Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яш-кĕрĕм тулли кăмăлпа савăнчĕ

06 июля 2016 г.

 

Çамрăклăх çулĕсем кашнин асĕнчех манăçми асаилÿсем хăвараççĕ. Çамрăклăх - чи асамлă вăхăт. Çавна май Раççей çамрăкĕсен кунне халалласа район центрĕнче Муркашра иртнĕ эрнекун ирттернĕ Çамрăксен уявĕ пурне те хавас кăмăл, савăнăç, теприсене вара ырă асаилÿ парнелерĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх, пирĕн малашлăх - çамрăксенче. Малашне пурнăç мĕнлерех пуласси вĕсенчен ытларах килет. Акă 11-мĕш класран вĕренсе тухнисенчен 32-шĕ шкула медальпе вĕçлеме пултарнă. 14 - 30 çулсенчи çамрăксем вара районĕпе 8811-ĕн. Ку вăл районта пурăнакансен 26 проценчĕ пулать. Çамрăксем куллен ĕçре çитĕнÿсем тăваççĕ, общество пурнăçне активлă хутшăнаççĕ, спортпа туслă.

Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх, район администрацийĕ активлă çамрăксене пулăшас тесе пĕтĕмпех тума тăрăшать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине туса хунă. Çуллен 100 вĕренÿ отличникĕ 400 тенкĕ стипендие тивĕçет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине кăçал 21 яшпа хĕр, пĕри вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илсе тăраççĕ. Çамрăк çемьесене, çамрăк специалистсене, ялта ĕçлеме юлакансене патшалăх паракан пулăшу мелĕсемпе усă курса чылайăшĕ çуллен хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатать.

Ростислав Николаевич ĕçлекен чи активлă çамрăксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе Тав çырăвне, çавăн пекех шкула чи лайăх паллăсемпе вĕçленисен ашшĕ-амăшне Тав çырăвне парса хавхалантарчĕ. Пултарулăх енĕпе чи активлă çамрăксене валли кăçал районта 10 стипенди туса хунă. Хальлĕхе ăна тивĕçнисем - 7 яшпа хĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене уявра стипенди илме свидетельствăсем пачĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнисем те чылаййăн пулчĕç. Тав çырăвĕсене вĕсене пай пуçлăхĕ Зоя Дипломатова пачĕ. Уявра çавăн пекех çамрăк армеецсен республикăри "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче 3-мĕш вырăна тухнă "Родина" ВПК членĕсене (Муркаш шкулĕ), ГТО нормисене пурнăçланисене чысларĕç.

Яланхи пекех "Король и королева бала - 2016" конкурс интереслĕ иртрĕ. Çак ята тивĕçессишĕн конкурсра 7 мăшăр вăй виçрĕ. Уява хутшăнакансен сассине шута илсе жюри йышăнăвĕпе Орининти вăтам шкулти Николай Корольковпа Мария Федотовăна çĕнтерÿçĕсем тесе палăртрĕç. Асра юлмалли конкурссем уявра татах нумай пулчĕç.

Çамрăксен кунĕнче художество пултарулăх коллективĕсем, чăваш эстрада артисчĕсем Петр Ермолаевпа Андрей Шадриков чăваш юррисене илемлĕн шăрантарчĕç. Никама та кичем пулмарĕ. Дискотекăра вара çамрăксем кăна мар, 40, 50 çул урлă каçнисем те ташша пикенчĕç. Апла пулсан çак çамрăклăх, яшлăх туйăмĕ пирĕнте кашнинчех нихăçан та ан иксĕлтĕрччĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика