿлевлĕ вĕренÿ отпускĕсемпе тивĕçтеретпĕр.
Эпир хамăр умра тăракан тĕп задачăсем пирки манма шухăшламастпăр. Раççей почтин тĕп задачи вăл - почтăна тупăшлă ĕçлеттересси, клиентсен ыйтăвĕсене туллинрех те пахалăхлăрах тивĕçтересси, эффективлă тата технологи енчен вăйлă компани туса хурасси. Çав тĕллевпех ĕнтĕ çывăх вăхăтрах клиентсенчен укçа-тенкĕ йышăнмалли "Почта - Банк" услугăпа та тивĕçтерме тытăнма палăртатпăр.
Хамăр пурнăçлакан ĕç епле ответлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине эпир лайăх ăнланатпăр. Хамăрăн клиентсене, Муркаш тата Етĕрне районĕсенче пурăнакансене вара çапла калама кăмăл пур. Малашне те пĕрле пуласчĕ. Эпир вара сирĕн кулленхи ыйтусене татса парас тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр. Малашне те сирĕн çырусене, корреспонденцисене, хăвăр çырăнса илекен хаçат-журнала вăхăтра илсе тăмалла пултăр тесе тăрăшăпăр. Çыхăну уйрăмĕсенче вара сире малашне те кăмăллă кĕтсе илĕç, кăмăлпах ăсатса ярĕç. Килтен ытлашши тухса çÿреймен ватă çынсене малашне те куллен кирлĕ таварсемпе киле пырсах тивĕçтерĕпĕр. Киле пырса хаçат-журнал çырăнтарасси, ятарлă бланксемпе газпа тата электроэнергипе, телефонпа усă курнăшăн укçа тÿлевĕсем илесси те унчченхи пекех сирĕншĕн чăрмавлă пулмĕ.
Ыран Раççей почтин кунне паллă тăватпăр. Ку вăл çак системăра ĕçлекенсен уявĕ кăна мар тесе шухăшлатăп. Уяв кунĕпе почта çыхăнăвĕн хаклăран та хаклă ĕçченĕсемсĕр пуçне çак ĕç ветеранĕсене, хамăрăн хаклă клиентсене, хаçат-журнал илсе тăракансене, эпир кÿрекен пулăшу мелĕсемпе усă куракансене пурне те чĕререн тухакан чи ăшă та ырă сăмахсемпе саламлатăп. Пурсăрăн та сирĕн çирĕп сывлăхлă пулмалла пултăр, телей, çемйĕрсенче килĕшÿпе çураçу сунатăп, малашне те яланах пĕрле пуласса шанса тăратăп. Çитсе килекен уявпа пурсăра та!
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.