Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - вырма, комбайнсем - «ыйхăра»

09 июля 2016 г.

 

Ял хуçалăх ĕçченĕн тăрăшулăхне тимлĕхсĕр хăварас мар тесе, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики пекех, пирĕн район администрацийĕ те нумай ĕç туса ирттерет. Çавăнпах ял хуçалăх производствинче аталану утăмĕсем те палăраççĕ. Анчах лайăххипе пĕрлех ĕнсене хыçтараканĕ те пурри урлă-пирлĕ çиччĕ виçсе пăхмалли сахал пулманни пирки евитлет.

Пирĕн паянхи сăмахăмăр - çĕр ĕçченĕ черетлĕ вырмана хатĕрленесси пирки. Вăхăтра акнă, технологие пăхăнса ÿстернĕ тыр-пула вăхăтра та тирпейлĕ кĕлете кĕртсе хуни - вăл е ку хуçалăхăн пуянлăхĕ. Çак пурлăха тăвас ĕçре "хир карапĕсен" тÿпи пысăк. Çавăнпах ыранхи кунпа пурăнакан хресченшĕн вĕсем уйрăм хисепре.

Çăкăр шăрши хресчене хире чĕннĕ вăхăтра эпир пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче "хир карапĕсене" вырмана хатĕрлессипе епле ĕçленипе паллашма çула тухрăмăр. Тÿрех каламалла, вырма пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç пулсан та, нумай пĕрлешÿллĕ хуçалăхра кĕрхи тулă пуссисем сап-сарă ларнине курниех сисĕнмерĕ. Кăçал 15 пин гектара яхăн лаптăк çинчи тыр-пула пухса кĕртме районĕпе 32 комбайн хутшăнмалла. Хутшăнмалла пулсан хутшăнĕç-ха, анчах мĕнле;.. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 5-шĕ патне кăна механизаторсен алли çитнĕччĕ. Ыттисем мехпаркри канлĕхре тарăн ыйхăраччĕ.

Хресченĕн алли "хир карапĕсемпе" йĕтемсем тата тырă ампарĕсем патне алă çитменнине нумайăшĕ паян пур-çук вăйсемпе выльăх апачĕ янтăлассипе тăрăшнипе сăлтавларĕç. Вĕсене ăнланма пулать-ха, анчах пиçсе çитнĕ тырă юхса кайсан мĕнле ăнланма пулĕ;

"Оринино" хуçалăх ертÿçи Ю. Шишокин каланă тăрăх та икĕ "Енисей-1200" комбайнпа ĕçлекенсем паян сенаж хывнă çĕрте тăрăшаççĕ. Хĕллехи управа тирпейлĕ лартнăскерсем хăшĕн валли мĕнле саппас пай кирлине пĕлеççĕ, вĕсене туянса хатĕрленĕ.

"Восток" хуçалăхра вырма халех çитмессе "шанаççĕ" пулас. Паян кунта пĕтĕм вăйпа сенаж янтăлаççĕ. Йĕтемсем çине тирпейлеме утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухма пăхаççĕ. "Хир карапĕпе" вырмара С. Наумов экипажĕ ĕçлесси паллă. Вырман пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 282 гектар.

"Герой", Ильич яч. хис. хуçалăхсенче те хальлĕхе тырă вырмалли комбайнсем патне механизаторсен алли çитеймен пулсан, "Свобода" тата Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче "хир карапĕсен" экипажĕсем юсав ĕçĕсене пуçланă. Чкалов яч. хис. хуçалăхри Б. Никитин комбайнер вара "Вектор-410" çумĕнчи çитменлĕхсене йăлтах пĕлет. "Вĕсене пĕтерме саппас пайсем килсе çитсен 3 - 4 кунтанах эпĕ хире тухма хатĕрленсе çитĕп", - терĕ Болеслав Николаевич паянхи куна та комбайнсем патне пыманнисем тĕрĕс туманнине палăртса.

"Хир карапĕсене" вырмана кăлариччен пурнăçламалли ĕçсем "Ударник" тата Суворов яч. хис. хуçалăхсенче те пур.

Ау!.. Çăкăр шăрши хире чĕнет, комбайнерсем! Кĕтсен-кĕтсен кая юлмăпăр-и;

С. НИКОЛАЕВ,

патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ*

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика