Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана çемьене йышăнас тесен

06 июля 2016 г.

 

Тăлăх ачасен, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисен прависемпе çыхăннă ыйтусем çине район прокурорĕн çумĕ Юрий СЕМЕНОВ хуравлать.

- Эпир мăшăрпа пĕр уйăх ĕнтĕ ачасене çемьене йышăнма хатĕрленекенсене валли йĕркеленĕ занятисене çÿретпĕр. Çемьене вара инвалид хĕр ачана йышăнас тетпĕр. Ачана хамăрăн çемьене йышăнассине мĕнле йĕркелемелле: опекунство е попечительство тумалла-и, çемьене йышăнмалла-и е усрава илмелле-и;

- Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕн 123-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачана воспитани парса ÿстерме опекăна е попечительствăна та, çемьене е усрава пама та юрать. Кун пек май çук чухне вара вĕсене вăхăтлăха пăхса усрама тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен ятарлă организацийĕсене вырнаçтараççĕ.

Опекăпа попечительствăн пĕлтерĕшĕ пĕр пекех, уйрăмлăхĕ çакăнта: 14 çул тултарман ачасене опекăна параççĕ пулсан, 14 çултан тытăнса 18 çулчченхисем тĕлĕшпе попечительство йĕркелеççĕ.

Ачана опекăна е попечительствăна панă чухне унăн ирĕкне шута илме тивĕç. Ачан ирĕкне шута илесси вăл 10 çул тултарнă пулсан тытăнать.

Ачан опекунĕ е попечителĕ пулма хăйĕн ĕçĕшĕн явап тытма пултаракан çул çитнĕ çынсене кăна çирĕплетме пултараççĕ. РФ Çемье кодексĕнчех опекунсемпе попечительсем пулма пултарайман граждансен категорийĕсем пирки калани пур.

Опекун е попечитель пулма заявленипе килĕшÿллĕн е вĕсем килĕшнипе опекăпа попечительство органĕ çирĕплетет. Шута илме тивĕçлĕ сăлтавсем пулсан, опекун е попечитель пулма вăл пурăнакан вырăнта çирĕплетме пултараççĕ. Опекун е попечитель çирĕплетни пирки опекăпа попечительство органĕ çырнă акт опекун е попечитель тата çул çитмен ача хушшинчи хутшăнусем саккунлă вăя кĕнине çирĕплетет.

Опекун тата попечитель тивĕçне пурнăçланăшăн укçа тÿлемеççĕ. Çул çитмен ачан интересĕсене шута илсе опекăпа попечительство органĕ тÿлевсĕр майпа опека е попечительство тивĕçне пурнăçласси пирки опекунпа (попечительпе) килĕшÿ тума пултарать.

Опека е попечительство хăçан чарăнма пултарасси пирки федерацин "Опекăпа попечительство çинчен" Саккунĕн 29-мĕш статйинче каланă. Кунсăр пуçне Раççей Федерацийĕн граждан кодексĕн 40-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çул çитмен ача 14 çул тултарнă май опека вĕçленет. Ачана пăхса пурăнакан опекун вара попечитель пулса тăрать. Ку тĕлĕшпе ятарлă хушма йышăну кирлĕ мар.

Çул çитмен ачан попечительстви вара ача 18 çул тултарсан нимĕнле хушма йышăнусăрах вĕçленет. Çавăн пекех çул çитмен çамрăк мăшăрлансан е хăйĕн ĕçĕсемшĕн явап тытма пултаракан ытти майсенче те попечитель кирлĕ пулмасть.

Ачана çемьене йышăннă чухне опекăпа попечительство тивĕçĕсене пурнăçлама опекăпа попечительство органĕ ачана йышăнакан çемьери ашшĕ-амăшĕпе килĕшÿ тăвать, килĕшÿре ачана мĕн вăхăтчен пăхса пурăнассине палăртаççĕ.

Ачана хăйсен çемйине йышăнакансен шутĕнче мăшăрсем те, уйрăм çынсем те пулма пултараççĕ.

Ачана çемьене йышăнакансене укçа мĕн чухлĕ парса хавхалантарасси, кашни ачана пăхса пурăнма мĕн чухлĕ укçа уйăрасси, çавăн пекех социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтересси çемьене пăхса усрама миçе ача йышăннинчен килет. Ăна РФ субъекчĕсен законодательствисемпе пăхнă пек килĕшÿре палăртаççĕ.

Ачана çемьене йышăнакан ашшĕ-амăшĕ шута илмелли сăлтавсене кура (чирлени, çемьери е пурлăх тĕлĕшĕнчи лару-тăру улшăнни, ачапа пĕр чĕлхе тупма пултарайманни) килĕшÿпе пăхнă тивĕçе пурнăçлассине чарса лартма пултарать. Кунпа пĕрлех ачана йышăннă çемьери лару-тăру тивĕçтермест пулсан, опекăпа попечительство органĕн те килĕшĕве пăрахăçлама право пур.

Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнма тата воспитани илме чи лайăх условисем туса пани вĕсене усрава йышăнни пулса тăрать. Кун пек чухне ачана ÿссе аталанма, психика, ăс-хакăл тата нравственноç тĕлĕшпе тивĕçлĕ воспитани илме май пуррине шута илеççĕ.

Усрава илнине суд йышăнăвĕпе çирĕплетеççĕ, усрава илекенсен заявленийĕ кирлĕ пулать. Çавăн пекех унта усрава илекенсем те, опекăпа попечительство органĕн представителĕсем те, прокурор та хутшăнма тивĕç. Çавăн пекех ачана усрава илнине патшалăх регистрацийĕ тăваççĕ.

Пĕтĕмĕшле правилăсемпе килĕшÿллĕн усрава илнĕ ачан ячĕ, ашшĕ ячĕ тата хушамачĕ сыхланса юлаççĕ. Анчах та усрава илекен ыйтнипе вĕсене улăштарма та пултараççĕ.

Усрава илнĕ ачасем усрава илекенсен ытти тăванĕсем тĕлĕшпе еткерлĕх енĕпе пĕр шайрах пулса тăраççĕ.

Ачана усрава илнине судпа кăна пăрахăçлама пултараççĕ. Ун чухне усрава илекенсемпе усрава илнисен пĕр-пĕрин хушшинчи прависемпе тивĕçĕсем пăрахăçланаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика