Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă шăршипе тулнă улăхра

06 июля 2016 г.

 

Сисмерĕмĕр те, вăхăт утă уйăхне кĕчĕ. Çулталăкри чи вăрăм та шăрăх кунсем тăраççĕ. Хресченшĕн выльăх апачĕ янтăлама - чи меллĕ вăхăт. Çавăнпа та ÿркенменнисем паян пĕр самант та алă усса лармаççĕ, иртен пуçласа каçчен ыранхи ĕмĕтпе вăй хураççĕ.

Çу кунĕсем çитес хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлемелли чи меллĕ вăхăт пулнине пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕçлекенсем кашниех ăнланаççĕ. Çĕр ĕçченĕ паян хăйĕн тĕп ĕç-хĕлне шăпах çак енпе çыхăнтарать те.

Эпĕ çитнĕ чух "Ударник" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те кашни уйрăмрах утă хатĕрлессипе тăрăшуллă ĕç пыратчĕ. Çарансенче техĕмлĕ утă шăрши тăрать. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх выльăх апачĕ янтăлассипе хĕрÿ кунсем пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕ çак ĕçе çанă тавăрса кÿлĕннĕрен хатĕрлев ĕçĕсем ăнăçупа вĕçленесси пирки манăн пĕр иккĕленÿ те çук. Паянхи куна хуçалăх уй-хирĕнче симĕс ĕç çи юлашки гектарсем çинче пырать.

Хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшуллă ĕçленине курсан иртнĕ ĕмĕрĕн 60 - 70-мĕш çулĕсем аса килчĕç. Вăл вăхăтра эпĕ хуçалăхри уй-хир бригадине ертсе пынăччĕ. Ут çире хуçалăх ĕçченĕсем пĕтĕм улăха çавапа çулатчĕç, алă вăйĕпех типĕтсе-пуçтарса кĕртетчĕç. Çак ĕçе вăл çулсенче халăхĕ те йышлă хутшăнатчĕ. Паян вара - урăхла лару-тăру. Ĕçлекенсем сахалланнипе нумай улăх-çаранта çулма пăрахрăмăр, вĕсем хыт-хура айне пулчĕç. Çапах та хăйсен ĕç ĕмĕрне ял хуçалăхне халалланисене кулленех утă хатĕрленĕ çĕрте курма пулать...

Ĕçсем епле пынипе çывăхарах паллашма тесе утăлăх çулнă люцерна ани çинче пултăм. Паян кунта пĕтĕмпех техника вăйĕпе усă кураççĕ: курăк çулаççĕ, типнĕ утăна тавăраççĕ, валеме пухаççĕ, пресс-подборщикпа типнĕ утăна рулона пуçтарса фермăсем çывăхне турттараççĕ.

Тавăрнă утăна валеме пухакан трактор патне çитрĕм. Вăл самантлăха чарăнсан кабинăран тухнă Влас Иванов механизаторпа калаçу пуçартăм.

Влас Леонидович - "Ударник" пĕрлешÿллĕ хуçалăхри тăрăшуллă механизаторсенчен пĕри. 1965 çулта Вăрманкассинче хресчен çемйинче çуралнăскер, ачаллах ĕçпе туслашнă. Шкул пĕтерсен тракторист пулма вĕренсе тухать те хăйĕн ку таранчченхи пĕтĕм ĕç ĕмĕрне "хурçă утпа" ĕçлессине халаллать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажне 30 çул урлă ирттернĕскер, 20 çула яхăн çĕр ĕçĕнче механизатор пулса вăй хурать. Хушнă ĕçе тăрăшуллă та вăхăтра пурнăçлаканскерĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те пĕрре çеç мар.

Çак вăхăтра пирĕн патăмăра пырса тухнă Вăрманкасси уйрăмĕн ертÿçипе Г. Афанасьевпа хам тĕл пулнă механизатор пирки сăмах хускатрăм. Ларса тăма пĕлменскер, вăл пур ĕçе те вăхăтлă йĕркелеме тăрăшать. Влас пирки унăн ырă сăмахсем кăна пулчĕç:

- Ялта çуралса ÿснĕскершĕн ял хуçалăхĕнчи ĕçсем пĕри те уншăн ют мар. Ответлăха туйнăран ăна чи кирлĕ вырăнсене ĕçлеме яратпăр. Вăл хăй умне лартнă тĕллевсене яланах вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлать. Ку тĕлĕшпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

В. Иванов, ĕçчен механизатор пулнипе пĕрлех, тăрăшуллă çемье пуçĕ те. Унă паян 3 ачапа 4 мăнук пулни Влас Леонидовичăн ырă енне ытларах, туллинрех уçса парать.

- Выльăх апачĕ хатĕрлессипе туслă ĕçлерĕмĕр-ха. Умра вара - вырма. Самай ÿссе кайнă кĕрхи культурăсем тинĕс пек чÿхенсе ларни тата хир тăрăх чупса иртекен пучах хумĕсем таврана çăкăр шăрши сараççĕ. Çывăх вăхăтрах унта та ĕçсем пуçăнĕç, - терĕ вăл юнашар кĕрхи тулă пуссинчен куç илмесĕр.

Ĕнерхи куна "Ударник" хуçалăх 600 тоннăна яхăн (70 процент) утă хатĕрленĕ, 1000 тонна ытла силос хывса хăварнă.

Пĕрлехи вăйпа йÿçкассисемпе вăрманкассисем, симĕс ĕç çири пекех, çывхаракан вырмара та маххă памасса шанас килет. Ыррине шанса, çĕнĕ ÿсĕм чиккисене çĕнес тĕллевпе хуçалăх ĕçченĕсем куллен ĕçе тухаççĕ.

Хĕвел çÿлте. Унăн ăшши хальлĕхе çителĕклĕ. Унпа туллин усă курасси - çĕр ĕçченĕн паянхи кун йĕркинче.

И. ЯКОВЛЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика