Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

09 июля 2016 г.

Апат хушăнсах

пырать

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем çитес хĕл валли выльăх апатне пĕтĕмпе çакăн чухлĕ хатĕрлеме пултарнă: 5 пин тоннăна яхăн (87 процент) утă, 4300 тонна (41 процент) сенаж, 3500 тонна (20 процент) силос.

Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., "Оринино", Чкалов яч. хис. хуçалăхсем утăна планпа палăртнă чухлех хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.

Сенаж хывассипе хальлĕхе "Путь Ильича" агрофирма ыттисенчен тăрăшуллăрах вăй хурать. Кунта ăна асăннă кун тĕлне 2 пин тоннăна яхăн хывса хăварнă.

Ултă хуçалăхра силос хывассипе ĕçлеççĕ.

 

Ĕçе вырнаçтарнă

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 745 çын пынă. Вĕсене пурне те ĕç шыракан тесе шута илнĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр тесе регистрациленисен хисепĕ 50 çынпа танлашать. Ĕçсĕррисен шайĕ 0,26 процент.

Асăннă тапхăрта ĕçпе тивĕçтерекен центр 178 ваканси пурри пирки пĕлтерет. Кăçалхи ултă уйăхра 663 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсенчен 397-шĕ - вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлес ĕмĕтлĕ çамрăксем.

Çур çул хушшинче 56 çынна обществăлла ĕçе явăçтарнă. Вĕсенчен 33-шĕ - хĕрарăмсем.

Хамăр инф.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика